Свящ. Н. Кузьминъ
Пуш 25-мĕшĕ
Йуратнă тăванăмсем! Акă есир пайан çак таса ђиркĕве пухăнтăр. Çуртасем лартатăр. Турра кĕл-тăватăр. Кашни сиртен хăйне мĕн кирлине Турăран ыйтат̌.
Анђах есир мĕне асăнса çакăнта пухăнтăр-ши? Мĕн пирки пулнă праçнике асăнатăр-пш? Епĕ калăттăм: епир пайан Турă Амăшне ырă хыпар каланине асăнатпăр, çавăнпа епир çакăнта ђиркÿ тулли пухăнтăмăр, тейĕттĕм. Анђах çак праçнике манпа пĕрле, ман пек калакан çукпа пĕрех. Есир ăна пур те „çуна праçник“, тетĕр. Пĕлменни пĕлменнине калат̌; пĕлекен: çынсем пур те çапла каланăран, „çуна праçник“, тет. Çавăнпа манăн есир çакăнта пухăннине курсан савăнас килет. Есир мĕне асăнса, мĕн пирки пухăннине шухăшласан, хуйхăрас килет: ирĕксĕр, ах, хăçан кăсем йĕркене кĕрсе çитĕç-ши? тийес килет.
Шухăшласа пăхар-ха, тăвансем! Есир çак праçнике „çуна праçник“, тетĕр. Апла пулсан, есир çунана асăнма кунта пухăннă. Çунана асăнса çуртасем çутатăр, ăна асăнса кĕл-тăватăр. Анђах çунана аплах асăнма мĕн тунă вара вăл сире? Мĕн пирки вара ăна ђиркĕве пухăнсах асăнмалла? Темĕн ђухлĕ шухăшласан та, тепле пĕлес тесе тăрăшсан та, епĕ хам нађар ăсăмпа çунана праçник тусах хисеплеме кирлине пĕлместĕп?
Пĕр çакна анђах пĕлетĕп: пайанхи аслă праçнике, çулталăкра пĕрре анђах пулакан куна, çуна праçник тени темĕн пек çылăх. Ăна çуна пăрахăç пулнă йĕркепе танаштарни çын каласа пĕлтерейми таран çылăх.
Пайан, йуратнă тăванăмсем, пĕлĕт алăкĕ уçăлнă. Пайан пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ. Пайан çÿлтен Таса Хĕр патне Гавріил архангел аннă. Пайан Христос Туррăмăр çĕр çине килсе Хĕр ăшне вырăнаçнă. Çавăнпа ђиркÿ йурри ăна: çăлăнăç пуçламăшĕ кун, тет, тата çĕр çинђисем çÿлтисемпе хутшăннă кун, тет. Пайан Адам ĕлĕкхи хурлăхĕнђен хăтăлнăшăн савăннă. Ева ирĕке тухнăшăн хĕпĕртенĕ. Тамăкрисем пур те рай алăкĕ уçăлнăшăн хавасланнă .
Çавăнпа çав тĕрлĕ пысăк куна çуна праçник теме нийепле те ђĕлхе çавăрăнас çук. Тĕнђе пуçланнăранпа темиçе пин çул, темиçе пин çын кĕтсе тăнă куна çуна праçник çумне кайса çыпăçтарнине нийепле ăс та йышăнас çук.
Йуратнă тăванăмсем! Ђунтан сире тархаслатăп: пĕлĕт çинђи йапалана çĕр çинђи йапалапа ан танаштарăрах! Туррăн ăспа ăнласа илме çук ĕçне алăпа тунă йапалапа ан хутăштарăрах! Тасаран Таса Хĕре, хамăра Çăлакана, çĕр çине килнĕ Христос Туррăмăра тĕрлĕ çĕрте йăваланса çÿрекен çуна патне кайса ан хурăрах! Апла калама Турăран хăрăр! Пĕлекен çынсенђен вăтанăр! Хăвăр ытла пит сахал пĕлнине çынна ан кăтартăр! Пайанхи праçнике „Турă Амăшне ырă хыпар калани“, теççĕ. Амин.