
Симеон Сергеев ( Симеон Сергѣевъ ) — … Тĕплĕнрех→
Пуш 25-мĕшĕ
Тăванăмсем! Хĕпĕртесе савăнар! Пайанхи кун епир Çăлăнасси пуçланнă, Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă, Турă Ывăлĕ Хĕр Ывăлĕ пулнă. Ун çинђен етемсене каласа пĕлтерме çÿлтен çĕр çине Гавріил архангел аннă. Савăнăр, тăванăмсем! Пайанхи кун Гавріил архангел пире тĕрĕслĕх çинђен вĕрентнĕ, аслă Пророк çураласси çинђен ырă хыпар каланă. Пурте савăнђђăр: пайан Гавріил архангел етеме Турăпа пĕрлештерекен священник çураласси, çинђен ырă хыпар каланă. Пайанхи кун пĕтĕм тĕнђе савăнтăр: Гавріил архангел пире курăнакан, курăнман тăшмансенђен хăтарса тăракан Патша çураласси çинђен калама аннă.
Малаллине вулас