Спиридон Михайлов-Янтуш


Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Спиридон Михайлов-Янтуш

(1821 — 1861)

Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш — XIX ĕмĕрĕн 50—60-мĕш çулĕсенче Российăра палăрнă чăваш писателĕ, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ. Вăл 1821 çулта Муркаш районĕнчи Юнкăпуç ялĕнче çуралнă. Вулама-çырма хăй тĕллĕн вĕреннĕ.

Сăмахлăх ĕçне вăл 1851 çулта тытăннă. Унăн вырăсла çырнă статйисем, очеркĕсем, калавĕсем, новеллисем Хусанта «Казанские губернские ведомости», Петербургра «Русский инвалид», «Русский дневник», «Северная пчела» хаçатсенче, Мускавра «Москвитянин» журналта пичетленнĕ. Пĕрремĕш хайлавĕ «Повесть о пребывании в гор. Козьмодемьянске государя Павла Петровича» 1852 çулта «Казанские губернские ведомости» хаçатра тухнă.

1853 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче Хусан университечĕн типографийĕнче С. Михайлов-Янтушăн «Чувашские разговоры и сказки» кĕнекин тиражне пичетлесе пĕтернĕ те хулари Андрей Мясников комиссионерăн кĕнеке магазинне сутма илсе тухнă. Ун пирки «Казанские губернские ведомости» хаçатăн ноябрĕн 30-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пĕлтерÿ пичетленĕ.

Çак кĕнеке — чăваш халăх сăмахлăхĕпе литературин пуххи, вăл пирĕн çыруллă культурăн аталану çул-йĕрĕпе унăн пуçламăш тапхăрĕнчи сăн-сăпатне кăтартса паракан куç кĕски пек курăнать. Кĕскен каласан вăл чăваш халăх сăмахлăхĕпе литературинчи малтанхи антологийĕ шутланать.

Тăван чĕлхе — халăх чунĕ, унăн ăс-тăн пуянлăхĕ тетпĕр пулсан, халăх сăмахлăхĕ — халăхăн илемлĕ сăмах ÿкерĕ, халăхăн пурнăçĕпе культурин уйрăлми пайĕ, мĕншĕн тесен унта халăх ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, çутă ĕмĕчĕ уççăн курăнать.

«Чувашские разговоры и сказки» кĕнекере пичетленнĕ хайлавсене виçĕ ушкăна уйăрса тишкерме пулать: пĕрремĕшĕ — С. М. Михайлов вырăсла çырнă «Краткое этнографическое описание чуваш» ятлă пысăк очерк, иккĕмĕшĕ — С. М. Михайловна В. П. Громов пухнă чăваш сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем (юрăсем, юмахсем, ваттисен сăмахĕсем, çанталăка сăнанисем, тупмалли юмахсем, шÿтлĕ сăмах çаврăнăшĕсем), виççĕмĕшĕ— икĕ е виçĕ çын калаçнине çырса кăтартнă диалогсем.

Хусанти ăславçă А. А. Невзоров С. Михайловăн ĕçне хакласа çапла çырнă: «Паллă ĕнтĕ: чăвашсем пирĕн кĕпĕрнери тĕттĕм халăхсен шутĕнче тăраççĕ. Вĕсем хушшинчен вĕреннĕ çын, уйрăмах тата писатель тухни —ку таранччен пулман тĕлĕнтермĕш»,— тенĕ.

И. Н. Березин профессор та хăйĕн рецензийĕнче кĕнекен ăслăлăхри пĕлтерĕшне палăртса: «Чăваш тексчĕсен пуххине пичетлесе кăларса С. М. Михайлов хĕвел тухăç литературине пуянлатрĕ. Халĕ ученăйсем чăваш чĕлхин ытти чĕлхесем хушшинчи вырăнне тĕрĕсех тĕпчесе пĕлме пултарĕç»,— тенĕ.

Чăваш халăхĕн çыруллă культуринче С. М. Михайловпа В. П. Громов тунă пуçарăва малалла аталантарса тепĕр 45 çултан çеç, 1908 çулта, аслă И. Я. Яковлев Чĕмпĕрте умлă-хыçлах икĕ кĕнеке — «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» тата «Сказки и предания чуваш» пичетлесе кăларнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.