Тинĕсре тупнă çĕрĕ

Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11


Георгий Краснов

Тинĕсре тупнă çĕрĕ

Приключениллĕ повесть

1

197… çулхи сивĕ хĕл иртсе кайсан Мускав радиостанцийĕн çуркуннехи пĕр хыпарĕ пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе ячĕ. Каярахпа Наукăсен академийĕ совет корреспонденчĕсемпе ют çĕршывсен журналисчĕсем валли ятарласах пресс-конференци ирттерчĕ. Виталий Синичкин биофилологпа унăн çывăх тусĕсен — дельфинсен — сăн ÿкерчĕкĕсене пичетлесе кăларчĕç.

— «Ученăй дельфинпа калаçать» («Советская Чувашия»).

 

«Коммунистсем пур океансене те хăйсен аллине çавăрса илме хатĕрленеççĕ. Вĕсен дельфинĕсем паян тесен паян Америка материкне хупăрласа илме хатĕр».

— «Уолл-стрит джорнэл», Нью-Йорк.

Read More »

Июнĕн 22-мĕшĕ

Паян июнĕн 22-мĕшĕ. Шăпах çак сăвă вырăнлă.

Вула Чăвашла

Александр Алка ][ Aleksantăr Alka


Сасартăк тревога янрарĕ ирпе.
Сасартăк, пĕр харăс тăрса,
Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе
Васкарăмăр аслă вăрçа.
Эпир – малтисемччĕ; çĕнме çĕкленсе
Кĕрейрĕмĕр çулăм ăшне,

View original post 197 more words

Ылтăн вăчăра

Леонид Агаков

Ылтăн вăчăра

I

«Ялти 198 çынран 15 çулхи арçын ача çеç çăлăннă…»
— (Акт)

…Ял парăнмарĕ. Нимĕç фашисчĕсем кĕнĕрен вара çулталăк та ытла иртрĕ, вĕсем кашни кашни сехетре тенĕ пекех хăрушă та тискер ĕçсем турĕç, темĕн тĕрлĕ приказсем кăларса, халăха тăтăшах хăратса тăчĕç, анчах та ял пурĕпĕрех парăнмарĕ. Совет çыннисем ютран килнĕ кăвак симĕс шинеллĕ хурахсенчем хăраса ÿкмерĕç, вĕсен умĕнче пуçĕсене таймарĕç, темĕнле хĕн-хур тÿсмелле пулсан та, ирĕклĕх сывлăшĕ вĕсен кăкрисенчен тухса сирĕлмерĕ, тăшмана нихçан та парăнас çук кăмăлĕ пĕтсе лармарĕ.

Ĕнтĕ темиçе хутчен те яла карательсен отрячĕсем пыра-пыра çаратса тухрĕç. Кашни пымассеренех кама та пулин е вĕлерсе, е ним пĕлми пуличчен хĕнесе хăварчĕç, е тытса кайрĕç. Тытса кайнисенчен пĕри те каялла таврăнмарĕ,— чылай вăхăт иртсен тин вара вĕсене хулари тĕрме хыçĕнче персе пăрахни е çыннисем асапне тÿсеймесĕр вилни çинчен хыпар килсе çитрĕ.Read More »

Мĕн тери аслă яту Санăн!

Иов Кĕнеки

Николай Кушманов Библи тăрăх чăвашла сăвăласа куçарнă хайлав. “Чун кĕнеки” ярăмран, 2-мĕш томран.


Николай Кушманов

Умĕн Калани

Тĕнче литературинче Библири «Иов кенеки» уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Вăл «Авалхи Саккунсен Халалĕнчи» Есфир кĕнекипе «Мухтав Юррисен кĕнеки» (Псалтирь) хушшинче вырнаçнă. Асăннă кĕнеке авторĕ пирки тĕрлĕрен калаççĕ. Пĕрисем ăна Иов ятлă пуян, теприсем Моисей пророк, виççĕмĕшсем Соломон е тата Ездра, Нееми, Малахи пророксем пурăннă вăхăтра паллă мар писатель çырнă теççĕ.Read More »

