
Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→
Хайлавĕсем:
Революци тапхăрĕ
Граждан вăрçи самани
Çемен Элкер
[ Йывăр вăхăт | Тыткăнра | Тыткăнри лакăрта | Чăваш хаçачĕ ]
Совет Самани 1923-1931:
Совет тапхăрĕ 1951-1990:
Çемен Элкер
[ Кушлавăш уйĕ | Улăпсем | Хурапа шурă ]
Тĕплĕнрех:
Çемен Элкер
(1894-1966)
Семен Васильевич Васильев (Çемен Элкер) халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Пысăк Упакасси ялĕнчи 1894 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. 1908 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1915 çулта тĕнче вăрçине кайнă, йывăр аманса, Австрипе Венгри çарĕсен тыткăнне лекнĕ. Тыткăнран 1916 çулхи çу кунĕсенче таврăнать, пĕр хушă Петроградри госпитальте сипленет. 1917 çулхи ютă уйăхĕнче вал ялĕнчен Хусана каять, пĕр-пĕр курсра вĕренме ĕмĕтленет. Кунта пулас писатель Тимофей Абрамов сăвăçпа, Федор Павловпа, Г.Тал-Мăрсапа туслашать, вĕсем хавхалантарнипе литература ĕçне хутшăнать.
Çемен Элкер вунвиçĕ-вунтăватă çулсенчех вĕренмелле сăвăсем çырнă, Хусана кайнă тĕле унăн пĕр тетрадь сăвă пулнă. Революциччен çырнă сăвăсĕнчен унăн виççĕшĕ Совет саманинче пичетленнĕ, уйрăм статйисем 1917 çулта тухаса тăнă «Хыпар» хаçатра кун çути курнă.
Çемен Элкер – Ф. Павлов, Г. Тал-Мăрса, И. Ахах, М. Çеçпĕл ÿсĕмĕнчи поэт. Вăл хăйĕн пултарулăхĕпе П. Хусанкай ÿсĕмĕнчи сăвăçсене пулăшса пынă, май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ 1940 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче кăларнă Указра С.В. Элкере Чăваш халăх поэчĕ ятне йанă. [Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Çемен Элкер]
Ытти материалсем:
Ку пая хальлĕхе çырса пĕтереймен. Пулăшас тетĕр пулсан “Пулăшас” çине кликать тăвăр.