Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Михаилъ Даниловъ


Чÿк 21-мĕшĕ

Таса Хĕр Марія виçĕ çула çитсессĕн, унăн таса пурăнăçлă ашшĕпе амăшĕ, Іоакимпе Анна, хăйсен хурăнташĕсемпе пĕрле Ăна Іерусалимри ђиркĕве илсе пынă, Священниксен пуçлăхĕ Захарія Таса Хĕре хирĕç тухса илсе ђиркÿри ђи тасаран таса пÿлĕме илсе кĕнĕ. Çав пÿлеме архіерейе хăйне те çулталăка пĕр хут анђах кĕме йуранă. Вăл таса Хĕре унта Святой Сывлăш пĕлтернипе илсе кĕнĕ. Çавăнтан вара ашшĕсем Маріяна ђиркÿре йаланах пурăнма хăварнă. Унта Таса Хĕр Турă çинђен шухăшласа, Турра кĕл-туса, йе Турă кĕнекисене вуласа, йе алă ĕçсем туса 11 çул пурăнса ирттернĕ.

Ей тăвансем! пире çак праçник мĕне вĕрентет? Іоакимпе Анна хăйсен пĕртен пĕр хĕрне Турра панă. Пирĕн те хамăр ађа-пăђана Турă патшалăхне тивĕçлĕ пулмалла пăхса ÿстерме тăрăшас пулат̌. Анђах епир хамăр пурăнăçăмăрта ађа-пăђа çинђен мансах пурăнатпăр; аса килсен те тĕрлĕ ултавран, пăсăкран сирме тăрăшмастпăр Йывăç çамрăкла ăçталла кукăрăлса ÿсет, пысăклансан та, çавăнталлах кукăр пулат̌. Çавăнпа ађа-пăђана мĕн пĕђĕкренпех сыхă пăхса ÿстерес пулат̌. Амăшĕ варĕнђе ђухнех амăшĕ лăпкă, вăрçмасăр, çиленмесĕр, Турă çинђен шухăшласа пурăнас пулат̌, мĕшĕн тесен амăшĕ кăмăлĕ ађи çине сикме пултарат̌. Çуралсан, тĕне кÿртсе, хĕрĕх кунтан ђиркĕве илсе пырас пулат̌, хутран-ситрен Турă йунне сыптарас пулат̌. Пăртак пĕле пуçласан, ађана вăрçтармасăр, ђипер йăпатса, кăмăлне çавăрса ÿстерес пулат̌. Анђах пĕђĕкренпех ађанăн усал ирĕкне ђарса тÿсĕмлĕхе хăнăхтарас пулат̌. Пĕђĕкренпех хăйĕн тăванĕсемпе çапăçасран, çиленесрен, йут çынпа çепçÿсĕр пуласран, кирлĕ мар усал сăмах калаçасран астăвас пулат̌. Хăшĕ те пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйсен ађи-пăђине хăйсем пăсаççĕ. Хăшĕ ытла пит ађашласа ÿстереççĕ; ађи мĕн ыйтнă, çавна параççĕ, тăваççĕ. Йе ытла пит хăтăрса хăратса пĕтерсе ним ĕçе йурами тăваççĕ. Хăшĕ пĕђĕк ађине йуратнипе ађи усал сăмах калаçнине, йе килти çынсене хăмсарнине, йе çапнине йури „ай ађа йĕкĕт! çап, çав аслаçуна кайса, йе çапла калат̌” тесе хăйсемех хĕтĕртеççĕ, мухтаççĕ. Тата ађи урамра кÿршĕ ађисемпе вăрçсан-тусан ашшĕ-амăшĕ харкам хăй ађине йатласа ђарас вырăнне пысăккисем хăйсем пĕр-пĕринпе вăрçă-тулашу кăларса йараççĕ, кайран сутлашма та тытăнаççĕ. Ĕçĕ ђĕрре кĕнĕçем ђĕрре кĕрсе пырат̌. Урамра-и, ĕçкĕре-и, ĕçре-и, çавăнтах пĕр пĕринпе çатăртатса вăрçса кайаççĕ. Ађи-пăђи те ашшĕ-амăшне кура пĕр-пĕринпе çамрăкранпа килĕшÿллĕ пурăнас вырăнне пĕр пĕрне йĕкĕлтесе мăшкăласа такăнтарса усал туса пурăнма хăнăхаççĕ. Нумайăшĕ урамсенђе вăйăра, йе хĕлле уллахра ађа-пăђа пĕр-пĕринђен курса тĕрлĕ усала вĕренсе пăсăлса пĕтеççĕ. Пысăкраххисем пĕђĕкреххисене илĕртсе усала вĕрентеççĕ. Пĕлетĕр-и есир, вĕсем çапла туса мĕн тĕрлĕ пысăк çылăха кĕреççĕ. Ун пеккисем çинђен пирĕн мăр Христос акă çапла каланă: „кам çак Мана ĕненекен пĕђĕкçĕсенђен пĕрне илĕртсе çылăха кÿртет, унăн мăйне арман ђулĕ çакса, тинĕс тĕпне путарсан, ăна авантарах пулĕ-ђђĕ“ (Матѳ. ХѴІІІ, 6) тенĕ.

