
Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →
Халăх Юррисем Çинчен
Чăваш юррисен сăвă виçи пирки пĕрремĕш хут А. А. Фуксăн «Записки о чувашах и черемисах Казанской губернии» ятлă кĕнекинче каланă. Кĕнеке çыраканĕ чăваш юррине «тĕрĕс виçеллĕ, тĕрĕс картлă (стопаллă) юрă» тенĕ. Ку сăмаха вăл çак юрă сыпăкĕ пирки каланă:
Айта, инке, вăрмана
Хора çырла пуçтарма.
Хора çырла пыл пекех,
Эсĕ, инке. чон пекех.
1856 çулта Хусанта В. А. Сбоевăн «Исследования об инородцах Казанской губернии. Заметки о чувашах» ятлă кĕнеки тухнă. Ку кĕнекере В, А. Сбоев чăваш халăхĕн сăмахлăхне çиелтен паллашнине кăна хаклама пăхакансене тиркесе çырнă. Вăл чăваш халăхĕн ытти халăхсенни пекех ăруран ăрăва куçса пыракан сăвă-юрăсем пуррине, çав юрăсем пурнăç йĕркипе çыхăнса тăнине кăтартнă. Вăл хăйĕн кĕнекинче пĕтĕмпе сакăр юрă çаптарнă. Халăх юрăçисенчен хăйсенченех çырса илнĕ юрăсене А. А. Фукс кĕнекинчи юрăсемпе танлаштарса В. А. Сбоев чăваш юррисен хăш-пĕр уйрăмлăхĕсене палăртса хăварнă. Вăл çапла çырнă: «…Чăваш сăввин тытăмĕ — тоника. Чăваш сăвви, пĕр енчен, логика ударенийĕ çинче, тепĕр енчен, сăмахсен ăнланăвĕпе пирĕн рифма вырăнне шутланакан аллитераци çинче никĕсленет. Анчах кун пек рифма вĕсен сăвă йĕрки вĕçĕнче мар, йĕрке пуçламăшĕнче е варринче пулать…». Çакăн пек шухăшах Н. И. Золотницкин «Заметки для ознакомления с чувашский наречием» ятлă кĕнекинче тĕл пулатпăр. В. А. Сбоевпа Н. И. Золотницкий кĕнекисенче ытларах чăваш юррисенче аллитераципе (хупă сасăсен янăравĕпе) сăмахсен вылянăвĕ пысăк вырăн йышăнни çинчен каланă. Чăн та, чăваш сăввисене хывакансем сăвăри сасă янăравлахĕшĕн питĕ тăрăшнă, аллитераципе сăмахсен вылянăвне çине тăрсах йĕркелештернĕ. В. А. Сбоевпа Н. И. Золотницкий аллитераципе сăмахсен вылянăвĕ чăваш юрринче рифма вырăнне пулать тени пĕр енчен тĕрĕс. Анчах та аллитераципе сăмахсен вылянăвĕн пĕлтерĕшĕ анлăрах. Чăваш юрринче аллитераци, ассонанс (уçă сасăсен янăравĕ) тата сăмахсен вылянăвĕ рифма вырăнне пулнисĕр пуçне сăвă кĕнекисене йĕркелекен меслет пулаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне халăх сăввинче тата рифма йĕрки хăй те пур.
Чăваш юррисенче сăвă йĕркисем пĕр тан сыпăклă пулнине Г. И. Комиссаров хăйĕн 1911 çулта тухнă «Чуваши Казанского Заволжья» ятлă статйинче тĕрĕс палăртнă, анчах вăл халăх сăввин виçи литературăра çирĕпленнĕ мĕнле сăвă виçипе май килет тесе ыйту лартнă та ăна вĕсемпе танлаштарма пуçланă. Ку вара пачах тĕрĕс мар. чăваш халăх юррисем хăйсем уйрăм виçеллĕ, вĕсем ытти чĕлхесем сăвă ритмĕнчен килмеççĕ.
(Н. И. Иванов тĕпчевĕнчен)
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