Свящ. Николай Кузьмин
Авăн 14-мĕшĕ
Пайăн епир, тăвансем, Христосăн хĕресне тупнине асăнса праçник тăватпăр. Çавăнпа епĕ сире хĕрес çинђен, хамăр çине хĕрес палли хурасси çинђен пĕр-ик сăмах калас тетĕп.
Ĕлĕк хĕрес çине усал çынсене, вăрă-хурахсене пăталанă. Çавăнпа ăна хисеплекен те пулман. Ăна курсанах вăл усал çынсене пăталакан йапала пулни аса килнĕ. Усал çынсене пăталамалли хатĕрĕ те çыннăн ђĕрине, кăмăлне килес çук.
Хĕрес çине Христоса пăталасан, Христос ăна Хăйĕн таса йунне тăкса тасатсан, хĕресе хисепле пуçланă. Хĕрес хăй те, хăй çине пăталакан Христос хăватне илнĕ. Вăл вилнĕ çынна ђĕртнĕ, усал-тĕселе, усалăн канашне çĕнтерекен пулнă.
Усал пире малтанхи çынсене пултарнăранпах кураймаст̌, Хăй йенне çавăрса усал ĕçсем тутарасшăн, пире Турăран уйăрасшăн. Христос хĕрес çинђе вилсе шуйттан хăватне пĕтернĕ. Ĕлĕк Адам йывăç пирки çылăх тунă пек, Христос та çынсен çылăхне хĕрес çумне пăталанă. Ĕлĕк Адам йывăç урлă çылăха кĕнĕ пек, Христос пире хĕрес урлă çылăхран çăлнă. Çавăнпа хĕрес ђапа тухнă. Çавăнпа епир ăна хисеплентĕр. Хисеплесе хамăр çинђе çакса çÿретпĕр. Тата хамăр çине йаланах хĕрес палли хуратпăр.
Хĕрес палли çынна вилĕмрен çăлат̌. Çук йапалана пур тăват̌.
Христос тĕнĕпе пурăнакан пĕр ђухăн çын пулнă. Унăн çынна парас парăмĕ пулнă. Ђухăнскер, парăмне тÿлеме пултарайман. Вара вăл нимĕн тума аптăраса хăйне хăй вĕлерме шухăш тытнă. Пĕр асамçă еврей патне кайнă та, вĕлерекен йапала илсе тавăрăннă. Киле килсен нимĕн тума аптăранă, унăн ђухăн пулсан та вилесси килмен. Çапах та вĕлерекен йапали çине хĕрес палли тунă та ĕçнĕ. Анђах вĕлерекен йапала ăна нимĕн сийен те туман. Вара вăл еврей патне кайса тата хăватлăраххине ыйтнă. Еврей ку йепле ђĕрĕ йулнинђен пĕтĕмпе тĕлĕнсе кайнă. Ăна тата хăватлăрах амал парса йанă. Ђухăн çын каллах хĕрес палли туса амалне ĕçнĕ. Амал ăна нимĕн сийен те туман. Вара ђухăн çын виççĕмĕш хут пынă та ăна: ултавçă, тесе вăрçа пуçланă. Еврей çынни вилменнинђен тĕлĕнсе анђах тăнă. Вара каланă: есĕ епĕ панă йапалана ĕçес умĕн мĕн турăн? тенĕ. Çын каланă: епĕ ĕçес умĕн нимĕнех те туман, хĕрес палли анђах турăм, тенĕ. Еврей тинех хĕрес палли хăватне пĕлнĕ. Вăл ăна лайăхрах пĕлес тесе вĕлерекен йапалине йытта панă та йытă çавăнтах вилнĕ. Вара еврейпе çын иккĕшĕ те Іоанн Богослов патне кайнă. Ăна мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă. Еврей çавăнтах тĕне кĕнĕ. Іоанн Богослов ђухăн çынна пĕр çĕклем утă илсе килме хушнă. Çав илсе пынă утă çине Іоанн Богослов хĕрес палли тунă та, çавăнтах утăран ылттăн пулса тăнă. Ылтăнне хай ђухăн çынна панă. Ђухăн çын вара парăмне тÿлесе татнă, хăй валли пурăнма та йулнă.
