
Николай Золотницкий — чăваш тата ытти халăхсен çырулăхĕпе ăс пурлăхне пухнипе палăрнă филолог. Хусан университетĕнче вĕреннĕ, патшалăх пурлăхĕн палатинче ĕçленĕ. Вырăс мар халăхсен литературипе чĕлхи аталанса каяссине хирĕç пулнă пулин те чăвашсене тăван чĕлхепе вĕрентес ĕçе пуçарса яракансенчен пĕри пулса асăмăрта юлнă…. Тĕплĕнрех→
Тутар-казах сăввисем
Николай Золотницкий пухнă, куçарăвĕ Н. Иванова тата В. Никитин кĕнекинчен
Пытăм пасар пăхмашкăн,
Чÿречине уçмашкăн.
Шаккарăм, çапрăм —уçăлчĕ,
Тенки-ĕнчи тупăнчĕ.
Йытти тухрĕ вĕрмешкĕн,
Хĕрĕ тухрĕ чĕнмешкĕн,
йыттине илтĕм çĕççĕме.
Хĕрне илтĕм ытама.
Амăшĕ ырă çыннах-мĕн —
Вырăн сарчĕ кĕтессе.
Ашшĕ усал çыннах-мĕн —
Тукмак илчĕ тĕвессе.
Инкĕш ырă çыннах-мĕн —
Çул кăтартрĕ тумашкăн,
Пиччĕш усал çыннах-мĕн —
Ут утланчĕ тытмашкăн.
Хуçана
(Сăйланăшăн тав туни)
Апатна, апатна, апатна!
Перекет патăр сан пуçна.
Путене пек саркаланса,
Фазан кайăк пек авкаланса
Ырлăху килтĕр куç умне.
Эпир ларнă çĕн киле
Ырă вăй ашшĕ пытăрах.
Арăму пултăр йывăр çын.
Вун ик ывăл çĕклесен —
Ывăлне куçу юраттăр.
Турă панă телейÿ
Таптанса-юхса ан кайтăр.
Сана хаяр суннă çыннăн
Пасара пырсан лаши вилтĕр.
Килне пырсан арăмĕ вилтĕр.

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