1899 – 1922

Çeçпĕл Мишши – поэт, коммунист партийĕн агитаторĕ, революци трибуналĕсен Чăвашри ертÿçи, Украинăра çакăнса вилет. Чăваш поэтикинче унăн вырăнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ жанрпа традици хывать… Тĕплĕнрех →
Хайлавĕсем:
Граждан вăрçи самани
Çеçпĕл Мишши (Михаил Сеспель)
[ Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути | Чăваш чĕлхи | Эп вилсен| Çĕршывăма тăван халăх… | Катаран каç килсен | Инçе çинçе уйра уяр… | Çĕн кун аки | Тинĕсе | Или! Или! Лима савахвани! | Хурçă шанчăк | Иртнĕ самана | Пуласси ]
Совет Самани 1923-1931:
Тĕплĕнрех:
Михаил Кузьмич Кузьмин
(16/11/1899, Касаккасси Шĕкĕр – 15/07/1922, Старогородка)
Çырнă жанрсем: сăвă, проза – повĕç, роман, калав.
Çырнисен чĕлхи: чăвашла, вырăсла.
Уйрăмлăхĕ: Чăваш чĕлхинчи пусăм нормисене ăсталаса, йĕркене кĕртсе силлабо-тоника меслечĕллĕ поэзие пуçласа янă. [wiki]
Çуралса ÿснĕ килĕ: Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл, Канаш районĕ) ялĕ. [wiki]
Вĕренÿ çулĕсем: Шăхасанти икĕ класлă шкул. Теччĕри вĕрентевçĕсене хатĕрлекен семинари. Мускаври агитаторсемпе пропагандистсен курсĕ. [wiki]
Ĕçлĕ пурнăçĕ: 1920 ç. – РКСМ Чăваш обкомĕн ĕçченĕ, Чăваш автономи облаçĕн ревтрибунал пуçлăхĕ, Чăваш Енĕн пĕрремĕш “тĕп прокурорĕ” пулса тăнă. Çутĕç пайĕн куçару комиссийĕн ĕçченĕ. 1921 ç. Остер уесĕн çĕр уйрăмĕн ĕçченĕ. [wiki]
Литература ĕçĕ: 1916-1917 çç. алăпа çырнă «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулнă, сăвăсем çырнă. Малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Хăй вилнĕ хыççăн: 1927 – Пĕрремĕш кĕнеки «Хурçă шанчăк». 1928, Шупашкар – «Сăвăсем» кĕнеке. [wiki]
Пурнăçĕ: Çакăнса вилнĕ. [wiki]
Тĕп темăсем тата мораль енчен асăрхамалли самантсем: “Çĕнĕ кун” кульчĕ тата идеологийĕ ячĕпе Христос тĕнĕн паллийĕсен профанацийĕ, мифологизм.