Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани


Симеон Сергеев ( Симеон Сергѣевъ ) — … Тĕплĕнрех→


Пуш 25-мĕшĕ

Тăванăмсем! Хĕпĕртесе савăнар! Пайанхи кун епир Çăлăнасси пуçланнă, Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă, Турă Ывăлĕ Хĕр Ывăлĕ пулнă. Ун çинђен етемсене кала­са пĕлтерме çÿлтен çĕр çине Гавріил архангел аннă. Са­вăнăр, тăванăмсем! Пайанхи кун Гавріил архангел пире тĕрĕслĕх çинђен вĕрентнĕ, аслă Пророк çураласси çинђен ырă хыпар каланă. Пурте савăнђђăр: пайан Гавріил ар­хангел етеме Турăпа пĕрлештерекен священник çураласси, çинђен ырă хыпар каланă. Пайанхи кун пĕтĕм тĕнђе са­вăнтăр: Гавріил архангел пире курăнакан, курăнман тăшмансенђен хăтарса тăракан Патша çураласси çинђен ка­лама аннă.

Çав хыпара илтсен мĕнле савăнас мар пирĕн? Епир хамăр патăмăра пысăк хăна килет тенине илтсен, савăнатпăр-çке. Епир вăл хăнана ђислăрах кĕтсе илме тăрă­шатпăр. Христос темĕн тĕрлĕ пысăк хăнаран та паха. Вăл çĕр çине килсе пире епир çухатнă ђăнлăх çуттине тупса панă, пиртен туртса илнĕ тÿрĕлĕхе пире кайалла тавăрнă. Христос килиђђен етем ÿђĕпе те, ђунĕпе те сук­кăр çын пек пулнă. Пурте тĕттĕм тыткăнĕнђе ларнă. Турă панă законсене пăрахнă, Çăлакан килессине те маннă. Етем пăсăлса пĕтĕмпе усаланса кайнă, пурте çылăх айне путнă. Нумайăшĕ ђăн Турра маннă. Кĕлеткесене пуççапнă. Хĕвеле, уйăха, етем тунă йапаласене ђăн Турă тесе хи­сепленĕ. Вĕсенĕн умĕнђе кĕл-тунă, вĕсене парнесем кÿнĕ.

Етемĕн çылăхĕ Туррăн тÿрĕ суђĕ умĕнђе питĕ пысăк пулнă. Вăл çылăха нимĕнле таса çын та çуса тасатма пултарайман. Турă çырăвĕнђе каланă: епир Адам урлă çылăха кĕрсе Турă мухтавĕнђен уйăрăлнă, сăваплă çын та Турă умĕнђе тасамар пулнă, тенĕ. Пирĕн çăлăнас ĕçе ангелсем те тума пултарайман: вĕсем хăйсем те Турă тунă сывлăшсем. Турă Ывăлĕ Хăй çĕр çине килсе етем пул­малла пулнă. Ун çинђен Турă Адампа Евăна Хăй каласа хунă.

Адам урлă йепле епир çылăха кĕрсе Турăран

уйăрăннă, çавăн пек Христос урлă çĕнелсе Турăпа пĕрлешет­пĕр. Христос çĕр çине килнĕ те, пирĕнпе пĕрле пурăннă. Вăл пире мĕнле пурăнмаллине вĕрентсе хăварнă. Хăй вил­се вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрса пире çылăхран, ылхантăн, ви­лĕмрен хăтарнă.

Çĕр çине етеме Çăлакан килесси çинђен Турă мал­танах Адампа Евăна каласа хунă. Итемсем пурăна киле вăл сăмаха маннă. Турă çĕнĕрен ун çинђен каласа пĕл­тернĕ. Çĕр çине Çăлакан килессине тĕрлĕ паллăсемпе кă­тартнă.

Вăхăт тулса çитсессĕн Атте Турă ђăнахах Хăйĕн пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине етем йăхне çăлма йанă. Турă Ывăлĕ пайанхи кун Таса Хĕр Марія урлă етем ÿтне Хăй çине илнĕ. Вăл пилĕк пин çул ытла кĕтсе тăнă савăнăçа калама Таса Хĕр Марія патне Гавріил архангел пынă. Вăл Архангелпа пĕрле епир те савăнса Турă Амăшне: ей Таса Хĕр, савăн, Санпала Турă, тийĕр. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.