
Анатолий Емельянов — наградăсене тивĕçнĕ çыравçă, политик. Ялхуçлăх ĕçченĕсен пурнăçне сăнлакан калав, повесть тата романĕсемпе палăрнă, чăваш литературипе культура ĕçне хаклас тĕлĕшпе чылай рецензи тата хаçат-журнал статьин авторĕ… Тĕплĕнрех→
Менелник умӗн
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 ]
1
Хĕллехи каç — палламан вăрман, вĕçне-хĕрне тухса пĕтерессĕн туйăнмасть. Тахçан çăлтăрсем тухнă, сивĕ те тĕпсĕр тÿпере çÿçенмеллех сиксе чĕтреççĕ. Катăлнă уйăх та катари вăрмантан çĕкленет: вăл та шăнса кайнă, çурăмне палăрмаллах асатлатнă.
Ялхуçалăх техникин районти уйрăмĕнче кил хушшинче икĕ прожектор çунать, вĕсен çутинче сивĕ вăй çăмăл тĕтре пек палăрать. Икĕ хутлă кантурта пĕр чÿречеллĕ пÿлĕмрен кăна çутă тухать. Пас тытнă хурăнсем юмахри пек илемлĕ.
Лев Петрович киле кайма хатĕрленнĕччĕ кăна, тахăшĕ пÿлĕм алăкне шаккарĕ, анчах хуçи шарличченех яр! уçса ячĕ. Малтанах аслă инженер хура кĕрĕке асăрхарĕ, юрлă хура кăçатă курăнчĕ. Хуçине те самантрах палласа илчĕ вăл, пуканĕ çинчен çĕкленсе ун патне пычĕ. Кĕни пакша тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕкне хыврĕ, тути урлă çыхнă шарфне салтрĕ.
— Андрей Ермолайч! Ырă каç пултăр сана, — пÿлĕм хуçи хăнан шăнса кайнă аллисене чăмăртарĕ.
— Салам-ха, Левка, — мăштăк-мăштăк сывласа тавăрчĕ кĕни. Васкамасăр пасарнă çĕлĕкĕн хăлхине хăпартса çыхрĕ, кăштăртатса пырса сĕтел çывăхĕнчи пукан çине ларчĕ. Пÿлĕмре сасартăках йод шăрши сарăлчĕ, кĕнĕ çынпа пĕрле аптека килнĕн туйăнчĕ.
— Аван çанталăк, Левка, — сывлăш çитменнипе хăвăрт сывласа пуçларĕ кĕни. — Ăслă пулнă ваттисем. Турă пăр çине ансан, шартлама сивĕсем пуçланаççĕ, тенĕ. Турă анчĕ, сивĕ илсе анчĕ.
— Мĕн эс, Андрей Ермолайч, турă пирки калаçа пуçларăн? — ыйтрĕ Лев Петрович, хăй аванмарланнине туйса. Вăл тусĕ умĕнче айăплă туйрĕ. Ĕçе-хĕле пулах уйăх çурă ун патне çитсе курман. Вара час-часах Андрей Ермолаевич калакан сăмахсем тепĕр хут хăлхара янранăн туйăнчĕç: «Вăй пур чухне пуриншĕн те кирлĕ, ватăлсан никама та кирлĕ мар». Унăн ыйтăвĕ те ытла кăнттам тухрĕ, çакна вăл çийĕнчех ăнланса илчĕ.
— Ватăлсан çын нумай палкать. Пушкин каланăччĕ пулас: кĕр енне çанталăк йĕперех, ватăлсассăн çын пакăлтирех, — пăштиклетсе сывласа тавăрчĕ Андрей Ермолаевич.
Хуравĕ калаçăва сĕвĕрсе яраканскер кăна пулчĕ, малтанах Лев Петрович хирĕç тавăрма сăмах та тупаймарĕ, вăл ăна тинкеререх сăнарĕ кăна. Юлашки çулсенче Андрей Ермолаевич ытла та хăвăрт сарăлса кайрĕ, халь вăл вунă çул каяллахи йăрă та лара-тăра пĕлмен старике аса та илтермест. Юлашки вăхăтра татах хавшанă пулас. Куç айĕсем шыçăнса аннă, чакăр куçĕ тĕссĕрленнĕ, куç хупанкисем те йăлтах шурса кайнă.
— Ĕçех тăна илет, Андрей Ермолаевич, — хăйне тÿрре кăларасла сăмах хушрĕ Лев Петрович.
Старик унăн сăмаххисене хăлхана та чикмен пек туйăнчĕ, халь ĕнтĕ вăл хăйĕн хуйхи-суйхине, хăйĕн чĕрери шухăшне те уçма вăтанмарĕ:
— Эмфиземăпа бронхитах пĕтерет, Левушка!
Ку сăмахсем хыççăн пурте хăй вырăннех ларнăн туйăнчĕ, пĕр-пĕрне курман хушăри паллăмарлăх пăрĕ ирĕлме тытăнчĕ.
— Каллех йод ĕçрĕн-и?
— Кунне виçĕ тумлам. Кăкăрсене сăтăратăп тата.
— Усси пур-и?
— Ватăлсан, Левушка, эмел те пулăшмасть. Вăхăтлăха утнакăрах кăшт.
Андрей Ермолаевич хăйне евĕр çын. Ку тарана çитсе те вăл этеме сыватакан больницăна ура ярса пусман. Лавкка чейне ĕçмест вăл, ăна çулла пухса хунă тĕрлĕ курăксенчен вĕретет, хăйне хăех сипленет. Нумайăшĕсем халь те унăн ăсĕ-тăнĕ чакманнинчен тĕлĕнеççĕ, вăл ача чухне мĕн пулнисене те лайăх астăвать.
— Плана тултартăр-и? — ыйтать Андрей Ермолаевич.
— Ирттерсех тултартăмăр. Ăшталанма тиврĕ. Запаслă пайсем çитмеççĕ. Çĕнĕ çулчченех сакăр комбайн юсарăмăр, халь татах иккĕ. Историре пулман япала. Те ырра, те усала, — тавăрчĕ аслă инженер.
