Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ


Нарăсăн 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи праçнике Турра хирĕç тухса илнĕ праçник теççĕ. Çавăнпа евангеліе те ун çинђенех вуларăмăр.

Моисей законĕ тăрăх, Ветхій Завѣтра, ађа çуратнă хĕр-арăм ывăл пулсан, хĕрĕх кунђђен, хĕр ађа пулсан, сакăр-вун кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве те çÿреме йураман, нийепле таса йапалана та перĕнме йураман. Хĕрĕх кун иртсен, вăл ђиркĕве пырса тасатакан парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăм парнене пĕр-çулхи путек, тата икĕ çамрăк кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа илсе пынă. Ђухăнтарах хĕр-арăм йе икĕ кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа анђах илсе пынă. (Лев. 12, 1—8). Малтан çуралнă ађа пулсан, ăна Турра асăннă, мĕншĕн тесен Турă кĕнеки çинђе: малтан çуралнă кирек хăш ађана та, ывăл пулсан ăна Турра асăнма хушнă, урăхларах каласан, Турра пама хушнă. Çав йăлана еврейсене египет çыннисен аслă ывăлĕсене, выљăхсене вĕлерсе çÿрекен Турă ангелĕ еврей çыннисен аслă ывăлĕсене, выљăх-ђĕрлĕхсене вĕлермесĕр иртсе кайнине асăнса тумалла тунă. (Исх. 13, 12—16). Еврейсен Турра асăннă аслă ывăлĕсем скиніяра Турра пăхăнса, Турă ĕçне туса тăма священниксем суйласан (Чис. 3, 12; 8, 16—18) ытти çынсен аслă ывăлĕсемшĕн пилĕк сикел кĕмĕл пухнă (Исх. 34, 20). Çав закон тăрăх Іисус, Христоса та вăл Çурални 40 кун иртсен Іосифпа Марія ђиркĕве Турă умне илсе пынă. Турă Амăшĕ ађа çуратнипе таса мар пулса мар ђиркĕве тасалма пырат̌, мĕншĕн тесен Вăл Христоса арсăр çуратнă, Вăл ђиркĕве пырса пире Турă законне тума, Турă ирĕкне туса пыма вĕрентет. Турра парнене кÿме, хăй ђухăн пирки, икĕ кăвакарђăн анђах илсе пырат̌.

Çав вăхăтра Іерусалимре пĕр сăваплă таса пурăнăçлă Симеон йатлă çын пурăннă; вăл та Израил халăхĕ савăнассине кĕтсе тăнă. Симеон йепле ĕçпе, кам пулнине каламаст̌. Ђиркĕве илсе пынă ађана, Іисус Христоса, хăй аллине тытнă пирки, ăна священник, теççĕ. Вăл Іисус Христоса Турра асăннă йĕркене тума аллине тытнă, теççĕ. Тата хăшĕ: вăл священниксен пуçлăхĕ пулнă, Турă кĕнекисене еврей ђĕлхинђен грек ђĕлхине куçаракан 70 çынтан пĕри, теççĕ. Вăл 300 çул пурăннă, теççĕ. Анђах евангеліе ăна-кăна каламаст̌, вăл таса, тÿрĕ çын пулнине анђах калат̌. Вăл тÿрĕ, таса çын пулнăскер, Турă кĕнекисем те нумай вуланă пулĕ. Пророксем Іисус Христос çинђен мĕн-мĕн çырнине те пĕлсе тăнă пулĕ. Çавăнпа вăл Турра ĕненекен çын пулса, пророксем каланине ĕненсе тăрса, тĕнђене Çăлакан килессине кĕтсе пурăннă.

Святой Сывлăш ĕлĕкех каланă: есĕ Турă Христосне курмасăр вилĕм курмăн, тенĕ. Симеон Ветхій Завѣтри ытти тÿрĕ, таса çынсем пек Турă пама пулни килетех тесе, ĕненсе вилесшĕн пулнă. Анђах Турă Сывлăшĕ унăн ырă пурăнăçне кура Христоса Хăйне курмасăр вилĕм курмăн, тенĕ. Симеона еврей ђĕлхинђен грек ђĕлхине Турă кĕнекисене куçаракан 70 çынтан пĕри тийекенсем акă мĕн калаççĕ: Симеон кĕнеке куçарнă ђухне Исаія пророк каланă сăмахсем патне çитнĕ. Унта каланă: акă хĕр йывăр çын пулса, Ывăл ађа çуратĕ, Ăна Еммануил йатлă хурĕç, тенĕ. (Ис. 7, 14). Çак сăмахсене куçарас умĕн, Симеон ку йепле капла хĕр арсăр ађа çуратĕ, тесе хуратса пăрахасшăн пулнă, теççĕ. Турă ангелĕ курăнса ăна ђарса каланă: есĕ çав сăмахсем ђăна калиђђен вилмĕн тенĕ, теççĕ. Вара вăл Христос килессине кĕтсе пурăннă, теççĕ.

