Н. Иванова & В. Никитин: Василий Магницкий


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Василий Магницкий — … Тĕплĕнрех→


Василий Магницкий

(1839 — 1901)

Чăваш халăхĕ таса кăмăлпа хисеплекен вырăс тĕпчевçисем йышлă. Вĕсенчен пĕри — Василий Константинович Магницкий, чăваш йăли-йĕркине çырса кăтартнă ăславçă, вĕрентÿçĕ.

Çураласса В. К. Магницкий Чирĕккассинче (Ядринăра) çуралнă. Аслашшĕ-ашшĕ чиркÿ çыннисем пулнă, ашшĕ П. Я. Яковлевпа çыру çÿретнĕ. Ачине вăл хутла хăй вĕрентнĕ, каярахпа Чурашри тиек патне янă. Унтан Шупашкарти, каярахпа Хусанти тĕн шкулĕсене ăсатнă. Тĕн семинарийĕнчен Василий Хусан университечĕн юридически факультетне вĕренме куçнă. Ăна ăслăлăх кăсăклантарнă. 1858—1862 çулсенче В. Магницкий университетри ирĕк шухăшлă студентсемпе пĕрле кĕрленĕ. Вĕренÿ хыççăн Хусанти суд канцелярнйĕнче хĕсметре тăнă.

Каярахпа В. К. Магницкий Шупашкар уесĕн 2-мĕш участокĕнче (хальхи Куславкка хулинче) суд следователĕнче ĕçленĕ. Чăвашсене чăвашлах вĕрентессишĕн вăл хытă тăнă. Чăваш йăлисене, халăх сăмахлăхне, суд ĕçпе тĕпчесе паха статьясем çырнă.

1877 çулта В. К. Магницкий хăй ирĕкĕпе Вятка кĕпĕрнине, Уржум уесне халăх училищисен инспекторне куçса каннă. Каярахпа Хусан кĕпĕрнине çав ĕçех куçать. Каллех чăвашсене хÿтĕлесе çырать, чăвашсен вĕреннĕ çамрăкĕсене хавхалантарса пырать. Çакăншăн ăна Елабугăна ссылкăна янă.

Пурнăçĕн юлашки пилĕк çулне В. К. Магницкий Етĕрне районĕнчи Шăмат ялĕнче ирттернĕ. Нумай ĕçленĕ, çырнă. Хăшпĕр ĕçĕсем, сăмахран «Тĕне кĕмен чăваш ячĕсем», хăй вилсен тин пичетленсе тухнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.