Н. Иванова & В. Никитин: Дмитрий Ознобишин


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Дмитрий Ознобишин — чăваш халăх сăмахлăхне пухса вырăсла куçарнă çыравçă… Тĕплĕнрех→


Дмитрий Ознобишин

(1804 — 1877)

Чăваш литературипе интересленекенсем Дмитрий Петрович Ознобишин ятне аван пĕлеççĕ. Вăл чăваш халăх сăмахлăхне пухнă, ăна вырăсла куçарнă, Чăваш Хвети сăвви-юррисене çырса илнĕ. Чăваш сăмахлăхне «якатман алмаз» тесе мухтанă, халăх ăслăлăхĕн ырă енĕсене асăрхама тăрăшнă.

1832—1833 çулсенче Д. П. Ознобишин Шупашкарта пурăннă, кунта унăн пуян вулавăш (библиотека) пулнă. Кунтах вăл чăваш фольклористикин историне ырă ятпа кĕрсе юлнă Александра Фукс сăвăçпа туслашнă. Иккĕшĕ те А. С. Пушкинпа нумай хут тĕл пулнă, çыхăну тытнă. Душанбе хулинче пурăнакан арабистка Татьяна Гольц тĕпчевçĕ Дмитрий Ознобишин çинчен 1964 çулта «Сердце брата» кĕнеке пичетлесе кăларнă, утан вăл Д. П. Ознобишин сăввисемпе куçарăвĕсене уйрăм кĕнеке туса кăларас тесе чылай тăрăшрĕ. Д. П. Ознобишин çырнисен пуххи 1993 çулта Мускавра пичетленнĕ. Унта поэтăн сăн ÿкерчĕкĕ те пур. Вăл портрета А. Фукс сăнне ÿкернĕ художниках ÿкерме пултарнă. Икĕ портречĕ те пĕр виçеллĕ, çуллă сăрпа тунăскерсем. Сăнĕсене овала лартнă, пĕр майлă пăхтарнă — пĕр пеклĕхсем нумаййи тÿрех сисĕнет.

Дмитрий Ознобишин Ульяновск облаçĕнче халĕ Миза хулипе пĕрлешсе кайнă Троицкое салинче çуралнă. Чĕмпĕрсем хăйсен сăвăç-куçаруçине чыслă хисеплесе пурăнаççĕ. Вăл уçнă Китоври шкулта (халĕ — Инзăри 3-мĕш вăтам шкул) паян музей йĕркеленĕ, унта çулсеренех Д. П. Ознобишин кунĕсене ирттереççĕ.

Д. П. Ознобишин А. Пушкин вăхăтĕнчи паллă сăвăçсемпе— «Итали шкулĕ» ятлă ушкăн ертÿçипе С. Е. Раичпа, Ф. И. Тютчевпа, М. Ю. Лермонтовпа, А. А. Дельвигпа тата ыттисемпе çывăх хутшăнура пулнă. Çырасса вăл ятарласах юратупа çут çанталăк илемĕ çинчен çырнă, куçарнă чухне те «итали кĕввисене» .шыранă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.