Н. Иванова & В. Никитин: Игнатий Иванов

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Игнатий Иванов çинчен… Тĕплĕнрех→


Игнатий Иванов (1848 — 1883)

«Игнатий Иванов чăвашсене çутта кăларас ĕçре питĕ пысăк усă турĕ. Вăл, чăваш чĕлхине лайăх пĕлекенскер, хура халăхпа туслашма ăстаскер, шкулсене демократизацилеме, вырăнти халăхпа çывăхлатма тата вĕсен умĕнчи хисепне çĕклеме пулăшрĕ. Эпĕ сĕнсе кăтартса тăнипех вăл чăвашла калавсен пĕр вунă листаллă ал çырăвне хатĕрлерĕ; калавĕсене хăйне майлă, кăсăк, çыхăнуллă, ăслă, чĕлхе енчен тиркемелле мар лайăх çырчĕ. Унччен чăвашла литература чĕлхипе çырма та, шухăша хут çине сыпăнуллă хывма та пултарайман. Вырăс е тутар чĕлхинчен ăнăçсăр куçарса аппаланни çеç пулнă». (И. Я. Яковлев аса илнисенчен.)

Игнатий Иванович Иванов Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Пăва уесне кĕрекен Пăрăнтăк вулăсĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1856 çулта вăл Пăрăнтăкри удел шкулĕнче, унтан И. Я. Яковлевпа пĕрле Чĕмпĕрти çĕр виçевçисен курсĕнче вĕренет. Анчах кунтан вăл вĕренсе тухаймасть, килте хуçалăх ĕçĕсене тăвакан çуккине пула яла таврăнать. 1870 çулта ăна И. Я. Яковлев (ку вăхăтра вăл университетра вĕреннĕ) Хусана чĕнсе илет. Н. И. Ильминский профессор пулăшнипе хăй тĕллĕн вĕренсе ялти учитель ятне илме экзаменсем парать. Çав вăхăтрах вăл И. Я. Яковлев букварĕ валли тутарларан текстсем куçарать. 1871—1876 çулсенче Иванов тăван ялта, кайран Теччĕ уесĕнчи тĕрлĕ ялсенче учительте ĕçлет. Çак хушăра вăл ял пурнăçĕнчен илнĕ cюжетсемпе усă курса «Чăвашсем епле пурăнни» очерк тата 14 калав çырать.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