Хĕрес палли йашка-çимĕçе техĕмлĕ (тутлă) тăват̌.
Пĕрре Ѳеодосій Печерскій патне Изяслав княз пынă. Ѳеодосій ăна апат çиме лартнă. Изяслав çисе ларнă ђухне каланă: мĕншĕн сирĕн йашка-çăкăр техĕмлĕ пулат̌-ши? тенĕ. Ѳеодосій ăна каланă: пирĕн йашка-çăкăра нихăçан та Турра асăнмасăр, хĕрес палли тумасăр пĕçерме тытăнмаççĕ. Йашка-çăкăр пĕçерес умĕн малтан игумен патне пырса пиллĕх илеççĕ, унтан ђиркĕве кĕрсе алтарь умĕнђе виççĕ ÿксе пуççапаççĕ, вара çурта çутаççĕ. Çав çуртаран çутса йашка-çăкăр пĕçерме вут ђĕртеççĕ. Хурана шыв йанă ђухне асли пиллет, вара кĕл-туса, хĕрес палли туса хĕрес хывса ытти кирлĕ йапаласене йараççĕ. Сирĕн апат мĕн пĕçерес ђухне вăрçса, çиленсе пĕçереççĕ. Çавăнпа та пирĕн йашка-çăкăр техĕмлĕ пулат̌, сирĕн нађар пулат̌, тенĕ.
Хĕрес палли ђирлĕ çынсене сыватат̌. Евангеліе çыракан Матѳей хĕрес палли туса хăйне асаплантаракан пĕр княçе сыватнă. Пĕр Аристарх йатлă ђирлĕ çын пулнă. Филипп апостол Христос тĕнне тин йышăннă. Ир йатлă çынна çав ђирлĕ Аристарх çине хĕрес палли хума хушнă. Ир хĕрес палли хурсанах Аристархăн суранĕ типсе ларнă; алли тÿрленнĕ; суккăр куçĕ уçăлнă; хăлхисем илтекен пулнă; çын пĕтĕмпех сывалса çитнĕ.
Хĕрес палли шуйттансене çĕнтерет; вĕсене хамăр патăртан хăвалат̌.
Св. Кипріан тĕне кĕриђђен пит ђаплă асамçă пулнă. Вăл пĕр шуйттана св. Іустина хĕр патне çылăха кÿртме йанă, ăна вăл пĕр ирсĕр, усал Аглаида йатлă çынна кађђа тухма çавăрасшăн пулнă. Шуйттан Іустина патне хĕр пулса пынă та, ăна кађђа тухма тимленĕ. Св. Іустина хăй çине хĕрес палли хунă та шуйттан ун патĕнђен кайнă. Вăл калла Кипріан патне пынă. Кипріан унтан мĕншĕн есĕ çав хĕре çылăх тума çавăраймарăн? тесе ыйтнă. Вара шуйттан каланă: епĕ хĕрес паллине тÿсейместĕп, тенĕ. Кипріан шуйттан хăватне сиссе каланă: есĕ хĕрес паллинђенех хăратăн, Христос Хăй курăнас пулсан, мĕн тăвăн есĕ? Кай ман патăмран, ылханлăскер! тенĕ. Шуйттан тытнă та Кипріана мăйĕнђен пăва пуçланă. Вара Кипріан хăй çине хĕрес хывса: ей Іустин Турри, пулăш мана! тесе кăшкăрса йанă. Шуйттан çавăнтах ун патĕнђен кайнă. Вара Кипріан хăй те тĕне кĕнĕ. Кайран ырă пурăнса святойа тухнă.
Тăвансем! Хĕрес палли хăватне хăвăр та курнă пулĕ, пурăнан пурăнăçра пур те пулат̌. Халĕ каланине астуса хăвăр çине хĕрес хума ан ÿркенĕр. Ăна хăвăр çине васкамасăр. шухăша Турă çине йарса, хурăр. Хĕресе хисеплĕр. Амин.