
Анатолий Емельянов — наградăсене тивĕçнĕ çыравçă, политик. Ялхуçлăх ĕçченĕсен пурнăçне сăнлакан калав, повесть тата романĕсемпе палăрнă, чăваш литературипе культура ĕçне хаклас тĕлĕшпе чылай рецензи тата хаçат-журнал статьин авторĕ… Тĕплĕнрех→
Менелник умӗн
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 ]
1
Хĕллехи каç — палламан вăрман, вĕçне-хĕрне тухса пĕтерессĕн туйăнмасть. Тахçан çăлтăрсем тухнă, сивĕ те тĕпсĕр тÿпере çÿçенмеллех сиксе чĕтреççĕ. Катăлнă уйăх та катари вăрмантан çĕкленет: вăл та шăнса кайнă, çурăмне палăрмаллах асатлатнă.
Ялхуçалăх техникин районти уйрăмĕнче кил хушшинче икĕ прожектор çунать, вĕсен çутинче сивĕ вăй çăмăл тĕтре пек палăрать. Икĕ хутлă кантурта пĕр чÿречеллĕ пÿлĕмрен кăна çутă тухать. Пас тытнă хурăнсем юмахри пек илемлĕ.
Малаллине вулас