Çавăнпа Турă çинђен, ђăн тĕн çинђен, пурăнăç, тенђери йапаласем çинђен лайăхрах пĕлмешкĕн ађа-пăђана шкула вĕренме йарас пулат̌. Таса Хĕр Марія та ђиркÿре Турă çыруне вуласа, тĕрле кирлĕ йапаласене вĕренсе пурăннă. Ађисем шкула çÿреççĕ пулсан та, ашшĕ-амăшин хăйсен лайăх астуса тăрас пулат̌. Вĕсем шкулта 5—6 сехет кăна пурăнаççĕ, ытти вăхăта урамра, йе килте ирттереççĕ. Çавăнпа урамра шухă, йе çынна сийен туса çÿресрен, килте ашкăнса ахаљ ĕçсĕр ларасран астăвас пулат̌. Килте йе вĕрентекенсем парса йанă хут ĕçĕсене тăрăшса çырђђăр, вулађђăр, йе вĕсене туса пĕтерсен пÿртре-çуртра, карта-ăшĕнђе унта-кунта пуçтармаллисене пăхђăр, ĕçлеђђĕр. Акă хăш ђухне çавăн пекки те пулат̌: ађи шкулти ĕç сăлттавĕпе килти ĕç йенĕпе йури ÿркеве хывса ĕçлемест. Ун пеккисем шкулта та нађар, килти хресђен ĕçĕ тĕлешĕнђен те çемçе пулаççĕ те, кайран, ÿссе çитсен те, унтан хăпнă, кунта çыпçăнман, пархатарсăр çынсем пулса йулаççĕ. Хăйсем карланкăпа ĕçсе-çисе, йусав тумланса, укçалла выляса, мул пĕтерме çапах йуратаççĕ.

Тăванăмсем! кашни харкам хăй ађи-пăђишĕн леш Тĕнђере сутра каласа памалла. Çавăнпа йепле те пулин ађисене ырра вĕрентсе, ĕçе хăнăхтарса, çынпа килĕшÿпе пурăнмалла, аслисене сума суса тăмалла пăхса ÿстерес пулат̌. Пĕђĕкреннех вькіђăха-ђĕрлĕхе хĕрхенме, мĕскĕнсене пулăшма, тĕрлĕ инкек-синкексене Турра та, çынна та ÿпкелемесĕр ђăтса пурăнма, ÿкĕтлесе ÿстерес пулат̌. Çапла тусан, есир ватăлмалăх кунăрта ађăрсем ĕçлĕхлĕ, телейлĕ, килĕшÿлĕ- пурăннине хăвăр куçăрпа хăвăр курса савăнмалла пулăр. Есир вилсен, вĕсем сире сума суса тирпейлесе сирĕн тăпрăр çине таптамалла пулĕç. Вĕсем сире йаланах йуратса асăнса сирĕншĕн Турра кĕл-тăвĕç. Куратăр-и ĕнтĕ? Ађа-пăђана лайăх, Турă йĕркипе пăхса ÿстерсен, сире ку Тĕнђере те, леш Тĕнђере те, пысăк ырăлăх пулĕ.

Пайан хисеплекен Таса Хĕр Марія пит Турра йурăхлă, ырă пурăнăçлă пулнипе, пире Çăлакан Христос Турă ÿтленсе çуралмалли таса савăт пулса тăнă, Ăна Херувимсенђен те аслă, Серафимсенђен те мухтавлă теççĕ. Пирĕн те, лайăх пурăнса, ађа-пăђана та ырра вĕрентсе пăхса ÿстерсе Туррăн ĕмĕрлĕх патшалăх тивĕçлĕ ĕçсем тума тăрăшас пулат̌. Аминь.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.