
Николай Ашмарин — тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ, чăваш чĕлхин 18 томлă словарьне пухса çутта кăларнă. Хусанта, Чĕмпĕрте, Бакура ĕçлесе пурăннă… Тĕплĕнрех→
Качи çăви
(Калав)
Кĕрхи сивĕ те нÿрлĕ ĕнтрĕк хупланăччĕ ĕнтĕ чăваш ырханккисене мăшăрлатса кÿлнĕ лăп-лап кÿмепе Кăрмăш уесĕнчи пĕр инçетри тĕттĕм кĕтесе çын çÿресе такăрлатман çулпа кайнă чухне. Пĕр чăваш ялĕнче ачасене нумайранпа вĕрентсе пурăнакан, иксĕмĕр тахçантанпах курнăçман авалхи тусăм патне хăнана çитме шут тытнăччĕ эпĕ. Самаях сивĕччĕ.
Урмăшса ал-хасакан çил пушанса юлнă анасем тăрăх шăртламаслансах пин-пин типĕ çулçăпа çÿп-çапа хăвалатчĕ. Пĕрре вăл вĕсене купаласа хурать, тепре каллех тĕрлĕ еннелле сапаласа хăвалать е тата вĕсене çавăрттарать-çавăрттарать те ăмăр пĕлĕт евĕрлех курăнмалла çÿлелле çĕклет — теттепе выляса йăпанать тейĕн. Кĕпçе пек пĕрĕнсе ларнă типĕ çулçăсем асапланса пĕтнĕ анасем тăрăх йăлтăртатса чупаççĕ. Вăхăт-вăхăт вĕсем усал асап кÿрекен çилрен хăтăлма канашласа илнĕ евĕр шăппăн пăшăлтатса чарăнаççĕ, анчах лешĕ вĕсем çине тата хаяртараххăн сиксе ларать те вĕсен пĕчĕк ĕмĕчĕсене чăл-пар салатса тăкать. Çил хумĕ айĕнчи таткаланчăк ырхан армути тунисем çĕр çинех лăпчăнаççĕ, тÿрленсе тăрсанах усал-тĕселпе сивĕрен хăранă пек чĕтреме пуçлаççĕ.
Вăрман пушаннă: вăл темле витĕр пурăнăçла пулса кайнă. Ĕмĕрхи юмансен айĕсене вĕçсе аннă çулçă пĕр евĕрлĕ сарă кавир пулса выртнă. Çил ачисем хурлăхлăн улани хăлхара тунсăх кĕвĕ çуратать. Таçта-таçта аякра куçа курăнман хор юрланăн туйăнса пырать. Тахăшĕ çав юрăра каялла тавăрма çук хаклă япала çухатнă пекех йĕрет тейĕн. Шуранка пĕлĕтсем вăрман çийĕн çÿлтен васканă майăн нÿрлĕ çĕр çине хуйхăллă куççуль тумламĕсене ÿкереççĕ.
Эпĕ Качи çăви текен пĕччен вил тăпри умĕн иртсе пыраттăм. Тĕксĕм тÿпе, юманлăхри вĕçсĕр шав мана вăрманти çак пĕччен вил тăпри çинчен хывнă халапа аса илтерчĕç. Вăл халапа мана ватă ямшăк чăваш темиçе те кала-кала панăччĕ…
— Тахçанах пулнă ку,— тенĕччĕ вăл.— Ватăсем ку ĕç Йăван патшачченех пулса иртнĕ теççĕ. Ун чухне çак тĕттĕм юманлăхсене вырăссем ура ярса пусайман пулнă-ха, чăвашсем вара куланай та, ясак та тÿлемесĕр ирĕклĕн хуçаланнă. Халĕ сĕм вăрман кашлакан, авалхи кĕреш юмансем кармашса ларакан вырăнта ун чухне чăваш ялĕ ларнă. Халĕ унăн йĕрĕ те çук.
Таçта вăрман ăшĕнче, ял сăмахне ĕненес пулсан — çын çÿремен уçланкисенче, ĕлĕк авалхи çынсене пытарнă тĕмескесем курăнкалаççĕ. Ялĕ вилсе пĕтнĕ-ши е урăх çĕре куçса кайнă — ăна никам та пĕлмест, анчах ялĕ çук. Вăл вырăна çăра вăрман чăтлăхĕ хупланă, ĕлĕк хĕрÿ пурнăç кĕрленĕ çĕрте халĕ выçă кашкăрсем чупса çÿреççĕ, çăткăн тăманасем çĕрлесерен кăшкăраççĕ.