— Нон прогрэди эст рэгреди, — терĕ хăна. — Çаплах латинла вĕренме ларма вăхăт тупаймастăн ĕнтĕ. Инженер халь эс, инженер, — пуç пÿрнине çĕклерĕ вăл. — Малалла кайманни каялла чакни пулать, тенĕ латынь. Амат викториа курам. Çĕнтерÿ тăрăшнине юратать. Сисетĕп, Левушка, тăрăшатăн. Çĕнĕ çул каçĕ килне шăнкăравларăм. Тая: “Мастерскойра,” — терĕ.
— Çĕнĕ станока ĕçе ятăмăр вăл каç.
— Аван, ăмсанатăп сан хастарлăхна. Эп мĕн… Хавшарăм кăштах. Пухăва та, член укçи тÿлеме те килеймерĕм.
Андрей Ермолаевич чĕтрекен аллисемпе парти билетне кăларса Лев Петрович умне хучĕ.
— Тÿлесе ятăм эп. Билету çине ал пусса парам. Куншăнах сивĕре çÿреме те кирлех марччĕ.
Хашш! — сывлать Андрей Ермолаевич, билет ăшĕнчен виçĕ тенкĕ укçа кăларса, Лев Петровича сĕнет.
— Кÿрентертĕн… Санăн укçу кирлех пуль мана.
— Эх, Ермолайч. Пайламанччĕ ĕлĕк эпир укçана. Санăн пулсан, манăн пулнă…
— Сана мар эп, партие паратăп, — çирĕппĕн тавăрать старик. — Сапинэс ниль аффирмат, квод нон пробэт. Ăсланса ватăлнă çын пуш параппана çапмасть, тенĕ латынь. Ил эс. Тен, кайран та часах килеймĕп. Хавшарăм эп, Левушка, ох хавшарăм, — тесе Андрей Ермолаевич çĕкленет, парти билетне шалти кĕсъене чиксе кĕрĕк тÿмине тÿмелет.
— Каçар, чăрмантартăм сана.
— Тăхта, пĕрлех кайăпăр. Ман пата кĕрсе чей ĕçĕпĕр. Октябрь уявĕнчен вара пулман эс ман патра.
— Ун пак те юрать, — сасартăк килĕшет старик. Лев Петрович ăна тути урлă шарфне çыхма пулăшать, каллех çĕлĕк хăлхине антарса парать.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 ]
2
Ялхуçалăх техникин уйрăмĕн поcелокĕ хулан çурçĕр енче ларать. Ăна хуларан пысăках мар вăрман уйăрать. Вăрманĕ сайраскер, йывăçĕсем ватăлса кайнă. Анчах хăйсем хĕсĕр пулман, çил хурăн вăррисене хÿме тытса çавăрнă МТС картишне килсе тăкнă, халь чул хÿмесем тавраллах, чăн-чăн хурăн ращи кашлать.
1953 çулхи сентябрьти постановлени хыççăн механизаторсене çĕр уйăрса панă. Пĕр çичĕ çул хушшинче кунта утмăл киллĕ урам ÿссе ларчĕ. Урамĕ çиппе çапнă пек тÿрĕ, çурчĕсем кăна тĕрлĕрен. Кунта Куславккари çуртсем тăвакан завод кăларнă пÿртсенчен тытăнса чăрăшпа хырсенчен пураланисем те, шлакран тунисем те, кирпĕчрен купаланисем те пур. Урам варринче, пĕр-пĕрне хирĕç, сакăршар хваттерлĕ икĕ хутлă чул çурт ларать. Ыттисем вара йăлтах харпăр хăйсен. Пÿртсем умĕнче пĕчĕк пахчасем, кашниех чиесем лартса тултарнă. Çуртсем хыçĕнче сад: чиесем, улмуççисем, сливăсем. Çуркунне поселок шап-шурă чечек ăшĕнче ларать.
Лев Петрович хăйĕн пÿртне 1954 çулта лартрĕ. Малтанах, йыш çук тесе, пысăка хапсăнмарĕ вăл. Никĕсĕ валли кирпĕч заводĕнчен ванса пĕтнĕ кирпĕчсем илсе тухрĕ. Çу каçиччен шалтан ултшар метра ÿкекен пÿрт хăпарса ларчĕ. Ун чухне пĕр ача кăначчĕ, кайран тата иккĕ хутшăнчĕç, вĕсене пăхма ялтан амăшне илсе пыма тиврĕ. 1960 çулта çав пÿрт çумне тăватă метр тăршшĕ шлакранах кухня хăпартрĕ, пÿртне вĕри шывпа хутмалла турĕ.
Урама çатма пекех хырса тасатнă, ăна юпасем тăррине çакнă электричество лампочкисем çутатаççĕ. Çулĕ хытса ларнă, вăл пăр евĕрлех яка.
Андрей Ермолаевичпа Лев Петрович васкамасăр утаççĕ. Сăмах та чĕнмеççĕ пĕр-пĕрне. Пенсионер йывăррăн пăштиклетсе сывлать, унăн хăйĕн шухăшĕ. Вăл ялхуçалăх уйрăмĕн корпусĕсене сăнать. Вĕсем иккĕ, пĕринче гусеницăллă тракторсем, тепринче автомашинăсем юсаççĕ. Иккĕшне те çĕнĕрен, юлашки виçĕ çул хушшинче туса лартнă. Ăна строительство организацийĕ туман, Левушка хăй çынсене пухса йĕркелерĕ, бригада турĕ, ĕç хыççăн рабочисене те пĕрер сехет пек ĕçлеме хăварчĕ. Ун чухне Андрей Ермолаевич та кашни кун тенĕпе пĕрех кунта килетчĕ, унăн Левушка еплерех хушусем панине е хăй те носилкăпа бетон шĕвекĕ йăтнине, бетон пăтратакан машина çĕмĕрĕлсен хăех ĕçе янине пăхса савăнатчĕ. Ахаль те хытканскер, вăл ун чухне кăранташ пек çинçелсе кайнăччĕ. Андрей Ермолаевич та кĕреçе тытса çаврăнакан машина ăшне е хăйăр, е цемент сапатчĕ. Хĕпĕртенĕ Левушка ăна çурăмĕнчен лăпкаса çапла калатчĕ:
— Инженер тăватăп санран, Ермолайч.
Кунта вăл килте пĕччен ларассинчен кăна килкеленĕ. Старик мĕн ачаран машинăсене юратманнине, вĕсем юлашки таса сывлăша та шăршлантарса варалаççĕ, тесе вăрçнине такам та пĕлнĕ.