Тăхăр Ял

Григорий Тимофеев


Тăхăр Ял

Сĕве тăршшĕсем

Пирĕн Элшелсем хăйсене «тăхăр ял çыннисем» тесе хисеплеççĕ. Ĕлĕксенче, ку енчи чăвашсем Утиле ĕçлесе пурăннă чухне, кунти тĕнче пĕрре те хальхи пек пулман. Пÿркелĕнче Утилĕн «Приказ» пурччĕ, тет. Пĕтĕм çак таврари ялсем, Тинкеш-Рункă таврашĕ те, приказа çав Пÿркелне çÿретчĕç, тет. Çав вăхăтсенче Элшелсем, Таккаварсем, Раккассисем, Мертлĕсем, Киштексем, Пимĕрселсем, Пÿркелсем, Хирти Кушкăсем, Чăваш Саркамăшĕсем пĕрле пĕр хирте ĕç пуçласа, ĕç ĕçлесе, пĕрле ĕç пĕтеретчĕç, тет. Вĕсенĕн ана-çарансем Read More »

Константинопольри чăвашсем

Димитрий Архипов


Кĕскетсе тÿрлетнĕ вариант. Оригиналне те çитес вăхăтра туса çитерĕпĕр.

Константинопольри чăвашсем

Çу уйăхĕн юлашки кунĕсенче эпĕ килтен тухрăм. Килтен тухсан виç-тăват кунта чукун çулпа Одессăна çитрĕм. Константинополе каякан пăрахута кĕтсе пирĕн Одессăра пăртак пурăнмалла пулчĕ: унта эпир, Иерусалима каякансем, пайтахăн пултăмăр. Кĕтнĕ пăрахут пирĕн килчĕ. Вара эпир çу уйăхĕн 31-мĕш кунĕнче ирхине çав пăрахут çине лартăмăр та талăк çурăран, çĕртме уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче каçпа Константинополе çитрĕмĕр. Унта эпир Иерусалима каякансем, Пантелеймон монастыре ячĕпе тунă монахсем пурăнакан çурта кĕтĕмĕр.

Тепĕр кунĕ ирхине çав Пантелеймон монастырĕ çуртĕнче пурăнакан пĕр монах пире, кĕлле каякансене, мĕн паха, çав вырăнсене кăтартма хулана йĕртсе кайрĕ: монастырьсене, Христос тĕнĕшĕн асапланса вилнĕ çынсене пытарнă вырăнсене те кăтартма илсе кайрĕ.Read More »

Кулаçа Тăранитђен Çитерни

Иван Юркин


Кулаçа Тăранитђен Çитерни.

Sijen1• Самосуд

• Упăшкипе арăмĕ пĕр кăмăллă пулманни

Тутар ађисемпе кулаç çиме пит йуратнă. Кулаç илме укçа çук пирки, тытăннă кĕсем: —ăçтан кăна укçа тупарши? тесе, шуxăшлама. Xайxисем шуxăшласан, шуxăшласан, ниçтан укçа тупаймасан, тытăннă çын йапалисене вăрласа, вĕсене сутса, укçа тунă. Унтата шуxăшлаççĕ: — мĕнле кăна йапаласем вăрлама тытăнарши? тесе. Тутарăн пĕр ађи калат:

— Ат̌ăр, çынсем пек, лашсем вăрласа, вĕсене сутса, укçа тăвар? тет.

— Ађам, тет ашшĕ те ăна xирĕç, лашсем варласси вăл пит xĕн ĕç: Вăрлассинђен питреx тата, вăрласа туxнă лашсене ăсатассипе сутасси пит xĕн, тет.

— Атте, мĕшĕн xĕн пултăр? Вăрласа туxсан, xаллапри пек, утланăпăрта пĕр йенелле тарăпăр! тет ађи.

— Мĕнтен xĕн пуласси, ађам, çын лашине вăрласа туxма малтан çын килне-çуртне кĕрес пулат, унтан каллеx витисене. Çĕрле пурнете вĕсене çăраççисемпе питĕрсе xураççĕ. Кĕрес тесен, пурнете вĕсене çĕмĕрсе кĕрес пулат. Çав питĕрсе xунă çăраççисене çĕмĕрме тытăнсан, xуçисем ăнсăртран илтме те пултараççĕ.Read More »