
Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→
Кушлавăш мăнастирĕ çинчен
Етĕрне уесĕнче Кушлавăш ятлă чиркÿлле ял пур. Çав ялтан инçех те мар сăрт çинче, вăрман хĕрринче аякранах хĕвеллĕ кун хăйĕн хĕресĕсене йăлтăртаттарса-çутатса Кушлавă ятлă мăнастир ларать. Çулла пулсан та çав мăнастире таçтан-таçтан йĕри тавра чăваш халăхĕ пуçтарăнать. Уй чухне вара пÿртсенче шăнăçайманнипе çынсем урамра та çывăраççĕ. Кăнтăрла кĕлĕрен тухса каннă вăхăтра картиш варринче тата Кушлавăш шывĕ хĕрринче курăк çинче хĕрарăмсем хур ушкăнĕсем пек шап-шур курăнса ушкăнĕ-ушкăнĕпе лараççĕ.
Çав Питрав вăхăтĕнче тата ытти типĕсĕнче унта мĕн чухлĕ халăх пырса каймасть пулĕ, вĕсем çав мăнастире мĕн чухлĕ укçа хăвармаççĕ! Çавăнпа, чăваш çыннисем (турра пуç çапма мăнастире çÿрекенсем) укçа нумай панипе те çав Кушлавăш мăнастирĕ çав тери хăвăрт пулса кайрĕ! Вара вал мăнастире пуçласа яни нумай пулать-и? Нумаях та пулмасть, пĕр вăтăр çула яхăн анчах. Çав кĕске вăхăтра халапри пек нимскер те çук çĕртен уçланкă сăрт хĕрринче, халĕ илемлĕ, чаплă çуртсем лараççĕ. Ик хутлă чул çуртсем, пысăк чул чиркÿ туса лартрĕç. Темиçе çĕр манашкă хĕр пурăнать. Çулла пулсан çав илемлĕ мăнастирĕн сад пахчинче тем чухлĕ çимĕçсем тăваççĕ! Эп хам çав мăнастире кайса курманни пĕрвунă çул ытлашшипех пуль! Ун чухнех вăл пуянччĕ, чаплăччĕ! Халĕ тата ытларах вăйлăланса кайнă теççĕ! Эп пырса курнă чухнехинчен халь темиçе хут ытларах пысăкланнă, пайланнă теççĕ! Тата çитменнине нумай пулмасть Кушлавăш мăнастирĕ панчен чукун çул иртсе каймалла тунă, çавăн пирки вăл пушшех пуйса кайма пуçланă. Унтан чукун çулĕ май нумай çын çÿрет. Манашкăсем кулач (шур çăкăр) пĕçерсе сутнипе тата чейсем ĕçтернипе мăнастиршĕн питĕ нумай укçа тупаççĕ. Çав укçасем пурте кам çине каяççĕ-ши тата вĕсене ĕçлесе тупакансем камсем-ши? Çав укçана ĕçлесе тупакан хĕрсем пурте тенĕ пек чăваш хĕрĕсем! Вĕсене çĕрĕ-çĕрĕпе ырми-канми асаплантарса ĕçлеттереççĕ! Эп çавна пит лайăх пĕлетĕп! Тата эпĕ чăваш манашкисем асапланса ĕçленĕ вăхăтрах вырăс манашкисем ĕçсĕр пурăннине те, чăваш хĕрĕсенчен мăшкăлласа кулнине те пит аванах пĕлетĕп! Çапла мăшкăлласа кулни, чăваш хĕрĕсенчен йĕкĕлтетни камран тухса тăнине пĕлме те йывăр мар. Пирĕн чăвашсем «Кĕтÿç мĕнле, сурăхсем çавăн пек» тесе каланă тăрăх шухăшласан ак мĕне пĕлме пулать. Çав Кушлавăш мăнастырĕнче пуçлăх вырăс хĕрĕ, тата чăваша юратманскер. Çавăн пекех пачăшки те унти пĕри Красновĕ чăвашсене курайман япала… Çавăнпа унти пуçлăхсем çакăн пек пулсан чăваш хĕрĕсене асаплантарнинчен, вĕсенчен йĕрĕнсе тăнинчен ним чухлĕ те тĕлĕнмелле мар. Чăвашран куласси вăл шухăшла пĕлмен вырăсшăн ним те мар. «Асаплан, çун, ĕçле!» ак мĕнле сăмахсем калама пултарнă çаван пек таса мар шухăшлă çынсем! Вĕсем нихçан та чăваш чунне те пĕлмен… Вĕсен шухăшĕпе чăваш çиме пĕлет, унтан ĕçлеме пĕлет тата хăрама пĕлет – ак мĕнле шухăшланă пирĕн çинчен çавăн пек çынсем, халĕ те вĕсем çаплах шухăшлаççĕ… Халех эпир вăранмасан, хамăршăн хамăр тăрăшмасан, пирĕн çинчен вĕсем малашне те çаплах шухăшлĕç, пире хăйсен таса мар урисемпе таптаса тăрĕç, мăшкăлĕç. Чăваш çыннисем, хĕрĕсем, арăмĕсем, ваттисем, çамрăккисем! Вăранăр: сирĕн вăранма вăхăт çитрĕ!