Корпуссене те туса пĕтерчĕç, Левушка çапах талăкĕ-талăкĕпех мастерскойран тухма пĕлмест, çĕнĕ çулччен тракторсем юсама икĕ смена йĕркелерĕ, халь запаслă пайсем çитменнипе кăна пĕр смена ĕçлет. Рабочисем ăна юратаççĕ, — шухăшлать Андрей Ермолаевич. — Тая епле тÿсет ăна? Трактористран шăршă кĕнĕ пек шăрш кĕрет унран, кашни кунах соляркăпа çăвăнать тейĕн. Нумай пурăнаймасть вăл ман пек, çитмĕлсене çитĕ-и?
Лев Петрович та, урисене пĕчĕк ача евĕр пĕчĕклетсе пуснă май, çапла шухăшлать: «Хавшарĕ старик. Сывлăшĕ пĕтсех ларать. Нумаях пурăнаймасть пуль. Ĕç пиркиех кĕрсе те кураймастăп. Тая та уйăхлăх курсра пулчĕ, кĕпи-йĕмĕсене те çуса параймарĕ халь, кама çутаркаларĕ-ши? Эх, ытла та хăйне евĕр этем, тахçанах ярасшăнччĕ ваттисен çуртне, кам кăмăлне пурăнать кунта, пĕлме те хĕн. Карчăкĕ çĕре кĕни те пилĕк çул…»
— Левушка, Тайăна чăрмантаратпăр кăна пуль. Чейне, тен, шăматкун ĕçĕпĕр?
— Чипер калаç, Ермолайч. Тая та, ачасем те хĕпĕртеççĕ ак. Пырса та курми пултăн.
— Сывлăш çук, Левушка, — хăй сывлăхне сăрăпланăн персе ярать старик.
— Яш чухнехи мар ĕнтĕ…
Пÿрте кĕрсенех хĕвĕшу пуçланчĕ, Лев Петровичăн икĕ ачи Андрей Ермолаевича сырса илчĕç. Асли кăна, шалти пÿртре урок вĕренсе лараканскер, кухньăна тухса сывлăх сунчĕ, Андрей Ермолаевича патне пырсах ал пачĕ.
— Мĕнле пурăнатăн, Вовка?
— Экзаменсене хатĕрленетĕп. Тăххăрмĕш класс программине вулатăп.
— Хатĕрлен, хатĕрлен, чăрмантармăпăр сана.
Тая çенĕкрен сăмавар йăтса кĕчĕ (хăйсем вĕсем чейникпе вĕретеççĕ, газ пур), ăна чĕртрĕ. Шывĕ çине малтан хатĕрлесе хунă хăмла çырли, хурлăхан турачĕсем ячĕ. Сакайĕнчех алтнă нÿхрепрен хăмла çырли варенийĕ илсе тухрĕ.
Хăна шалти пÿртре ларать, Вовкăпа ытти ачисем кухньăра ĕнтĕ. Ашшĕн çирĕп алли килте те сисĕнет, вĕсене вăл: пире ан чăрмантарăр, тесе кăна каларĕ, лешĕсем сăмах чĕнмесĕр çухалчĕç.
— Кроликсем пурăнаççĕ-и?
— Пурăнаççĕ, Андрей Ермолаевич. Хăвăрăн тата?
— Кăçал виçĕ ама кăна хăвартăм. Çитет.
— Çитет, — килĕшет Лев Петрович.
— Хуртсене сивĕ тивмест-и кăçал?
— Ăна-кăна пĕлместĕп, унпа Тая айланать, эп хутшăнман. Тая! Хуртсем сывах-и? — кăшкăрать кил хуçи.
Платйи çийĕн умне саппун çыхнă арăмĕ шалти пÿрте кĕрет, хулпуççи урлă хунă алшăллипе алне шăлать.
— Кăçал мăклă витене куçартăмăр, Андрей Ермолаевич. Хуртсем вĕçсе тухмалли шăтăкне питĕрсех лартнă, хĕл сивĕ пулать.
— Сивĕ. Тĕрĕс, — килĕшет хăна. — Кур-ха вĕсене, хурт-кăпшанкă кăна, этемрен лайăх пĕлет, э-э.
— Хуртсем вĕсем ăслă, — тавăрать Тая.
— Колхозсенче çаплах утарсене пĕтереççĕ-и?
— Районĕпе кăçал виççĕр çемье хутшăнчĕ, Андрей Ермолаевич.
— Пĕтерме ан пар, Тая. Пĕлмеççĕ çынсем пыл уссине. Эмел вăл, эмел. Пĕвертен те, вар-хырăм чирĕнчен те, чĕререн те лайăх, юн пулма каять вăл. Халь председательсем пурте экономистсем пулса кайрĕç. Мĕн тăкак парать, ăна пĕтереççĕ, тăвасси пирки сахал шутлаççĕ, — ятлаçать Андрей Ермолаевич.
— Кăçал районĕпе пăр кило пылăн хăйхаклăхĕ икĕ тенкĕ çура ларчĕ.
— Патшалăх икĕ тенкĕпе илет-и?
— Çапла.
— Пасарта виçĕ тенкĕ. Мăн тăкакĕ пур унта? Çитерĕр колхозниксен ачисене, шкулта вăренекенсене. Кашни кун пыл чейĕ ĕçтерĕр. Сывлăхлă ÿсеççĕ вара ачасем, чир те тивмест вĕсене.
— Киров ячĕпе хисепленекен колхозра валеçсе пачĕç.
— Вăт лайăх. Вĕсен утарĕ те виççĕ пулас.
— Çапла. Сăмавар вĕреме кĕчĕ. Чупам-ха.
Кĕçех вĕсем чей ĕçме пикенеççĕ. Андрей Ермолаевич стаканран чейне чашăк çине ярать, ăна малтан киленсе шăршлать.
— Хăть хурлăхан, хăть хăмлă çырли — ниме тăман япала пек, анчах усси этемшĕн… Хими çине тăрăнчĕç пирĕн профессорсем, йывăç-курăка манса кая пуçларĕç. Хими вăл, Левушка, çукран çупкă кăна, — калаçать старик.
— Эп ăна-кăна чухлаймастăп, Ермолайч.
