Н. Иванова & В. Никитин: Иван Яковлев


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Иван Яковлев – çĕнĕ çырулăха пуçарса йĕркеленĕ вĕрентÿçĕ – сĕм тăлăх ÿснĕ. Усрава илнĕ кил-йыш ăна нумай ĕçе хăнăхтарнă, çавăнпах ĕнтĕ вăл та нумай çынна пулăшма тăрăшнă: чăваш ачисем валли шкул уçнă, учебниксем кăларнă… Тĕплĕнрех→


Иван Яковлев

(1848 — 1930)

Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта туртнă паттăр Иван Яковлева чысласа ака уйăхĕнче çулсеренех Чăваш чĕлхи кунне ирттереççĕ, Яковлева мухтаса сăвă-юрă янăрать. Тăван халăх умне унăн сăваплă ĕçĕ-хĕлĕ хăйĕн пĕтĕм чыс-хисепĕпе тухма пултарчĕ.

Илемлĕ сăмахлăх ĕçне вăл хăйĕн вĕренекенĕсемпе — Алексей Рекеевпа тата Игнатий Ивановпа тĕн кĕнекисене чăвашла куçарма тытăннинчен пуçланă. Унтан юлташĕсене вĕрентĕксемпе вулантăксем хатĕрлеме яваçтарнă. Аслă француз Жан Жан Руссопа аслă вырăс Лев Толстой вĕрентĕвĕсем чăваш вĕрентÿçине хытă хавхалантарнă. Вĕсен шухăшĕсене вăл чăваш çыннисене пĕлтерме васканă. Çапла вара шкул ачисемпе пĕрле И. Я. Яковлев ача-пăча калавĕсен ярăмне хатĕрленĕ. Çав калавсем халĕ те пирĕн асран тухмаççĕ. И. Я. Яковлев ятарласа пысăк калав, повесть, роман çырма ĕмĕтленмен, вĕсене çырса ларма вăл вăхăт тупайман. Тĕрлĕ хутсем, отчетсем, çырусем çырсах хăшкăлнă. Яш чухне сăвăсем хайланă, вĕрентÿ ĕçĕнче кирлĕ тĕслĕхсене якатнă. Апла пулсан та И. Я. Яковлев — чăваш çыравçи. Унăн пысăк çырăвĕсем, аса илĕвĕсем, каласа панисем илемлĕ сăмахлăх йышне кĕреççĕ, хăйне евĕрлĕ эпистоляри жанрĕ шутланаççĕ. Унăн халапĕсем, хăш-пĕр çырăвĕсем кĕвĕллĕ проза пекех янăраççĕ.

И. Я. Яковлев Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче çуралнă. Ку ял халĕ питех те паллă. Унта И. Я. Яковлев вĕренекенĕсем — паллă вĕрентÿçĕсем, çыравçăсем, ÿкерÿçĕсем, юрăçсем çуралнă. Ялта тăван тавралăхпа ĕç тăрăм музейĕ пур.

Малашне Кăнна Кушки чаплăрах пулĕ, унти илемлĕ вырăнсем, Кăнла хĕрринчи ялсем аслă çутлăхçăна хисеплесе пурăнмалли халаллă вырăн шутне кĕрĕç.

И. Я. Яковлев ĕçленĕ вырăнсенче — Чĕмпĕрте, Сызраньте, Улатăрта, Хусанта, Мускавра унăн ятне манмаççĕ. Мускав хули варринче, Ваганьккă масарĕ çинче, чăвашсем çу уйăхĕн пĕрремĕш вырсарнинче çулленех аслă вĕрентекенĕмĕрĕн тăприне пуç тайма пухăнаççĕ. Çакăн пек пысăк хисепе И. Я. Яковлев хăйĕн улăпла хăвачĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, таланчĕпе тивĕçлĕ пулнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.