Çав Іосифпа Марія Іисус Христоса ђиркĕве илсе пынă вăхăтра, Вăл та Сывлăш пĕлтернĕ тăрăх, ђиркĕве пынă; Іосифпа Марія, закон хушнă йăлана тăвас тесе, Іисус Ађана ђиркĕве илсе пырсан, Симеон Ăна хăй алли çине илнĕ те Турра мухтаса каланă: ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн ђуруна, Ху каланă пек, лăплантарса йаратăн: Есĕ пур халăхсенĕн куçĕ умĕнђе хатĕрленĕ çăлăнăçа, суйа тĕнлисене çутатас Çутта, Хăвăн Израил халăхийĕн мухтавне манăн куçăмсем курђĕç ĕнтĕ, тенĕ. Тахăçантанпа, темĕн пек кĕтсе тăнă Çăлакана курсан, Симеон савăннипе урăх пурăнасшăн та мар; мĕншĕн тесен унăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕђĕ çитнĕ, шанђăкĕ ахаљ çухалман. Канăçланса кайса, хăйĕн леш тĕнђери пурăнăçне килнĕ Христоса ĕненсе аванлатассине ĕмĕтленсе савăнса вилет. Унăн куçĕсем пĕтĕм етемсене Çăлакана, іудейсен, суйа тĕнлĕ халăхсен Çуттине, Израилĕн мухтавне курнă. Çавăнпа вăл савăнса вилет.

Симеон çапла каланинђен Іосифпа Ађан Амăшĕ тĕлĕннĕ. Вĕсем Симеонран çĕнĕ, халиђђен пĕлмен сăмахсем илтрĕмĕр тесе мар тĕлĕннĕ, мĕншĕн тесен Ывăлĕ кам пулнине вĕсем тахăçанах пĕлнĕ. Турă вĕсен Ывăлĕ çинђен нумай çынна пĕлтернинђен тĕлĕннĕ.

Симеон вĕсене пиллесе Унăн Амăшне Маріяна каланă: ак çакă выртакан пирки Израил хушшинђе ÿкекен те, тăракан та нумай пулĕ, Вăл тавлаштаракан йапала вырăнне пулĕ; Сана Хăна та ђĕрÿ витĕр хĕç касса тухĕ, çапла нумайĕшин ђĕрисенђи шухăшĕсем уçăлĕç, тенĕ.

Ÿкекенсем—Ăна ĕненмесĕр пĕтекенсем, тăракансем— Ăна ĕненсе çÿлти патшалăха кĕрекенсем. Вăл тавлаштаракан йапала вырăнне пулĕ, хăшĕ Ун çинђен—ырă, тийĕç, хăшĕ: çук, Вăл халăха илĕртет, тийĕç. Хăшĕ: ку Христос, тийĕç; хăшĕ: Галилеяран Христос килет-и вара? тийĕç. Тата хăшĕ: Христос килсен, йепле ку тунă хăватсенђен те ытларах хăватсем тăвĕ? тийĕç (Іоан. 7, 31); хăшĕ: усалсене Вăл усалсенĕн пуçлăхĕ веельзевул хăвађĕпе хăваласа кăларат̌, тийĕç (Мѳ. 12, 24). Халĕ те Іисус Христос çинђен йаланах тавлашу тухат̌. Симеон каланисем пур те вырăна килнĕ. Вăл Таса Хĕр Маріяна каланă: Сана Хăна та ђĕрÿ витĕр хĕç касса тухĕ, тенĕ. Ĕнтĕ, шухăшласан, Таса Хĕр Маріянăн Іисус Христоса çуратнине савăнса анђах тăмалла, пурăнăçа пĕр хуйхăсăр ирттермелле. Ђăнахах, пурне те Çăлакана, пурне те ђĕрĕлĕх Паракана çуратма тивĕçлĕ пулнăран йепле савăнас мар унăн? Анђах ватă Симеон ăна савăнăç каламаст̌, санăн ђĕрÿне хуйхă хĕç пек касса тухĕ, тет. Ђăнахах: Іисус Христоса пăталанă ђух тăхăнтарнă йĕплĕ хулă кăшăлĕ, Ăна пăталанă пăтисем, Ăна айаккинђен ђикнĕ сăнă, Унăн суранĕсем, Вăл асапланнă ђух ђăтаймасăр сасăпа ђĕнни, вилес умĕнхи йулашки хут пăхса йулни пур те Турă Амăшин ђĕрине хĕç пек касса тухнă.