— Начар, — вăрçать старик. — Вĕрилле ан ĕç, Левушка. Хырăмлăх ракпа чирлеме пултарать.
— Йăли ман çапла. Яланах васкатăп.
— Васкама кирлĕ мар. Пурнăç пирĕн ахаль те кĕске.
— Çитет пире пурăнмалăх.
— Эх, çамрăксем эсир… Ăс мар калаçать сан, çамрăклăх… Çамрăклăх калаçать, Левушка, — тесе Андрей Ермолаевич пылпа хăмла çырли варенине чашăка хурать, вĕре-вĕре сыпать. Тая унăн стаканĕ çине пыл ярать.
— Нумай ан хур, тарлаттарать, — асăрхаттарать старик.
— Кĕçĕр кунтах çыврататпăр, çак сивăре ямастпăр, — тавăрать Тая.
— Апла яр, — килĕшет Андрей Ермолаевич. — Дисуэ, сэд а дактие, индоктис ипсе доцуэто. Эс, Тая, хуртсем пирки институт пĕтернĕ, эс ученăй, санран вĕренме юрать.
— Сапинас ниль аффирмат, квод нон пробэт — тавăрать Тая.
— Пуçланчĕ ĕнтĕ халь, — кăмăлсăрланать Лев Петрович. — Нимĕçле е акăлчанла калаçăр хăть, эп хам та тавçăрăп кăштак, атту вулатăр вилнĕ чĕлхепе.
— Ох йăнăшан, Левушка, ох йăнăшан. Латин вилмен-ха, вилмест те. Вăл чĕлхепе ăслисемпе калаçма лайăх.
— Уйрăммăнах чей ĕçнĕ чухне, — кулать Тая.
— Пур чухне те, — касса татать старик, кил хуçине пăшăрханса сăнать, унтан çирĕппĕн хушса хурать: — Вĕрен эс те, Левушка.
— Тая пĕлни те çитĕ.
— Тая хăйшĕн пурăнать, эс — хăвăншăн.
— Ăçта мана ют чĕлхе. Нимĕç чĕлхипе те экзамен иккĕмĕш курсра кăна патăм, — тавăрать кил хуçи. — Талант çук манăн, Андрей Ермолаевич. Техника тесен…
— Кунта эс профессор, — килĕшет старик. — Анчах латин çапла каланă: дилингэнциа ин омнибус рэбус валет. Куçарса пар, Тая.
— Тăрăшни пур ĕçре те кирлĕ.
Халь Андрей Ермолаевич ача пек акăлтатса кулать, çамки çине тапса тухнă тарне Тая панă питшăллипе сăтăрать. Хăй вăл эрех сыпнă çын пек хĕрелсе кайнă, питĕнчи юн тымаррисем татах та ытларах палăраççĕ.
— Эс ветврач, сана латин кирлĕ, — парăнмасть Левушка.
— Пур ветврач мар, этем врачĕ те, тепри, латине пĕлмест, тусăм.
Инженер шарламаcть. Ĕлĕк, пĕрле ĕçленĕ чух, Андрей Ермолаевич латинла сайра хутра кăна перкелешетчĕ, юлашки вăхăтра унпа супсах çитрĕ ĕнтĕ. Тăрать-тăрать те персе ярать темĕнскер сăмахне, хăй ахăлтатса кулать. Ăсĕ ачаланать пуль çав, хăй шухăшĕпе вăл тĕнчери пур интеллигент та
латинла калаçма пĕлет, тет, пулас. Ялхуçалăх уйрăмĕн директорĕ — агроном, вĕсене тĕрлĕ курăк ячĕсене латинла вĕрентнĕ, анчах вăл та ăнланмасть. Тая ялхуçалăх управленийĕнче ĕçлет, вăл та ытлашши пĕлмест, Андрей Ермолаевич кăмăлне тесе кăна тепĕр чух латин чĕлхине вĕренкелет.
Чей ĕçнĕ хыççăн тата нумай калаçкаласа лараççĕ вĕсем. Телевизорпа паракан спектакле пăхаççĕ. Вара çывăрма выртаççĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 ]
3
Андрей Ермолаевича диван-кравать çине вырăн сарса панă. Тÿшекĕ хур тĕкĕ пулас, ытла та çемçе. Утюгпа якатнă простыньрен гостиница шăрши кĕрет, вара Андрей Ермолаевич çын патĕнче халь çине вунă çул ытла çывăрманнине аса илет.
Малтанах куçне уçса выртать, пĕлет: пурпĕрех халех çывăрса каяймасть. Ÿпки хăйăлтатать ун, анчах хăмла çырли варенипе пыл сывлама самаях çăмăллатрĕç. Пĕлет-ха вăл, ÿпки ун хăй ĕмĕрне çитет, энфизема темех мар. Анчах чĕрине шанмасть. Пилĕк çул каялла инфаркт пулчĕ ăна. Ун чухне Юлия Сергеевна та сывахчĕ, юрать-ха урайне тĕшĕрĕлсе аннă чух вăл килте пулман. Тăна кĕрсенех Андрей Ермолаевич диван çине куçса выртнăччĕ, кайран, мăшăрĕ килсен, пĕр пĕчĕк рюмка коньяк пама кăна ыйтрĕ. Вырăнтан хускалмасăр эрне выртрĕ, анчах чĕрепе аптранине никама та каламарĕ. Çавăнтанпах вăл кĕсйинче пĕчĕк кĕленчепе коньяк чиксе çÿрет, аптрасанах пĕр сыпкăм ĕçет, вара чарăна-чарăна тапакан чĕре каллех лăпланать. Вăл ун пек чухне сылтăм аллипе кăкăрне йăвалать, тарăнрах сывлама тăрăшать. Юлашки вăхăтра чĕре йăлтах анратса çитерчĕ, пĕрмаях систерет. Йăлтах, йăлтах урăх шухăшсемпе пынăччĕ вăл паян Левушка патне, ниçтан та хăйса калаймарĕ. Мĕнех, вăл ыран çитет те ак килне çăмăллăнах вилет, тахăш самантра чĕри ыратса кайĕ, вара пулчĕ те… Вилес умĕн хăй ирĕкне çырса хăварать.