Каçарăр мана, юратнă чăвашсем! Эпĕ сире Кушлавăш мăнастирĕ çинчен çырма тытăннăччĕ, таçта çырнă çĕртен пăрăнтăм, унти пурнăç çинчен калама тытăнтăм. Эпĕ чăваш хĕрĕсенчен вырăс хĕрĕсем кулни çинчен калама пуçланăччĕ. Халь çавăн çинчен пĕтерсех каласа парам…
Чăваш хĕрĕсем Кушлавăш мăнастирĕнче пуринчен нумай, пĕтĕмпех чăваш хĕрĕсем темелле… Анчах вĕсем нумай пулсан та унта пуçлăх пулса тăраканни вырăс хĕрĕ. Вырăс хĕрĕ пуçлăх пулни те ытлашши пысăках мар, анчах хĕрĕсене ăраснах хĕсĕрлесе усрани пĕртте аван мар! Вĕсем вăйĕпе, асапланса ĕçленипе мăнастир пуйрĕ те халĕ çав мăнастиртен чăваш хĕрĕсене хăваласа кăлараççĕ те, тата ним айăпсăрах хăвалаççĕ тет… Нумайăшĕ çав хĕрсенчен чылай пурлăхпа пынисем те пур. Тата вăл та тепĕр енчен хурлăхах мар, пуринчен нумай ĕçлемесĕр, асапланмасăр ырлăха кĕрсе ÿкнĕ вырăс хĕрĕсем асапланса мăнастир пурлăхне, вăйне пысăка антаракан чăваш хĕрĕсене хăваласа кăларни юрăхсăр япала! Çапла чăваш хĕрĕсене хăвалани халĕ, мăнастир пуйса çитсен ăраснах палăра пуçларĕ! Халĕ пуйса çитнĕ Мăнастирте пурăнма пит аван! Халĕ чăваш хĕрĕсем мăнтăрланса, шыçмакланса кайнă «игумения аннесене» кирлĕ мар! Вăл ĕмĕрех çавăн пек çав! Пĕри ĕçле, тепри ырлăх кур, тепри куççуль тăк, тепри савăнса тăр! Çук, Христос пире апла вĕретсе хăварман! Вăл мĕскĕнсене, йăвашшисене шеллеме хушнă, вĕсенчен мăшкăлама хушман!… Чăваш çыннисем! Малашне апла мар! Кушлавăш мăнастирĕ чăвашсем хушшинче, вăл пĕтĕмпех чăваш укçине, чăваш хĕрĕсем асапланса ĕçленипе пулса тăнă мăнастир! Çавăнпа унта хĕрĕсем ырă курса пурăнмалла мар: вăл вырăн чăвашран, чăваш хĕрĕсенчен мăшкăлласа кулса пурăнмалли вырăн пулмалла мар! Ăна мăнастир тесе ахаль каламаççĕ, вăл таса вырăн! Чăваш тăрăшнипе пулса тăнă мăнастир чăваш халăхнех пултăр! Унта чăвашла кĕл туса, чăвашла юрласа чăвашсен чĕрисене савăнтармалли вырăн пулмалла. Чăваш хĕрĕсем куççуль тăкмалла вырăн пулмалла мар. Çав мăнастир укçине чăваш хĕрĕсене вĕренмелле шкулсем уçас пулать! Малашне унти пурнăçа йăлтах урăхлатса ямалла! Чăваш çыннисем! Ан манăр эпĕ каланисене! Çав мăнастир çине хăвăр вăйпа туса лартнă мăнастир тесе пăхăр! Çав манастир чиркÿвĕн хĕрĕсем малашне çĕнĕ çутăпа çутăлччăр, унтан сирĕн валли чунтан савăнтаракан Турă юррисем чăвашла чĕлхепе илтĕнччĕр!
А. Милли.
Хыпар, 1917. Çу уйăхĕн 12-мĕш кунĕ. 3 №.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