Ђиркÿре тата Асир ăрăвĕнђен тухнă Фануил хĕрĕ, Анна йатлă, пит ватă хĕр-арăм пророк пулнă; вăл кађђа кайсан, упăшкипе çиђĕ çул арăм пулса пурăннă; çав сакăрвун тăватă çулхи тăлăх карђăк ђиркÿрен пĕр каймасăр, типĕ тытса, кунĕн-çĕрĕн Турра кĕл-туса пурăннă. Моисей законĕпе еврей хĕрĕсем вун тăватă çулта кађђа кайнă. Вăл упăшкипе çиђĕ çул пурăннă. Упăшкинђен çирĕм пĕрте йулса сакăр вун тăватă çул ђиркÿре ĕçлесе, Турра кĕл-туса, типĕ тытса пурăннă. Утмăл виç çул Туррăн ђиркÿне ĕçлесе пурăннă. Унăн таса пурăнăçне курса Турă ăна ахаљ хăварман: вăл Іисус Христоса курма тивĕçлĕ пулнă. Çав вăхăтра вăл та, пырса тăнă та, Турра  мухтаса, Іерусалимре çăлăнасса кĕтсе тăракансене пурне те Ун çинђен каланă. Іосифпа Марія Турă законĕ тăрăх пурне те туса пĕтерсен, Галилеяна хăйсен хулине Назарета тавăрăннă.

Йуратнă тăванăмсем! Çак халĕ каланинђен хамăр ђуна усăллă вĕренÿ илер. Таса Хĕр Турă Амăшĕ пулсан та Турă законне тытса тăнă; епир те Турă законне тытса тăма тăрăшар. Турă Амăшĕ Іерусалим ђиркÿне вăй çитнĕ таран парне илсе пынă пек, епир те ђиркĕве парне пама манăр мар. Турă илсе пынă йапала хакĕ çине мар, йепле кăмăлпа илсе пынине, йепле кăмăлпа панине пăхат̌.

Ватă Симеон пек таса пурăнăçлă, тÿрĕ пулма тăрăшар. Вăл хăй таса пурăнăçне кура Христоса хăй алли çине илме тивĕçлĕ пулнă. Анђах епир хамăр пурăнăçăмăра шухăшласан, пирĕн пурăнăç Симеон пурăнăçĕ патне çывăха та пырайман. Çавăнпа пирĕн пурăнăçра канăçлăх çук, çавăнпа пирĕн пурăнăçра пĕр пĕрне йурату çук. Тăванăмсем! Кашни ĕçре, кашни шухăшра Турра хамăр ăшăмăрта тытма тăрăшар. Турă пиртен пĕр минута та ан уйăрăлтăр. Ĕçсе çинĕ ђухне те пирĕнпе пĕрлех пултăр. Çапла Турра хамăр ăшăмăрта тытса тăрсан, Вăл пире усал тума памĕ. Йаланах ырă туса пырсан, епир те ватă Симеон пек Христоса курма тивĕçлĕ пулăпăр, Вăл пирĕн хушшăмăрта пулĕ. Вилес тăвас пулсан та вара Христоспа вилме çăмăл. Ватă Симеон пек епир те: ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн ђуруна канăçлантарса йаратăн…, тесе вилĕпĕр.

Хĕр-арăм тăвансем! Есир Анна Хĕр-арăм пророкран хăвăра вĕренÿ илĕр. Вăл утмăл тăватă çул Туррăн ђиркĕвĕнђе ĕçлесе пурăннă. Çавăнпа Турра йуранă. Турă ђиркĕвĕнђе халĕ те сирĕн валли ĕç пур: есир тунă ал ĕç халĕ те Туррăн ђиркĕвне пулăшма пултарат̌. Унтан тата Анна пророк пек ђиркĕве çÿреме вĕренĕр. Амин.

Sijen0, 1913, Николай Никольский, tp400, Николай Кузьмин, Срѣтеніе Господне, Сретение Господне, Presentation

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.