Тăтăшах канăç паман шухăшсенчен хăтăлас килет, ниепле те хăтăлаймасть. Е ăна, утмăл çулхи старике, ветеринари службин полковникне,
ĕнер çеç салтакран таврăннăн туйăнать. Пурте хĕпĕртесе таврăнатчĕç вăрçăран, вăл кăна савăнăçсăрччĕ, пĕр арăмĕшĕн тата тăван кĕтесшĕн таврăнчĕ. Виçĕ ывăлран пĕри те таврăнмарăç. Кĕçĕнни пирки темĕнле шанăç та пурччĕ-ха, ăна 1945 çулта хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтерчĕç. Каярахпа тин паллă пулчĕ: пирĕннисем январь уйăхĕнче наступление куçас умĕн ăна десантпа нимĕçсен тылне пăрахнă. Десантниксен ротин командирне, Борис Андреевич Ермолаева, чи юлашкинчен сикнĕскере, нимĕçсем çавăрса илнĕ, анчах ку парăнман, юлашки патронĕпе хăй пурнăçне татнă. Малтанах, уявсенче-мĕн ĕçсен, Андрей Ермолаевич ĕсĕклесех макăратчĕ, — хăть пĕр ывăлĕ сывă тăрса юлнă пулсан! Часах Андрей Ермолаевич та çĕре кĕрĕ, вара Ярмуша ăрачĕ те сÿнет. Хăй вăхăтĕнчи çынсем ăна кăштах асăнкаласа пурăнĕç ĕнтĕ. Пурччĕ, тейĕç, Ермолаев — выльăх тухтăрĕ… Çамрăксемшĕн мĕн… Вĕсем манаççĕ. Комсомолецсем патне, пионерсем патне те пĕрре мар кайнă-ха вăл, пĕрре кăна мар Чăваш республикинче совет влаçне туса хуни çинчен каласа панă. Хăйне икĕ хутчен пенине те пытарман вăл. Телей пулнă-и унăн, пĕррехинче, колхоз йĕркелесе таврăннă чух, вăрманта тĕксе пенĕ пек печĕç, пуçри карттус таçта сирпĕнсе кайрĕ, çÿçĕсем те ĕнчĕç. Юрать лашапа пулнă та, лаша çăлнă.
Шухăшсем ун пăтранчăк, халех вилĕм кĕтмест пулас ăна, вилес умĕн ăстăн урăхланать, теççĕ. Вăл тĕлĕрсе каять, анчах ыйхи тарăн мар…
…Лев Петрович та çывăраймасть. Шухăшĕсем ун каллех Андрей Ермолаевич пирки. Илтме тахçанах илтнĕччĕ-ха вăл ун çинчен, анчах паллашма унпа 1953 çулта кăна паллашнă. Техникум пĕтерсен, Лев Петрович çак МТОрах ĕçлерĕ, çара кайса таврăнсан, ăна аслă механик пулма лартрĕç. Андрей Ермолаевич МТСăн аслă ветврачĕччĕ. Ун чухне ларса çÿремелли çукрахчĕ, Андрей Ермолаевичăн вара районта та çук рысак пурччĕ, «Каракуль» ятлăскер. Ăна вăл хăй укçипе туяннă, хăй пăхса ÿстернĕ. Çатан урапи те ун хăйĕнччĕ. Колхозсене кайнă чух Лев Петрович унпа ларса тухса каятчĕ. Ăна старик питех те кулăшла пек туйăнатчĕ, районта ун палламан çын
та çукрах пуль. Пĕр-пĕр палланă çынпа тĕл пулсан, унан сывлăхĕ пирки мар, выльăххи çинчен ыйтса пĕлетчĕ:
— Красуля урăх чирлемерĕ-и?
— Сутрăм эп ăна кăçал. Ватăла пуçларĕ.
— Сĕт çăлне виçĕ пÿрне кĕретчĕ. Шел.
— Сĕтлĕччĕ, — килĕшет хуçи.
— Çĕнни епле?
— Туянаймарăм-ха, Андрей Ермолаевич.
— Хирпуçĕнчи Сидоров сутать. Ĕни сĕтлĕ, анчах хырăмĕ аслăрах. Кайса пăх, килĕшсен туянăн.
— Тавтапуç, Андрей Ермолаевич.
— Ну, сывă пул-ха.
Рысакĕ ун çивĕч пулин те хуçине итлет. Çынпа калаçнă чухне вăл чăтăмлăн кĕтсе тăрать, малтан урипе кăна кукалет. Тилхепене карăнтарсанах тăсăлса ÿкет, хăйĕн улшăнми юрттипе ыткăнать.
Каллех палланă çынна тĕл пулать-и врач, каллех чарать лашине, каллех сăмах пуçарать:
— Иртнинче эп сана калама маннă: ĕнÿне эс хĕлле тÿрех типĕ апат çине ан куçар. Çĕрулми паркала, кăшман, унăн çĕр хучĕ хавшакрах. Каллех чирлеме пултаратъ. Кикене пĕлетĕн-и? Пĕлетĕн. Вăт çавăн тымарне кăлар та шĕшлĕ аври пеккине пĕр литр шыв çине ярса вĕрет. Апат çими пулсан, пĕр витре шыва çур стакан ярса пар.
— Тавтапуç, Андрей Ермолаевич.
Колхоза çитсен, вăл лашине çаплипех, ниçта кăкармасăрах, тăратса хăваратчĕ, хăй правленине кĕретчĕ. Лаши ун итлеме хăнăхнă салтак пекех тăратчĕ вара. Унтан врач фермăсене каять, анчах ятлаçма пĕлместчĕ вара хăй. Вĕрентет, вĕрентет. Зоотехниксене вăл чĕререн кураймасть, харам пырсем тесе вăрçать, ун шучĕпе вĕсем ниме тăман тата никама та кирлĕ мар специалистсем кăна.
— Зоотехниксем мар, ветврачсем кирлĕ колхозсене, — тетчĕ вăл час-часах. — Апачĕ пулсан эпир ăрат уйăраймастпăр-и е рацион тума пĕлместпĕр-и? Кăлараççĕ вĕсене, кăлараççĕ. Мĕн тума? Кăларасчĕ пĕр виçĕ хут ытларах ветврач. Апачĕ çуккă пулсан, зоотехник мĕн тăвайрать? Улăма пĕçерсе панипе сĕт ытларах. сăвасшăн. Эх, ăçтиçук сĕтĕрĕнчĕксем. Ахаль укçа илсе пурăнаççĕ çав.
