Іаковъ Обуховъ
Май 21-мĕшĕ
Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.
Савнă тăванăмсем! Пайанхи кун пирĕншĕн питĕ аслă савăнăçлă кун. Христос ђиркĕвĕ пайан апостолсемпе пĕр тан святой Константин патшапа унăн амăшне святая Еленана асăнса праçник тăват̌. Вăл праçник акă ăçтан пуçланса кайнă.
Христос тĕнĕ çĕр çинђе сарăлса çите пуçласан, вăл тĕне хирĕç нумай суйа тĕнлĕ тăшмансем тăнă. Христоса ĕненекенсене курайман. Вĕсене пĕр айăпсăрах айăпа хурса вĕлере вĕлере пĕтерттернĕ. Христоса ĕненекенсене пурăнма питĕ хĕн пулнă.
Çав вăхăтра Турă ирĕкĕпе Грек çĕрĕнђе патша ăрăвĕнђенех ĕненекенсене ирĕке кăларакан çуралнă. Вăл пулас патша – Константин пулнă. Константин, патшана ларсанах. Христоса ĕненекенсене ирĕке кăларнă. Вĕсене хăйсен тĕнне тытса тăма ирĕк панă. Ĕлĕк туртса илнĕ ђиркÿсене кайалла панă. Священниксене парăмран хăтарнă. Хулари тĕрлĕ усал вăйăсене пăрахăçа хăварттарнă. Çĕнĕрен ђиркÿсем тутарттарнă; йаланах вĕсене пулăшса тăнă, Святая Елена Константин патшанăн амăшĕ пулнă. Вăл хăй тĕне кĕрсе ывăлне те ђăн тĕн йенне çавăрнă. Святая Елена Христоса ĕненекенсемшĕн питĕ нумай усă тунă. Вăл темĕн ђухлĕ хĕн-хур курса Христос тĕнĕшĕн тăрăшнă. Вăл Христос çуралса ÿснĕ çĕр-шыва, Палестинана, кайса çÿренĕ. Унта Христос асапланса вилнĕ хĕресе тупнă. Христос асапланса вилнĕ вырăна ђиркÿ ларттарнă. Ĕлĕк çĕмĕрсе пĕтернĕ Іерусалим хулине тÿрлеттернĕ. Çавăнтан вара Христоса ĕненекенсем Христос çуралнă çĕр-шыва кайса çÿреме пултарнă. Ĕлĕкренех кашни Христоса ĕненекен çынсемшĕн Палестина çĕрĕ питĕ хаклă пулнă. Çавăнпа унта кашни çыннăн кайса курасси килнĕ.
Çапла ĕнтĕ, тăвансем, святой Константинпа Елена хăйсен ĕмĕрне Христос тĕнĕшĕн тăрăшса ирттернĕ. Йепле те пулин Христос тĕнне тĕнђене сарасшăн пулнă. Вĕсемпе Христоса ĕненекенсене хĕсĕрлесси пĕтнĕ. Вĕсен урлă Евангеліе пĕтĕм тĕнђене сарăлнă. Çапла ĕнтĕ святой Константинпа Елена хăйсен çине апостолсен ĕçне илнĕ.
Апостолсем Христос çинђен йепле вĕрентнĕ, святой Константинпа Елена та Христос тĕнне пĕтĕм тĕнђене сарма тăрăшнă. Вĕсенђен малтан Христос тĕнне сахал çын пĕлнĕ. Вĕсем тăрăшнипе Христос тĕнне ытти суйа тĕнсенђен мала хисепле пуçланă. Унђђен Христоса ĕненекенсем вăрттăн кăна кĕл-туса пурăннă. Святой Константин патша ирĕкĕпе пурте куç-кĕретех Христос тĕнне тыта пуçланă. Святой Константинпа Еленан тăшманĕсем те нумай пулнă. Христос тĕнĕшĕн вĕсем тăшмансенђен темиçе тĕрлĕ хурлăх курнă. Вĕсем Турă çине анђах шаннă. Турăран пулăшу ыйтнă та, Турă вĕсене йаланах пулăшса тăнă. Турă пулăшнипе вĕсем тăшмансене çĕнтерсе пынă. Христос тĕнĕшĕн тăрăшнăшăн ĕнтĕ святой Константинпа Еленана Христос ђиркĕвĕ апостолсемпе тан тесе хисеплет; вырăсла вăл „равноапостольный“ тени пулат̌.
