Мария çÿл тÿпене илĕнни

Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани


Никифоръ Соленцов


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Тăвансем! Пайан епир Турă Амăшĕ вилнине асăнса праçник тăватпăр.

Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнă ђух, Вăл Хăй Амăшне Іоанн апостол çине кăтартса каланă: ку санăн Ывăлу, тенĕ. Унтан Іоанн апостола хăй Амăшĕ çине кăтартса каланă: ку санăн Аннÿ, тенĕ. Іоанн апостол вара (Іисус Христос хушнă тăрăх) Турă Амăшне хăй патне илсе кайнă. Вăл ăна хăй амăшне пăхнă пек пит ђипер, лайăх пăхса тăнă.

Іисус Христос вилсе виççĕмĕш кунне ђĕрĕлсе тăрсан, Турă Амăшĕ çĕр çинђе тата 15 çул пурăннă. Вăл Іерусалимре августăн 15-мĕш кунĕнђе вилнĕ. Вăл вилессине ăна Гавріил архангел систернĕ. Турă Амăшĕ вилес кунĕ апостолсем, Ѳомаран пуçне, пурте Іерусалиме пуçтарăннă. Вĕсене Турă харпăр хăй вĕрентнĕ çĕрĕсенђен Іерусалиме пĕлĕт çине илсе çитернĕ. Турă Амăшĕ пит лăпкă, ырă вилĕмпе вилнĕ. Унăн ђунне Іисус Христос ангелсемпе анса Хăй алли çине илнĕ. Апостолсем Унăн ÿтне ђипер тирпейлесе Геѳсиманія тийекен пахђари шăтăка пытарнă. Виç кунтан Іерусалиме Ѳома апостол та пынă. Вăл Турă Амăшĕ вилнĕ ђух пулманнишĕн хуйхăрнă. Вăл унăн ÿтне те пулин курас-ђĕ тесе ытти апостолсемпе ăна пытарнă шăтăк патне кайнă. Анђах шăтăкне уçсан, апостолсем унта Турă Амăшĕ ÿтне тупман: ăна ангелсем пĕлĕт çине илсе улăхнă. Вĕсем шăтăк патĕнђе тăнă ђух, Турă Амăшĕ курăнса вĕсене каланă: епĕ сирĕншĕн йаланах хута кĕрĕп, пĕтĕм Христоса ĕненекен халăха пулăшса тăрăп, тенĕ.

Çак çĕр çинђи пурăнăç ђас иртсе кайĕ; вăл пĕр куç хупăмĕ пек кăна туйăнĕ.

Н. Соленцовъ. Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Тăвансем! Пайанхи кун Турă Амăшĕ лăпкă, ырă вилĕмпе вилнĕ, терĕмĕр. Кирек кам та çак Тĕнђере ĕмĕрех пурăнас çук. Пур те вилĕç. Çыннăн ÿђĕ, тăпраран пулнăскер, тăпрах пулĕ. Çак çĕр çинђи пурăнăçа пире Турă вăхăтлăха кăна панă. Ку пурăнăçран пуçне, леш Тĕнђере урăх пурăнăç пур. Вăл пурăнăç ĕмĕрлĕхе. Çĕр çинђи пурăнăçран епир ĕмĕрлĕх пурăнăçа кайатпăр. Вилĕм пирĕн ђуна ÿтрен уйăрса леш тĕнђене йарат̌. Анђах çынсенĕн пуринĕн те вилĕмĕ канăçлă пулат̌-ши? Çук. Мĕншĕн апла вăл? Ак мĕншĕн. Нуммайĕшĕ пирĕн ку тĕнђери пурăнăçшăн тăрăшарах параççĕ. Вĕсем çĕр çинђе ытларах мул пухас-ђĕ, лайăхрах çийес-ђĕ, лайăхрах ĕçес-ђĕ, хитререх тумланас-ђĕ, тесе тăрăшаççĕ; çынсем хушшинђе ђаплăрах пулас-ђĕ тесе шухăшлаççĕ. Çапла ÿтшĕн тăрăшса вĕсем хуллен Туррăн заповѣдĕсене мансах кайаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ çылăх тума хытă тытăнаççĕ, ырă ĕç тăвас çинђен вĕсем асăнмаççĕ те вара. Вĕсем ку пурăнăçа пире леш тĕнђери пурăнăçа хатĕрленме панине аса илмеççĕ. Хăшĕ хăшĕ ак çапла калакансем те пур: ку Тĕнђере лайăх пурăнас-ђĕ, леш Тĕнђере хут̌ те кÿлсе çÿређђĕр, теççĕ. Çапла калани вăл пит пысăк çылăх. Çав сăмахсене калакан çынсем çĕр çинђи пурлăхпа мăнтăрланнă. Вĕсем хăйсен ÿђĕсемшĕн кăна тăрăшса Турра маннă. Ун пек çынсенĕн вилĕмĕ хăрушă пулĕ. Çак çĕр çинђи пурăнăç ђас иртсе кайĕ; вăл пĕр куç хупăмĕ пек кăна туйăнĕ. Вĕсем çĕр çинђи усал пурăннине хăйсемех курĕç; Турă умĕнђе сăмах йепле парас тесе малтанах ђĕтĕресе тăрĕç. Хăшĕ-хăшĕ тата çылăхран ÿкĕнесси çинђен, Турă хушнă пек пурăнасси çинђен ак çапла калаççĕ: халĕ пурăнасђĕ-ха, вăхăт çитсен çылăхран ÿкĕнĕпĕр, Турă хушнă пек пурăнăпăр, теççĕ. Тăвансем! Çапла калани тĕрĕс мар вăл. Епир вилĕм хăçан килессине пĕлместпĕр. Турă Хăй каланă: сыхă тăрăр, вилĕм хăш кунта, хăш сехетре килессине пĕлместĕр, тенĕ.

Тăвансем! Ăссăр, çылăхлă çынсем пек пулас мар-ђђĕ пирĕн. Лăпкă, канăçлă вилĕмпе вилме тивĕçлĕ пулас-ђĕ. Çавăнпа çак Тĕнђере ÿтрен ытларах хамăр ђуншăн тăрăшар. Ырă ĕçсем туса ђуншăн пĕлĕт çине мул хатĕрлер. Турă Амăшне пирĕн шухăшăмăрсене, мĕн пур ĕçĕмĕрсене çăлăнăç çулне йар, тесе кĕл-тăвар. Çапла вара Турă хушнă пек ырă пурăнсан, епир те, Турă Амăшĕ пек, ырă, канăçлă вилĕмпе вилĕпĕр; вилĕм пирĕншĕн рай алăкĕ уçăлни пулĕ. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.