Çав ĕлĕкхи вăхăтра ялта пуян та ăслă ватă çын Иçеней пурăннă. Питех те пуян пулнă Иçеней мучи. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ çук, утарĕсем вĕлле çине вĕлле лартнă, çÿллĕ пĕлĕчĕсенче тырри-пулли йăтăнса выртнă. Анчах турă Иçеней арăмне вăхăтсăр илсе кайнă-мĕн, юлнă вара вăл тăрса Качи ывăлĕпе кăна.
Ача чухнех Качи тантăшĕсем хушшинче сăнĕпе, ăсĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Качи урам тăрăх уяври пек çĕнĕ тумпа, юр пек шурă кĕпепе утса иртнĕ чухне хĕр-упраç йăлтах ун çине ăмсанса пăхнă. Кам улахра унран хаваслăрах пулнă, кам унран янкăсрах юрă юрланă, кам ун чухлĕ юмах пĕлнĕ? Эх, сăмах çапма пултарнă тăк пултарнă вара, тепĕр чухне пер сăмах çеç каласа хурать — хырăм хытиччен те кулса пĕтерейместĕп… Ăмсанмалла йĕкĕт пулнă Качи. Ялти кирек хăш чиперкке те ăна савăнсах качча тухмалла, анчах ăна пĕри те кирлĕ мар. Качи Мерчене юратса пăрахнă, пĕртен-пĕр ун çинчен кăна шухăшланă.
Тутар ратти пулнă Мерчен ашшĕ Çукей. Тахçанах таçтан килсе кĕнĕ те вăл ялта пурăнма тытăннă. Хуçалăхĕ унăн пысăках пулман, анчах укçа-тенкĕсĕр пурăнман. Килĕнче пурĕ те ватă арăмĕпе вăр-вар чипер хĕрĕ çеç. Хитре пулнă Мерчен: кĕрен сăнлă, таса питлĕ, пĕкĕ пек авăнчăк куç харшиллĕ. Хăтлă хĕре ял каччисем шутсăрах пăхнă, анчах вăл хăйне çирĕп тытнă, шавлă улахсенче е чăваш каччисемпе хĕрĕсен чун-чĕрине пуçĕпех вăратакан вăрманти хаваслă вăйăсенче ыттисем пекех вĕçерĕнсе кайман.
Нумайччен çÿренĕ юратса пăрахнă Качи Мерчен хыççăн. Анчах тăрăшни кăлăхах пулнă — хĕр-упраç хăй кăмăлне палăртман та.
Çуллахи шăрăх кун утă çулнă çĕрте Качи хĕре тĕл пулнă та каланă: «Тем тума та хатĕр эпĕ саншăн, килĕшсем манпа пĕрле пулма! Качча тухма килĕшместĕн пулсан пуçăма ĕмĕрлĕхех пĕтерсе хуратăн». Мерчен шухăша путса тăнă-тăнă та каланă:
«Ан тĕлĕнтер, тем те тума пултарăн-и? Эппин, эпĕ хушнă пĕр ĕçе туса пăрах, вара сана качча пыма килĕшĕп. Шикленсе ÿкетĕн пулсан эсĕ ху мана ĕмĕрлĕхех çухатăн… Пĕлетĕн-и, çавăнта, вăрманта, пысăк çырма хĕрринче, ватă Киремет юманĕ ÿсет Мана çавăн туратне касса килсе пар эсĕ…» Çапла каланă та Мерчен хăй çулĕпе малалла кайнă. Качи вара, пăлхавлă туйăмсемпе аптранăскер, хăйне хушнă хăрушă ĕç çинчен пуçне чиксе чылайччен шухăшласа тăнă.
Калама çук йывăр хуйха ÿкнĕ йĕкĕт, анчах мĕн тăвайăн? Пуçне ватнă-ватнă та вăл çапла шутласа хунă: «Мерченсĕр телейлĕ кун курайрас çук».
Тепĕр кун Качи ура çине шуçăмлах тăнă. Пуçĕнче тĕксĕм шухăшсем çаврăннă. Шухăшласа хунă хăрушă ĕçрен хăранипе чĕри сиксе тухас пек тапнă, анчах ăс-тăнне çавăрса илнĕ савни сăнарĕ хура шухăшсене сирсе янă та куç умне малашне иксĕлми телей килессĕн туйăннă.