Пирĕн те, тăвансем, святой Константинпа Елена пирĕншĕн тăрăшнине кура, вĕсене йаланах хисеплесе пурăнма тăрăшас пулат̌. Ырă тунăшăн, ырăпа тавăрма шухăшлас пулат̌. Йаланах вĕсем пурăннă пек пурăнма тăрăшас пулат̌. Святой Константинпа Елена тăшмансене пăхмасăр Христос тĕнĕшĕн тăрăшнă. Епир çапла тăрăшатпăр-и, тăвансем? Çук! Çынсемшĕн мар, хамăршăн та тăрăшаймастпăр. Çынсене вĕрентме мар, хамăр та вĕренме ÿркенетпĕр. Вĕрентекен калат̌ пулсан, вăл каланине хăлхана та ђикме шухăшламастпăр. Апла тăвас пулмаст̌, тăвансем. Пирĕн те, святой Константинпа Елена пек, хамăршăн та, çынсемшĕн те тăрăшас пулат̌. Святой Константинпа Елена пек ђиркÿсене йуратса праçник кунĕ кĕлле çÿреме тăрăшас пулат̌. Праçник кунĕ Турă кĕнекисем вулама тăрăшас пулат̌. Кам вулама пĕлмест пулсан, çын вуланине итлеме тăрăшар. Ђиркÿре-и, килте-и Турă сăмахне илтсен, ăна ђĕрере тытма тăрăшар. Святой Константинпа Елена пекех епир те мĕн вăй çитнипе ытти пĕлмен çынсене ђăн Турă çинђен пĕлтерме тăрăшар. Пуринђен ытла тата хамăр хушшăмăрти тăшмансене пĕтерме тăрăшар. Мĕнле тăшмансем пур-ха пирĕн, тăвансем? Пирĕн те тăшмансем пур тăвансем. Хаљхи саманара, илтнĕ пулĕ, кăшт вĕреннĕ çынсем: „Турă çук“ тенине. Мĕнле шухăшпа калаççĕ вĕсем çавна? Шухăшласах калаççĕ-и вĕсем ăна, шухăшламасăр-и? Ун пек çынсем çинђен Давид пророк акă çапла каланă: „ăссăр çын хăй ăшĕнђе: Турă çук“, тенĕ. Апла пулсан ун пек сăмахсене ăссăр çын анђах калат̌. Ђипер ăслă çын вăл сăмахсене нихăçан та каламĕ: вĕреннĕ-и вăл, вĕренмен-и? Çавăн пек çынсем ĕнтĕ пирĕн тĕнĕн тăшманĕсем пулаççĕ. Пирĕн хура халăха çавăн пек çынсем аташтарса йăнăш çул çине тăратаççĕ. Хăйсем вăл çул ăçта илсе кайассине пĕлмеççĕ. Çапла улталанасран пирĕн питĕ сыхланас пулат̌, тăвансем. Ун пек çынсене йепле те пулин тÿрĕ çул çине тăратма тăрăшас пулат̌. Тăшмансене ырă çул çине Турă тăраттăр тесе пайан святой Константинпа Еленана тархаслар. Пурне те хĕрхенекен ырă кăмăллă Турă святой Константинпа Елена кĕлли урлă пирĕн кĕлле те ахаљ хăвармĕ.
Халĕ, тăвансем, святой Константинпа Елена пирĕншĕн, Христоса ĕненекенсемшĕн, тăрăшнăшăн тав-тăвар. Хамăр та пĕр пĕрне йуратса пĕр-пĕриншĕн тăрăшса пурăнар. Хамăр тăван йăнăш çулпа кайат̌ пуçлан, ăна ђасрах тÿрĕ çул çине тăратма тăрăшар. Çапла пурăнсан, пире çынсем те ырă сунĕç, Турă та Хăй патшалăхне савăнса кĕтсе илĕ. Епир вара унта святой Константинпа Еленапа пĕрле тăрса Турра мухтама тивĕçлĕ пулăпăр. Амин.