Ĕçлеме Андрей Ермолаевич чăнласах ĕçлетчĕ. Колхоз фельдшерĕпе пĕрлех укол та тăвать, çăмарта та касать, кирек кам пырса чĕнсен те, турткалашса тăмасть, тÿрех каять. Ырă кăмăллине курччăр çынсем — ун патне пыракан сукмак курăкпа ÿссе лармасть.
Тата тепер хăйевĕрлĕхĕ пур ун: техникăна юратмасть. Вăл час-часах çапла вăрçатчĕ: «Этем ăсĕ тĕнчене çĕнетрĕ, этем ăсĕ тĕнчене пĕтерет!» Мĕн калас тенĕ вăл çак сăмахсемпе, Лев Петрович халь те пĕлмест. Анчах ĕçлеме пăрахсан та вăл час-часах калаçура тапрататчĕ:
— Колхозниксем лашасене пĕтереççĕ, вăрçă тухсан мĕнле ĕçлес теççĕ-ши? Ну, ухмахсем, эх, ухмахсем! Председательсене халь вĕлтренпе çапакан çук. Тракторсем вĕсем мĕн? Вăрçă тухрĕ те, илсе кайрĕç, — тесе хирĕçлетчĕ.
— Халь техника тем тума та çитет, — тавăратчĕ Лев Петрович.
— Çитет, — йĕкĕлтесе илет ветврач. — Атом вăрçи пулсан, вилĕ япала вăл. Ăна шывпа тапратаймастăн. Тăшман чи малтан машинăсене горючисĕр хăварма тăрăшать.
— Лаша чĕрех юлать-и тата?
— Лаша вăл — ялта. Ял кирлĕ мар тăшмана. Ялăн ĕçлес пулать, ялăн çĕршыва тăрантармалла, — хирĕçлет старик. Çав самантра ăна чăнласах пĕтĕм çĕршыв пуласлăхĕ хумхантарать, старик ятлаçать, чĕререн пăшăрханать.
— Çÿлерех çыр эс, — сĕнет Лев Петрович.
— Мансăрах ăслисем нумай унта. Семен Михайлович Буденный хÿтĕлекелет-ха лашасене. Стариксем çав эпир, итлесшĕн мар пире. Стариксем…
Кайран, пенсие тухсан, «Каракуль» рысакне вăл МТСа парнелерĕ. Ун чухне директорăн çăмăл машина пурччĕ, те конюх тытса усрас мар тесе, тепĕр çултанах рысака сутса ячĕç. Старик пĕр виçĕ çул юнăхса çÿрерĕ, МТСа пырса та курмарĕ. Кайран, МТСа пĕтерсен, тĕрĕс турĕç тесе савăнчĕ, МТС çумĕнче хăй ветврачра ĕçленĕ тапхăра та «ухмахла тапхăр» терĕ; мана, аллă çул ветврачра ĕçленĕ çынна, вилĕ техника çумне кăкарса хурасшăн пулчĕç. Намăс, ачасем, намăс, терĕ.
Вăрçкаларĕ, вăрçкаларĕ те лăпланчĕ. Ăçта каян тата, механизаторсем патне каймасан? Вăл вĕсен поселокĕнче пурăнать, ăна МТС хваттер панă. Сайра хутра старик ветеринари станцине кайкаласа килет, вара тепĕр тапхăр савăнăçлă çÿрет.
— Çăмăлланчĕ ĕçлеме ветеринарсене. Колхозсенче халь апат тулăх. Эй, хам ĕмĕрте пайтах çакса таратнă выльăха сыватнă. Пайтах. Халь пулсан еплерех ĕçлемелле эп.
Выльăх тухтăрăсене вăл этем тухтăрĕсенчен ăслăрах тесе шутлать, врачсене «экскулап» тесе вăрçать.
— Чирлĕ этем вĕсене хăй чĕлхипе каласа паратъ, вĕсем тепĕр чухне тĕрĕс диагноз лартма та пĕлмеççĕ. Выльăхăн чĕлхи çук, анчах ку таранччен эп пĕрре çеç тăрĕс мар диагноз лартнă, ытти чирсене йăлтах тĕрĕс пĕлнĕ.
— Мĕнле тĕрĕс мар диагноз? — ыйтнăччĕ Лев Петрович.
— Пĕр ухмах тимĕрçĕ лаша урине ашĕ çине çапса таканласан. Лаша урнă пулĕ, терĕм, мана пата та ямасть. Тапать, çыртатъ. Персе пăрăхмалла пулчĕ.
— Кайран епле пĕлтĕн?
— Пĕлтĕм. Чăн-чăн тухтăр вăл юмăçран та вăйлă.
Андрей Ермолаевичăн мухтавĕ — кĕнекесем. Вĕсем унăн тепĕр районти библиотекăран та нумай: тăватă пысăк шкаф, урайĕнчен маччана çити икĕ çÿлĕк. Кашни эрнерех вăл кĕнеке магазинне утать, почтăпа çырăнса илет. Кĕнекисем унăн тĕрлĕрен: Маркс, Энгельс, Ленин, Сталин сочиненийĕсем, тĕнчипех чапа тухнă писательсен кăларăмĕсем, ялхуçалăх
литератури. Кивĕ интеллигенцие вăл ырлать, çамрăккисемпе «çăвăр автан» тесе ятлаçать. Имĕш вĕсем, виçĕ пуслăх пĕлеççĕ те, çынсене пилĕк пуслăх вĕрентме тăрăшаççĕ.
Андрей Ермолаевич питех те ырă кăмăллă, палламан çын пырсан та апат лартмасăр ямасть. Хăйне кăна шел, ватлăха пĕччен ирттерет. Хавшарĕ ав, ытла та хавшарĕ, — ассăн сывлать Лев Петрович. Каярахпа, мĕн хушăра çывăрса кайнине те сисмест.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 ]
4
Ирхине Тая çăмарта ăшалать, каллех сăмавар лартать. Тул çутăласси катара, анчах Лев Петрович мастерскойне ирех кайма хăнăхнă, паян ачисене те шкула хатĕрлесе ярас пулать, хăйĕн те ĕçе васкамалла.
