Спиридон Михайлов-Янтуш

Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Спиридон Михайлов-Янтуш

(1821 — 1861)

Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш — XIX ĕмĕрĕн 50—60-мĕш çулĕсенче Российăра палăрнă чăваш писателĕ, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ. Вăл 1821 çулта Муркаш районĕнчи Юнкăпуç ялĕнче çуралнă. Вулама-çырма хăй тĕллĕн вĕреннĕ.

Малаллине вулас

Халăх: Тутар-казах сăввисем

Николай Золотницкий — чăваш тата ытти халăхсен çырулăхĕпе ăс пурлăхне пухнипе палăрнă филолог. Хусан университетĕнче вĕреннĕ, патшалăх пурлăхĕн палатинче ĕçленĕ. Вырăс мар халăхсен литературипе чĕлхи аталанса каяссине хирĕç пулнă пулин те чăвашсене тăван чĕлхепе вĕрентес ĕçе пуçарса яракансенчен пĕри пулса асăмăрта юлнă…. Тĕплĕнрех→


Тутар-казах сăввисем

Николай Золотницкий пухнă, куçарăвĕ Н. Иванова тата В. Никитин кĕнекинчен

Пытăм пасар пăхмашкăн,
Чÿречине уçмашкăн.
Шаккарăм, çапрăм —уçăлчĕ,
Тенки-ĕнчи тупăнчĕ.

Малаллине вулас

Н. Иванова & В. Никитин: Николай Золотницкий

Николай Золотницкий — чăваш тата ытти халăхсен çырулăхĕпе ăс пурлăхне пухнипе палăрнă филолог. Хусан университетĕнче вĕреннĕ, патшалăх пурлăхĕн палатинче ĕçленĕ. Вырăс мар халăхсен литературипе чĕлхи аталанса каяссине хирĕç пулнă пулин те чăвашсене тăван чĕлхепе вĕрентес ĕçе пуçарса яракансенчен пĕри пулса асăмăрта юлнă…. Тĕплĕнрех→


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Николай Золотницкий

(1829 — 1880)

Чăваш çырулăхĕпе ăс пурлăхне аталантарассипе таса кăмăлпа ĕçленĕ вырăс çыннисем хушшинче Николай Иванович Золотницкий ячĕ хисеплĕ вырăнта тăрать. Вăл сăвăсем, тĕрленчĕксем, очерксем çырнă, халăх сăмахлăхне пухнă (Урхас Якурĕнчен 25 юрă çырса илнĕ), алтайларан, тутарларан, казахларан тата ытти чĕлхесенчен куçарнă.

Малаллине вулас