
Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →

Никита Бичурин чăвашран тухнă паллă таврапĕлÿçĕ, синолог (Китая тĕпчекен), тĕн çынни (манаха кĕнĕ чух илнĕ ячĕ Иакинф)… Тĕплĕнрех →
Никита Бичурин (1777 — 1853)
Никита Яковлевич Бичурин — Иакинф атте пурнăçĕпе 9-мĕш класс кĕнеки тăрăх паллашнăччĕ. Аса илĕпĕр: Бичурин—тĕнчипе паллă китаевед, чăвашран тухнă малтанхи академик, тĕпчевçĕ, çыравçă, куçаруçă.
Ачалăхне вăл Шупашкар çывăхĕнчи Шемшерте тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçĕнче ирттернĕ. Саккăрта чухне, 1785 çулта, ăна Сĕве хулинчи училищĕне ăсатнă. Авалхи Сĕве хули халĕ Атăл варринчи утрав пулса юлнă. Унта Бичурин вĕреннĕ, пурăннă, пырса çÿренĕ çуртсем чиперех упранаççĕ. Вĕсенчен пĕр мăнастирĕнче сыватăш (больница) уçнă.
Никита Бичурин ячĕпе Шĕнерпуçĕнче музей пур. Сĕвепе Хусанта, Иркутскпа Кяхтăра халлĕхе асăну хăмисем çапман-ха. Ас тăватăр пулсан, Иакинф атте Иркутскра архимандритра тăнă. Вознесени манастирĕн пуçлăхĕ тата семинари ректорĕ пулнă. Иркутск облаçĕн архивĕнче Н. Я. Бичурин хăй аллипе çырнă хутсем нумай; Кяхтăра, китай шкулне уçнă хулара, пысăк портречĕ упранать.
Бичурин паттăрлăхĕ Китайра вырăс тĕн миссийĕ ертсе пынă вăхăтпа çыхăннă. Вăл унта китай чĕлхине тĕплĕ вĕреннĕ, нумай кĕнеке куçарнă, хăй те çырнă.
Бичурин вил тăпри Петербургра, Александр Невский лавринче. Кунта ăна манмаççĕ, мĕншĕн тесен Пушкин, Брюллов, Крылов, Белинский, Герцен, Бестужевсен тата ытти паллă вырăс çыннисен ячĕсене каланă чухне Иакинф атте те вĕсемпе пĕрле пулнине аса илеççĕ.
Иакинф Бичурин—чăваш халăхĕн мухтавĕ. Ун çинчен кĕнеке хыççăн кĕнеке тухнă. Эпир сире П. В. Денисов кăларнă «Н. Я. Бичурин» тĕпчевĕ тата Е. В. Владимировăн «Голоса участия и дружбы» кĕнекинчи очерка вулама сĕнетпĕр.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