Мария çÿл тÿпене илĕнни

Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцов


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Тăвансем! Пайан епир Турă Амăшĕ вилнине асăнса праçник тăватпăр.

Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнă ђух, Вăл Хăй Амăшне Іоанн апостол çине кăтартса каланă: ку санăн Ывăлу, тенĕ. Унтан Іоанн апостола хăй Амăшĕ çине кăтартса каланă: ку санăн Аннÿ, тенĕ. Іоанн апостол вара (Іисус Христос хушнă тăрăх) Турă Амăшне хăй патне илсе кайнă. Вăл ăна хăй амăшне пăхнă пек пит ђипер, лайăх пăхса тăнă.

Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Священник Николай Кузьминъ


Çурла 6-мĕшĕ

Пĕр вăхăтра Іисус Христос Петра, Іоанна, Іакова илсе, ту çине кĕл-тума кайнă. Кĕл-тунă ђухне Унăн сăнĕ улăшăннă, тумтирĕ шап-шурă, йăлтăртатса тăракан пулнă. Çавăнтах унпа пĕрле икĕ çын калаçса тăнă. Вĕсем Моисейпе Илія пулнă. Вĕсем унта Іисуса Іерусалимре мĕн пуласси çинђен калаçнă. Петр та, унпа пĕрле пулнисем те, ыйхăран вăраннă; вăрансан,вĕсем Іисус мухтавлă тăнине, тата Унпа пĕрле тăракан икĕ çынна курнă. Кусем Іисус патĕнђен кайнă ђух, Петр, хăй мĕн каланине пĕлмесĕр, Іисуса каланă: Вĕрентекен! пире кунта тăма аван, епир кунта виçĕ ђатăр тăвар: пĕрне Сан валли, тепĕрне Моисей валли, тата тепĕрне Илія валли, тенĕ. Вăл çавна каласа тăнă ђух: вĕсене пĕлĕт хупласа илнĕ. Пĕлĕтрен: çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр, тенĕ сасă илтĕннĕ. Христоспа Унăн вĕренекенĕсем ту çинђен аннă ђух, Іисус вĕсене каланă: Етем Ывăлĕ вилсе ђĕрĕлсе тăриђђен халĕ курнине никама та ан калăр, тенĕ.

Малаллине вулас