Андрей Ермолаевичпа Лев Петрович иккĕшех ирхи апат çиеççĕ. Ачасем вăранман-ха.
— Левушка, шăматкун ман пата пырăр.
— Санăн çуралнă кун ун чухне. Манман-ха эпир, пырăпăр.
— Сакăрвун саккăр тултаратăп.
— Аптрамастăн-ха халь. Шăлусем те иккех ÿкнĕ.
— Пурăнасчĕ, Левушка, вилес килмест. Пурнăç çулран-çул юсанса пырать. Çынсем пурăннине курас килет.
— Тая эрнекун пулăшма пырать.
— Пытăр çав. Çавна каласшăн.
Андрей Ермолаевич апат çисе чей ĕçнĕ хыççăн тав тăвать, Тая аллине чуптăвать, кĕсйинчен кăларса уçă тыттарать.
— Эп килте пулмасан, хăвах уçса кĕр. Виçмине уяв пекки ман. Ыран каçхине кăштах апат-çимĕç хатĕрлеме пулăш, Тая.
— Хăв ĕçместĕн. Камшăн хатĕрлес?
— Хăвăр пыратăр. Ветстанцинчен икĕ мăшăр, сирĕн директора чĕнес. Кам ыр сунать старике — пырĕç.
Вĕсем Лев Петровичпа урама тухаççĕ. Çаплипех шартлама сивĕ тăратъ. Тÿпе ярах уçăлса кайнă, таçти вĕçĕмсĕр уçлăхран килекен сивĕ те йăлтах çĕр çине аннăн туйăнать.
— Ан ман, Левушка. Кĕрсе тухкала, — алне парать Андрей Ермолаевич.
— Шăматкун, Андрей Ермолаевич.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 ]
5
Эрнекун каçхине Лев Петрович Шупашкартан кая юлса çитрĕ. Шофер ăна тÿрех килне леçсе хăварчĕ. Пÿрте вăл пысăках мар чăматан çĕклесе кĕчĕ. Вовка кăна-мĕн.
— Аннÿ ăçта? — ыйтре вăл унран.
Кĕнеке тытса ларнă ывăлĕ çĕкленчĕ, хăй пĕлекен хыпара пытармасăр пĕлтерчĕ.
— Андрей Ермолаевич вилнĕ. Анне унта.
Лев Петрович аллинчи чăматан çĕре татăлса анчĕ.
— Епле вилнĕ? — ыйтрĕ вăл тĕлĕнсе.
— Ватăлса вилнĕ, — тавăрчă ывăлĕ.
— Çуралнă кунĕ ун ыран. Парне илтĕм эп ун валли. Кролик тĕкĕнчен çыхнă свитер, сурăх тирĕнчен çĕленĕ ăшă пушмак.
— Анне çана çитсенех пыма хушрĕ.
Лев Петрович урайĕнчи чăматана çĕклерĕ, ăна лартса хăвармасăрах пÿртрен тухса ыткăнчĕ.
Çанталăк çемçелнĕ ĕнтĕ. Тÿпене кăвак пĕлĕтсем сырса илнĕ. Çил те тухнă. Вăл йывăç турачĕсем, пралуксем çинчи паса çĕре тăкать. Çул хытти те çемçелнĕ. Лев Петрович юпасем çинче çакнă лампочкăсем çутинче хăй килнĕ машинăн йĕрне курса кайрĕ.
Сакăр хваттерлĕ çурт патне çитсен кăна чупма чарăнчĕ, сывлăшне çавăрса ячĕ. Аялти хутри алăка питĕрмен, унтан сас-хура илтĕнет, анчах сăмахĕсене уйăрма çук. Сахал килнĕ-и кунта Лев Петрович? Кашни уявра
тенĕ пек пулнă. Тăван та мар вĕсем, пĕр-пĕринпе паллашнă та уйрăлман урăх, тăванран та çывăх пулнă.
Вăл алăка тĕксе уçрĕ. Тăксĕм те пĕр кантăксăр пÿлĕмре лампочка саррăн тĕлкĕшсе çунать. Çынсем зала пухăннă. Лев Петрович малтанах Тайăна асăрхарĕ, унтан Андрей Ермолаевич кÿршине, трактор бригадин бригадирĕ пулнă Петр Григорьевича, унăн арăмне Анфиса Васильевнăна курчĕ. Çÿллĕ те хытанка Анфиса Васильевна Лев Петрович кĕрсен сăмахне тепĕр хут çирĕплетрĕ:
— Кăнтăрла кроликĕсене тухса апат панине хам куртăм.
Лев Петрювич çапла ăнланчĕ: Тая пырса кĕрсен пÿлĕмре никам та пулман иккен. Шала, Андрей Ермолаевич çывăракан пÿлĕме, кĕме хăйман вăл. Люсьăпа Петя амăшĕ патне килсен аташкаласа шалти пÿлĕме кĕреççĕ те каялла чупса тухаççĕ.
— Анне, Андрей мучи те килтех, çывăрать, — теççĕ.
Тая чĕри тин сиссе илет. Кĕрет те: Андрей Ермолаевич хытнă та ĕнтĕ, пуçелĕкĕ умĕнче кăна пĕчĕк кĕленче выртать. Те эмел ĕçсе вилнĕ, те чирлесе?
— Акă, — терĕ Тая, — сĕтел çинче сан валли çыру выртать. Конвертне çыпăçтарнă, уçас темерĕмĕр.
Лев Петрович çырăва уçрĕ, Андрей Ермолаевич почеркне палларĕ.
«Левушка, тусăм! Манăн юлашки ыйтăвăм çапла: хăв аçуна пытарнă пек пытар мана. Эп сана хам ывăлăма юратнă пек юратрăм, халь те юрататăп. Анчах çĕр-анне — ĕмĕрех хыт кукар карчăк — малтан вăл пире пурне те çуратса пăхса ÿстерет, кайран хăй патне илет. Тупăкне, Левушка, юманран тутар, часах çĕрсе кăям мар, палăкне эс хăв аллупа ту (ку енĕпе эс ăста, сахал мар çынсене ыр турăн). Тупăкăма трактор çуни çине лартса илсе кайăр. Халь тинех ăнлантăм: тĕнчере паян выльăх мар, техника хуçаланать. Пытарсан, виçĕ хутчен пăшалтан перĕр. Эпĕ — полковник, вунпĕр çул вăрçăра ирттертĕм. Апла пулсан, эп — салтак, мана та салтак пек пытарăр.
