Священник Николай Кузьминъ
Çурла 6-мĕшĕ
Пĕр вăхăтра Іисус Христос Петра, Іоанна, Іакова илсе, ту çине кĕл-тума кайнă. Кĕл-тунă ђухне Унăн сăнĕ улăшăннă, тумтирĕ шап-шурă, йăлтăртатса тăракан пулнă. Çавăнтах унпа пĕрле икĕ çын калаçса тăнă. Вĕсем Моисейпе Илія пулнă. Вĕсем унта Іисуса Іерусалимре мĕн пуласси çинђен калаçнă. Петр та, унпа пĕрле пулнисем те, ыйхăран вăраннă; вăрансан,вĕсем Іисус мухтавлă тăнине, тата Унпа пĕрле тăракан икĕ çынна курнă. Кусем Іисус патĕнђен кайнă ђух, Петр, хăй мĕн каланине пĕлмесĕр, Іисуса каланă: Вĕрентекен! пире кунта тăма аван, епир кунта виçĕ ђатăр тăвар: пĕрне Сан валли, тепĕрне Моисей валли, тата тепĕрне Илія валли, тенĕ. Вăл çавна каласа тăнă ђух: вĕсене пĕлĕт хупласа илнĕ. Пĕлĕтрен: çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр, тенĕ сасă илтĕннĕ. Христоспа Унăн вĕренекенĕсем ту çинђен аннă ђух, Іисус вĕсене каланă: Етем Ывăлĕ вилсе ђĕрĕлсе тăриђђен халĕ курнине никама та ан калăр, тенĕ.
Йуратнă тăванăмсем! Мĕн тумаллине, йепле тумаллине ађа-пăђа ашшĕ-амăшĕнђен вĕренет. Епир Туррăн ађисем пулатпăр. Çавăнпа Турра кĕл-тума Іисус Христосран вĕренер.
Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне ђас-ђасах Турра кĕл-тунă. Вăл Іордан шывĕнђе шыва кĕнĕ тух та кĕл-тунă. Хăй асапланас умĕн те, Геѳсиманія пахђинђе пит хытă кĕл-тунă. Вăл Турра кĕл-тумасăр, Ашшĕпе калаçмасăр, пурăнайман.
Çавăнпа Святойа тухнă çынсем пур те Турра кĕл-тунă. Пур те, Іисус Христос хушнă пек, пурăнса, çÿлти телейе илме тивĕçлĕ пулнă.
Çын йепле çимесĕр пурăнаймаст̌, çавăн пекех ђун та кĕлĕсĕр тăраймаст̌. Іоанн Златоуст калат̌: апат-çимĕç ÿт çимĕçĕ, кĕлĕ – ђун çимĕçĕ, тет. Ђирлĕ ђухне çыннăн апат анмаст̌, çийес килмест. Çавăн пекех кĕл-тăвас килмен çыннăн та ђунĕ ђирлĕ, тет. Кĕлĕ вăл пире усал ĕçрен ђарса тăрат̌. Кĕлĕ вăл пĕлĕт çине хăпартакан çунат. Çунатсăр кайăк вĕçеймест. Çавăн пекех çын та кĕл-тумасăр çăлăнаймаст̌. Филарет Московскій калат̌: кĕлĕ çÿле хăпарат̌ ун ђух Туррăн пиллĕхĕ çÿлтен анат̌ тет.
Тăванăмсем! Çавна астуса, пирĕн те Турра кĕл-тума ÿркенес пулмаст̌.
Анђах йепле кĕл-тумалла-ши? Ăçта кĕл-тумалла-ши? Çав йывăр ĕçе йепле пуçласа йамалла-ши? Калаççĕ: çак Тĕнђере виçĕ ĕç пит йывăр, теççĕ: Парăм парасси, атте-аннене тăрантарасси, Турра кĕл-тăвасси йывăр, теççĕ. Çав виçĕ ĕçрен пуринђен ытла Турра кĕл-тăвасси йывăртарах пулĕ. Çавăниа: Турра кĕл-тăвас килмесен те, ирĕксĕр кĕл-ту! Хăна ху хисте, Христос хĕресне асту! Христос хĕрес çинђен сан çине, хытса çитнĕ ђĕрÿ çине, йăваш куçпа пăхнине асăнта тытса тăр! Пĕрре ирĕксĕр кĕл-ту, тепĕре кĕл-ту, тата кĕл-ту, пыра-киле ђуну ђирĕнђен сывалса пырĕ, ытларах çимĕç ыйтĕ, вăл вара йуратса, хавасланса кĕл тăва пуçлат̌.
Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос ту çине улăхса кĕл-тума йуратнă. Вăл унта пĕлĕте çывăхарах тăнă. Ăна унта никам та ђаракан пулман.
Ей Христос çынни! Есĕ те кĕл-тунă ђухне пĕлĕт çывăхарах çĕре тăр. Хăна кĕл-тума никам ђарман çĕр суйласа ил. Пĕлĕт çывăхарах çĕр ăçта-ши вăл? Пĕлĕт çывăхарах пуринђен малта çĕр—çак таса ђиркÿ. Ку Туррăн çÿрђĕ. Кунта пĕлĕт хапхи. Кунта пĕлĕте çитекен пусма тăрат̌. Кунта ангелсем есĕ ыйтнине Турă патне çитереççĕ. Сана мĕн кирлине антарса параççĕ. Кунтан пĕлĕте çывăх вырăн: çын хăй суйласа илнĕ çĕр. Тÿрĕ пурăнăçлă Іоаким пушă хирте кĕл-тунă. Анна йывăç пахђинђе кĕл-тунă. Çĕр ĕçлекен çын хирте, çулта, вăрманта кĕл-тутăр. Никам ђаракан çук çĕрте, Турăпа калаçат̌.
Христос Туррăмăр çĕрле те кĕл-тунă. Çĕрлехи кĕлле Вăл пит йуратнă. Вăл йунлă тарĕ тухиђђен кĕл-туни те çĕрлех пулнă.
Есĕ хăна Христос çынни тетĕн пулсан, çĕрле те кĕлту. Турăш умне тăр. Унта йывăç çу çут. Христос пĕлĕт çинелле пăхнă пек турăшсем (иконасем) çинелле пăх. Йывăç çăвĕ санăн ђĕрÿ çемçелнине пĕлтертĕр. Вăл çунса тăни есĕ Турăшăн хыпса çуннине кăтарттăр. Вăл çутатса тăни сан ђуну çутăла пуçланине палли пултăр. Çĕрлехи çĕр сана усал ĕçсем сырса илнине кăтартса тăрĕ. Кĕл-ту, пуççап! Кĕл-тунă çĕртех çур çĕрте килекен Кĕрÿ аса килĕ. Ăслă хĕрсем, ăссăррисем те шухăша килĕç. Ăссăррисемшĕн пĕлĕт алăкĕ хупăнса тăни аса килĕ. Вара тата ытларах кĕл-тăвăн, тата ытларах, патшалăх тулашне тăрса йулас марђђĕ, тесе кĕл-тăвăн. Пĕтĕм шухăшу, пĕтĕм кăмăлу пĕлĕт çинђе пултăр. Ху çĕр çинђе тăр, ђуну пĕлĕт çинђе пултăр. Ÿтне çĕр çине хăвар, ђунупа çÿле куç. Çĕр çинђи шухăш ан пултăр. Вара Христос Туррăмăр кĕл-тунă ђухне çап-çутă пулнă пек санăн ђуну çуталса кайĕ. Христос Турăмăр кĕл-тусан пĕтĕмпе лăпланса кайнă пек, есĕ те ђунупа лăпланăн, йăвашланăн. Çула çимĕç çисе тăраннă пек, ђуну савăнĕ.
Çакна ан ман, тăванăм: кĕлĕ-вăл Христос патне илсе кайăкăн çула çутатса тăракан çутă. Тĕттĕм çулпа Христос патне йепле çитĕпĕр? Çавăнпа çав çула кĕл-туса çутатăр! Амин.