1846-1921

Çитăр Ехримĕ — хутa вĕренмен сăвăçă. Унăн такмакĕсемпе сăввисем халăх хушшинче сăмах вĕççĕн сарăлнă. Хăш пĕрне автортан ялти учительсем çырса илнĕ… Тĕплĕнрех→
Хайлавĕсем:
Кивĕ çырулăх тапхăрĕ
Çитăр Ехримĕ
[ Дунайские песни, 1860 ]
Революци тапхăрĕ
Çитăр Ехримĕ
[ Çитмĕл çулхи старик | Çула тухнă çын шăнса вилес умĕн юрланă юрă | Kirile | Mikihver | Pirĕn Şĕršyv | Şitmĕl şulhi starik | Анкарти | Вилĕм юрри | Кириле | Микихвĕр | Пирĕн çĕршыв | Чăтăрлăсем ]
Тĕплĕнрех:
Ефрем Сидорович Сидоров (Çитăр Ехримĕ) 1846 çулта Хусан кĕпĕрнин Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунтал районĕ) Сальелĕнче çуралнă, пурнăçне Кив Шешкелте (халĕ Тутар Республикин Çарăмсан районĕ) ирттернĕ. Вăл 1921 çулта выçлăх вăхăтĕнче вилнĕ.
Çитăр Ехримĕ хут вĕренмен. Вăл тĕрлĕрен такмакла сăвăсем хывма юратнă. Вĕсем халăх хушшинче сăмах вĕççĕн сарăлнă. Хăш пĕрне 1912-1913 çулсенче автортан ялти учительсем çырса илнĕ («Кириле», «Микихвер», «Чăтăрлăсем», «Анкарти», «Тăван çĕршыв» т.ыт.те). Çытар Ехримĕн чылай такмакĕсемпе сăввисем Кив Шешкел таврашĕнче паян кунчченех упранаççĕ. [Геннадий Юмарт & Л. Трофимов]
Ытти материалсем:
Ку пая хальлĕхе çырса пĕтереймен. Пулăшас тетĕр пулсан “Пулăшас” çине кликать тăвăр.