Н. Иванова & В. Никитин: XIX Ĕмĕр Вĕçĕнчи Çĕнĕ Çыруллă Сăмахлăх


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


XIX Ĕмĕр Вĕçĕнчи Çĕнĕ Çыруллă Сăмахлăх

Халăх пурнăçĕнче асра юлакан, тÿрех палăракан çулсем пур — вăрçă пуçланнă е хаяр инкек килсе çапнă çул, пăлхавăр вăхăчĕ… Анчах сăмахлăхпа ÿнер аталанăвĕнче çĕнĕ йышши юхăм, шухăшлав, сăнарлăх çав çулта пуçланнă тесе татса калама май килмест.

Чăвашсен çĕнĕ шкулне, çырулăхне И. Я. Яковлев хăй укçи-тенкипе, хастарлăхĕпе 1868 çулта Чĕмпĕрте йĕркелесе янă. Унчченех чăвашла вĕрентме пуçăннă çынсем Никита Бичуринпа Петр Талиев, Николай Базилевскипе Спиридон Михайлов тăван чĕлхе сăмахĕсене тăван алфавитпах çырма тăрăшса пăхнă, вĕренÿ кĕнекисем, сăмахсарсем хатĕрленĕ. Анчах вĕсен тертлĕ ĕçĕ сарăлса каяйман. Мĕншĕн-ши? Мĕншĕнĕ каламасăрах паллă: çын вырăнĕнче шутлайман «ют йăх» ачи-пăчине патша тытăмĕ пачах та вĕрентесшĕн пулман. Хресчене йытăлла кăкарса усракан йĕрке — крепостла йĕрке — тарçă халăха хутла вĕрентме чарса тăнă.

Чиркÿ тĕнне пачах ăнланман чăвашсем крешĕнрен мăсăльмана ялĕ-ялĕпе куçма тытăнсан, православи тĕнне саракан Синод вырăс мар халăхсем валли катехизиссемпе житисем, юрăсемпе кĕлĕсем кăлармалла тесе кăтарту (указ) парать. Ку пĕрремĕш утăм пулнă. 1864 çулта, хресчене улпут кăкарăнчăкĕнчен хăтарсан, пуçламăш шкулта тăван чĕлхипе калаçма ирĕк панă. Ку — иккĕмĕш утăм.

Виççĕмĕш утăм 1870 çулта, вырăс мар халăхсен ачисене шкулта хăйсен чĕлхипе вĕрентме ирĕк парсан килнĕ. Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсемшĕн тăрăшакан Н. И. Ильминский профессор ĕçĕ-хĕлĕ чăваш халăхне çак пысăк утăма пусма чылай пулăшнă. Вăл витĕм панипех И. Я. Яковлев çĕнĕ çырулăха, çĕнĕ вĕрентĕве йĕркелесе яма хăват тупнă. Халăха çутта кăларас шухăш ку вăхăтра анлăрах сарăлса пырать, çыруллă ÿнерçĕне аталанма май туса парать. Тĕрлĕ хуласенче (Ĕпхÿре, Хусанта, Чĕмпĕрте, Самарта) чăвашла куçару ушкăнĕсем йĕркеленеççĕ, вĕсене «Сăваплă Кури тăванлăхĕ» пулăшса тăрать. Ку тăванлăх чиркÿ тĕнне сарассишĕн тапаçланнă, тĕнпе пĕрле унăн чăваш сăмахне те сармалла пулса тухнă.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тăван сăмах, чĕлхе, ÿнер çул-йĕрне хамăрăн тĕп тымар тăрăх янă.

Вăл унчченхи пĕтĕм еткерлĕхе, ăс пурлăха, этеплĕхе — халăх сăмахлăхне, тĕн куçарăвĕсене, сапăрлăх вĕрентĕвĕсене — пĕр тымара кĕртме пултарнă. Чăваш пурнăçне ытти халăхсен лайăх енĕсемпе, хамăр тĕнче курăма ыттисен аслă вĕрентĕвĕсемпе çыхăнтарма май тупнă. Çавăнпа унтан туххăмрах нумай енлĕ ăстасем çĕкленсе тухнă. Патшалăх панă хут тăрăх Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ ун чухне хальхи вăтам шкул картине те ларайман. Унтан вĕренсе тухнисене аслă шкула илмен, ялти пуçламăш шкул вĕрентекенĕ пулма та ирĕк паман. Çавăнпа И. Я. Яковлев пултаруллă çамрăксене тĕн шкулĕсене, гимназисене малалла вĕренме вырнаçтарнă е вĕренмесĕрех экзаменсем партарнă. Ăслăлăхпа ÿнерсен тĕнчине тухмалли çул ун чухне урăх пулман. Çав çулпа Иван Яковлев малтан хăй утса пынă, хăй хыççăн ыттисене хистесех уттарнă. Хăйĕн аса илĕвĕсенче вăл çавăн пек çынсенчен Никифор Охотников математика, Алексей Кокель художника, Константин Иванов сăвăçа, Павел Миронов педагог-математика ырă сăмахсемпе мухтать.

XIX ĕмĕр вĕçĕ — И. Я. Яковлев вĕрентĕвĕпе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн чапĕ сарăлса пынă вăхăт. Шкул чăваш сăмахлăх аталанăвне тĕлĕнмелле пысăк хăват парса хăварнă. Ун пек пысăк витĕм каярахпа И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕ (ХХ ĕмĕрĕн 30—70-мĕш çç.) тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ (70—90 çç.) «Çил çунат» литература пĕрлешĕвĕ урлă тепре кăтартса пама пултарнă.

XX ĕмĕр И. Я. Яковлев чăваш халăхĕ валли нушапа асап витĕр суйласа илнĕ çул тĕрĕс пулнине хыттăн çирĕплетсе хăварчĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.