
Геннадий Юмартпа Л. Трофимов — литераторсем, тĕпчевçĕсем… Геннадий Юмарт çинчен тĕплĕнрех→

Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→
Çемен Элкер
(1894-1966)
Семен Васильевич Васильев (Çемен Элкер) халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Пысăк Упакасси ялĕнчи 1894 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. 1908 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1915 çулта тĕнче вăрçине кайнă, йывăр аманса, Австрипе Венгри çарĕсен тыткăнне лекнĕ. Тыткăнран 1916 çулхи çу кунĕсенче таврăнать, пĕр хушă Петроградри госпитальте сипленет. 1917 çулхи ютă уйăхĕнче вал ялĕнчен Хусана каять, пĕр-пĕр курсра вĕренме ĕмĕтленет. Кунта пулас писатель Тимофей Абрамов сăвăçпа, Федор Павловпа, Г.Тал-Мăрсапа туслашать, вĕсем хавхалантарнипе литература ĕçне хутшăнать.
Çемен Элкер вунвиçĕ-вунтăватă çулсенчех вĕренмелле сăвăсем çырнă, Хусана кайнă тĕле унăн пĕр тетрадь сăвă пулнă. Революциччен çырнă сăвăсĕнчен унăн виççĕшĕ Совет саманинче пичетленнĕ, уйрăм статйисем 1917 çулта тухаса тăнă «Хыпар» хаçатра кун çути курнă.
Çемен Элкер – Ф. Павлов, Г. Тал-Мăрса, И. Ахах, М. Çеçпĕл ÿсĕмĕнчи поэт. Вăл хăйĕн пултарулăхĕпе П. Хусанкай ÿсĕмĕнчи сăвăçсене пулăшса пынă, май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ 1940 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче кăларнă Указра С.В. Элкере Чăваш халăх поэчĕ ятне йанă.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
- Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