Свящ. Н. Кузьминъ
Пуш 25-мĕшĕ
Йуратнă тăванăмсем! Акă есир пайан çак таса ђиркĕве пухăнтăр. Çуртасем лартатăр. Турра кĕл-тăватăр. Кашни сиртен хăйне мĕн кирлине Турăран ыйтат̌.
Анђах есир мĕне асăнса çакăнта пухăнтăр-ши? Мĕн пирки пулнă праçнике асăнатăр-пш? Епĕ калăттăм: епир пайан Турă Амăшне ырă хыпар каланине асăнатпăр, çавăнпа епир çакăнта ђиркÿ тулли пухăнтăмăр, тейĕттĕм. Анђах çак праçнике манпа пĕрле, ман пек калакан çукпа пĕрех. Есир ăна пур те „çуна праçник“, тетĕр. Пĕлменни пĕлменнине калат̌; пĕлекен: çынсем пур те çапла каланăран, „çуна праçник“, тет. Çавăнпа манăн есир çакăнта пухăннине курсан савăнас килет. Есир мĕне асăнса, мĕн пирки пухăннине шухăшласан, хуйхăрас килет: ирĕксĕр, ах, хăçан кăсем йĕркене кĕрсе çитĕç-ши? тийес килет.Малаллине вулас