Карпэнт туа пома нэпотэс, тенĕ латынь, е вырăсла куçарсан: плоды твои внуки поделят, тени пулать. Эсĕ манăн ывăлăм, манăн пĕтĕм япала санăн. Хваттере, май пулсан, районти ветеринари музейĕ тăвăр. Кунта ялхуçалăх литературин библиотекине хăвар, унтах — районти ветеринари историйĕ. Ытти кĕнекисене хăв патна куçарса кай. Мана пытарнă чух укçана ан шелле, перекет кассинче çителĕклех. Юлашкипе ача сачĕ валли никĕс хывăр, туса пĕтермелĕх патшалăх укçа парĕ.
Больницăна касма илсе ан кайăр. Вĕсене хамах диагноз лартса паратăп: недостаточяая деятельность миокарда е тата пуç мимине юн кайма пултарать.
Халăхшăн пурăнтăм, Левушка, халăхпа пытарăр. Сисетĕп: аннемĕр-çĕр чĕнет мана. Ак менелнике ирттерĕпĕр, сана çак çыру ăçта выртнине ун чухне калăп. Эп вилсен уç эс ăна. Ан макăр. Малашне те хăвах пул: эс пуçаруллă, эс талантлă, сана калама çук телейлĕ пурнăç кĕтет. Аудентэс фортуна адьюват — хăюллине шăпа та пулăшать. Ĕçре эс яланах хăюллă, малашне те çавăн пек пул.
Усалпа ан асăн. Çуркунне вилтăпри çине чечексем акса хăвар, пĕр хурăн ларт. Ваттисем хурăн лартма хушман, анчах маншăн хурăн Тăван çĕршыв пек туйăнать. Телейлĕ эп. Ют çĕршывсенче те пултăм, ун чухне мана вилĕм тивмерĕ. Халь тăван çĕрте выртăп.
Пурте сыв пулăр.
Е. Е. Ермолаев».
— Мейĕр, вулăр, — терĕ вăл, юхса аннă куççуль тумламĕсене шăлса. — Эх, Ермолайч, Ермолайч… Эп сан валли парне илсе килтĕм. Ма пурнас мар сан хăвăн менелникуччен?!
— Темскерле эмел ăçсе вилмен-ши вăл? Кĕленчине тухтăрсене кăтартас, — терĕ Петр Григорьевич.
— Коньяк вăл, — тавăрчĕ Лев Петрович. — Манран та пытараттăн хăв чирне, анчах эп пĕлеттĕм.
— Епле коньяк? — чăтаймасть кÿрши. — Вăл пилĕк çул эрех сыпмасть.
Чăтаймасть Лев Петрович калаймасăр:
— Ĕмĕрне эмел ĕçмен вăл. Коньяка чĕрепе аптрасан сыпкăмшар сыпнă. Ăнлантăн-и? Ку хутĕнче, ав, ĕлкереймен. Пурнатчĕ атту.
Андрей Ермолаевич Петр Григорьевича хисеплеменнине пĕлет вăл. Вĕсене хыт кукар пулнăшăн, кашни пус укçана перекетленĕшĕн кăмăлламастчĕ старик.
— Çавах тухтăрсене кăтартас.
— Кăтартăр ара, — тесе Лев Петрович тухса каять.
— Ăçта каян эс? — чарма хăтланать Тая.
Инженер Вася бугров слесаре кайса чĕнчĕ, мастерсскойра вĕсем иккĕшĕ çур çĕр çитичченех ĕçлерĕç: хулăн тимĕр листисем касса хучĕç, ирхине ирех пырса палăка электросваркăпа çыпăçтарса тухрĕç, вĕçлекине çăлтăр касса лартрĕç, сарларĕç.
Хăй хушша хăварнă пекех пытарчĕç Андрей Ермолаевича. Хĕрлĕ бархатпа витнĕ юман тупăка трактор çунапа туртса пычĕ, салхуллă кĕвĕ калакан оркестр сасси мотор шавĕпе хутшăнса керлерĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, сунарçăсем пăшалтан виçĕ хут печĕç. Чечек кăшăлĕсен шучĕ те çук: КПСС парти райкомĕнчен, райĕçтăвкомран, колхоз правленийĕсенчен, районти хаçат портретпах некролог пичетлерĕ. Халăх пасарти пекех кĕшĕлтетрĕ. Хуларан та, таврари ялсенчен те пухăнчĕç. Пурăннă чух, юлашки çулсенче ун патне никамах та çÿремерĕ. Халь, ак, вилсен кăна халăх епле ырă çынна çухатнине туйса илчĕ, хăйне çак вилĕмшĕн парăмри пек туйрĕ.
Ĕçлекенсене хăналама Тая Андрей Ермолаевич хваттернех илсе кайрĕ. Лев Петрович, варарахпа пыратăп тесе, хăйĕн ĕç пÿлĕмне кĕчĕ. Ывăнчĕ вăл çак икĕ талăкра. Тата мĕнпе татмалла-ха унăн хăй юлташĕ умĕнчи парăма? Çук, кĕнекисене хăй патне илсе кавăл, ялхуçалăх техникин уйрăмĕн библиотекине парать. Вулаччăр механизаторсем, ырăпа асăнччăр. Анчах латин чĕлхин кенекисене илет. Мĕнех, пушă вăхăтĕнче вĕренĕ. Ăслă челхе
пулмалла. Андрей Ермолаевич халалласа хăварнă укçапа вăл ача яслин пÿлĕмĕсене гипсран эрешлет. Курччăр ачасем хитрелĕхе. Атту халь строительсем клуба та, витене те пĕрешкел тăваççĕ. Çара стенасем, сара мачча. Сада вăл Андрей Ермолаевич бюстне тутарса лартать. Тивĕçлĕ ăна старик.
— Эп вилсен ман тупăк хыççăн кам утĕ? — пырса кĕчĕ сасартăк Андрей Ермолаевич каланă сăмах Лев Петрович хăлхине.
— Утаканĕ нумай пулчĕ, — сасăпах хуравларĕ ăна инженер.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 ]
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
- Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