Ура сырчĕ Качи, тăхăнчĕ, пуртă илчĕ, уничене тухрĕ те ансăр сукмакпа тĕреклĕн утса кайрĕ— авалхи вăрмана, Хаяр Киреметĕн манăçми юманĕ патне. Качи тарăн вар патне çитнĕ чухне хĕвел те тухманччĕ-ха, кайăксем те хăйсен ирхи хавас юррисене тапратайманччĕ. Хура вăрман лăпкă тĕлĕкпех сĕмленнĕ. Лере, сарлака уçланкăра, ĕмĕрхи хăватлă юман турачĕсемпе саркаланса ларнă. Унăн тимĕр тымарĕсем, ура чĕрнисем пекех, çĕр ăшнелле тарăна кĕрсе пĕтнĕ, вăл хăйĕн симĕс тăррипе кăвак тÿпене çитиех туртăннă, пăхаттир аллисене тăснă пек карăнтарнă хăрса ларнă çирĕп турачĕсене.
Чĕтреме ернĕскер, Качи йывăç патне шăппăн пырса тăнă. Чĕри сикнĕ унăн, аллисем чĕтренĕ, пуртă аврине вăл мелсĕр чăмăртанă. Сасартăк унăн куçне Мерченĕн тĕлĕнтермĕш асам сăн-пичĕ курăнса кайнă. Асран тухнă пек тискеррĕн сулса янă Качи пурттине, йăлкăшакан хурçă вичкĕнĕ сывлăшра вĕлтлетсе илнĕ те — пач сасăсăр, шăппăн сывлăмпа йĕпеннĕ çĕр çине таса йывăçăн турачĕ татăлса ÿкнĕ. Симĕс турат çĕр питне перĕнме кăна ĕлкĕрнĕ — çав самантрах аслатиллĕ çиçĕмсем вăрманти сас-чĕвсĕр шăплăха хускатса янă. Тăвăл кĕрлесе кайнă, çиçĕм çиçнĕ, ватă юмансем шавласа чĕтренĕ, лаша ури сассисем хыттăн илтĕнме пуçланă та вăрманти тĕттĕм чăтлăхран Киреметĕн хаяр турри килсе тухнă. Ун çинче шурă сукна шупăр пулнă, шĕвĕр тăрăллă тилĕ çĕлĕкĕ кăвак пуçне илемлетсе тăнă, шурă вăрăм сухалĕ пиçиххи таранах усăнса кайнă. Ут таврашĕ ылтăн-кĕмĕлпе йăлтăртатнă. Лаши тискеррĕн кĕçеннĕ, куçĕсем вутлă хĕм сирпĕтсе тăнă. Качи ал-урине пăр пек сивĕ хытарса лартнă. Хăрушшăн та тискеррĕн ахăлтатса янă Киремет, утне телейсĕр каччă патне сиктернĕ те лешне кăкăрĕнчен хăйĕн чĕн нухайккин аврипе перĕннĕ. Аслати çапса пăрахнă пек сывлайми пулнă Качи çĕре ÿппĕн тĕшĕрĕлсе аннă, вилĕ аллисене икĕ еннелле сарса пăрахнă. Киремет лашине хăвăрт çавăрса тĕттĕм вăрман варринелле вирхĕннĕ.
Ялта Качи çуккине часах сиснĕ. Шыранă-шыранă та юлашкинчен виллине таса юман патĕнче тупнă. Унăн кĕпе çухавийĕ çурăлнă, шуранка кăкăрĕ çинче хура йĕр уççăнах палăрса тăнă. Вăл вĕри тимĕрпе хĕртсе кăларнă йывăç турачĕ евĕрлĕ курăннă.
Ватă Иçеней хуйхăпа хуçăлса аннă. Мерчен вара çак сарăмсăр инкек çинчен илтсенех тăнран кайнă пек пулса вăрмана чупнă, ахлата-ахлата сивĕнме ĕлкĕреймен ÿте ыталаса илнĕ. Пĕрре вăл макăрнă, тепре ахăлтатса кулнă, ăна киле вăйпа аран-аран илсе кайнă. Çавăнтах, çырма хĕрринчех, ватă Киремет йывăçĕ айĕнчех пытарнă Качие. Мерчен вара ун вил тăпри çине кунсеренех чупа-чупа пынă, макăрнă, типсе хăрса, аван марланса кайнă, пĕтнĕ. Унăн тахçанхи чиперлĕхĕн йĕрĕ те юлман. Çапла çÿренĕ-çÿренĕ Мерчен вил тăпри çине, кайран вара çухалсах кайнă пулмалла та тĕттĕм вăрманта вилсе выртнă.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