Н. Иванова & В. Никитин: Сĕрен уявĕ


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Сĕрен уявĕ

Калăм эрни вĕçĕнче сĕрен хăваланă. Сĕрене ăна хăш çĕрте ирпе, хăш çĕрте каç кÿлĕм пуçланă. Авалхи вăхăтра сĕрен хăвалама вăй питти арçынсем тухнă. Христос тĕнĕ сарăлма пуçласан çак уява ача-пăча ирттерме тытăннă, хĕр-упраç сĕрене хутшăнман.

«Сĕрен»—авалхи сăмах, вăл «сĕр»—«хăвала», «хăваласа яр», «хÿтерсе яр» тенинчен пулнă. Сĕренте чăвашсем кивĕ çултан юлнă мĕн пур хатарлă япалана, мĕн пур усал-тĕселе ялтан хăваласа янă. Çавăнпа çак уяв ятне те «сĕрен» тенĕ.

Сĕрен ирттерме вăрмана кайса пилеш хуллисем касса килнĕ, шатăрмасем туса хатĕрленĕ. Сĕрен чупакансем калăм эрни тухнă чух ялти ятлă-шывлă ватă çын патне пухăннă.

Сĕрен хăвалакансем сĕрме купăссемпе, шăнăрсемпе, чăнкăртисемпе, параппансемпе кĕвĕ каласа, хытă шавласа-кĕрлесе çÿренĕ, шатăрмисене шатăртаттарнă, питлĕх çапнă, çава шакканă.

Ял пĕр вĕçĕнчен пуçланă та сĕрен хăвалама ял тепĕр вĕçне çитиччен пĕр кил те сиктермесĕр кашни киле кĕре-кĕре хĕвеле май çаврăннă. Хапха умне çитсенех сĕрен ачисем хулăсемпе çапа-çапа: «Сĕрен! Сĕрен!»—тесе кăшкăрса тăнă. Кил хуçисем хирĕç тухсан сĕрен такмакĕсем каланă. Ырă хуçасем сĕрен  чупакансем валли картиш варрине кĕреке хатĕрленĕ. Хăшĕ тата сĕрен пулакансене пÿрте кĕртсех хăналанă. Сĕрен ачисем: «Чир- чĕр кайтăр! Усал-тĕсел тартăр!»—тесе кил хушшинчи кашни хуралтăна пилеш хуллипе çапса, пÿртри, кил-терĕшри çынсене те хулăсемпе «ачашласа» тухнă. Кил хуçисем сĕрен ачисене кучченеçсем парса ăсатса кăларса янă.

Ача-пăча ял тавра çăмартасем, кукăльсем пуçтарса çаврăнсан юлан утлă йĕкĕтсем сĕрен хăвалама тухнă. Каçа хирĕç ватăсем килĕрен киле кĕрсе сăра ĕçсе ял тавра çаврăннă та ял хыçĕнчи уничене, кăвайт çунтарса ларакан ачасем патне тухнă. Çерем çине шурă кĕççе сарса ун çине ачасем пухнă çимĕçсене кăларса хунă, пĕрле илсе килнĕ сăра чĕресĕсене уçса лартнă. Ачасем пилеш хуллисемпе сĕрен шатăрмисене кăвайт çине пăрахса çунтарса янă. Унтан çири тумĕсене, çĕлĕкĕсене хывса çÿлелле ывăтнă. «Чир-чĕр кайтăр! Усал-тĕсел тартăр!»—тесе вут çинче силленĕ. Вара пурте кăвайт урлă сике-сике каçнă та яла таврăннă.

Сĕрен кăвайчĕ умĕнче ача-пăча кăна савăнать тени тĕрĕс мар. Унта ватăсемпе яш-кĕрĕм те хăйĕн йĕркине тытса пынă. Яш-кĕрĕм юрланă сĕрен юррисенчен «Упи каçман çырминчен» юрă уйрăмах анлă сарăлнă.

Упи Каçман Çырминчен

Упи каçман çырминчен эпир каçса килтĕмĕр,
Упи тухман вăрманчен эпир тухса килтĕмĕр.
— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха…

Çÿл пăлтăрта вир пăтти — çиейресчĕ çупала…
— Йытă кулли пултăрах, йытă кулли пултăрах.
Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха…

Хĕвел анать, каç пулать, выляйрасчĕ хĕрпеле…
— Кĕтни харам пултăрах, кĕтни харам пултăрах.
Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха…

Ашшĕ хаяр тееççĕ, ашшĕ хаяр тееççĕ…
— Алтăр тĕпĕ сыв пултăр, алтăр тĕпĕ сыв пултăр.
Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха…

Амăш хаяр тееççĕ, амăш хаяр тееççĕ…
— Курка тĕпĕ сыв пултăр, курка тĕпĕ сыв пултăр.
Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха.

Инкĕш хаяр тееççĕ, инкăш хаяр тееççĕ…
— Енчĕк тĕпĕ сыв пултăр, енчĕк тĕпĕ сыв пултăр.
Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха.

Сĕрен Юррисемпе Такмакĕсем

Эй, хуçа, килте-и?
Çапла-çапла çÿретпĕр,
Авалхи йăлана пăрахмастпăр,
Çĕнĕрен йăла кăлармастпăр.

Турчки çине мĕн утланать?
Таракана мĕн çиет?
Хăнкăлана мĕн çиет?
Вун ик кукăль, пĕр чĕрес сăра!

* * *

Пĕри: Сĕрен! Сĕрен!

Ушкăнпа: Пире сăра памасан Чир-чĕр тухса ан кайтăр!
Пĕри: Сĕрен! Сĕрен!
Ушкăнпа: Пире эрех памасан Чир-чĕр туртса хутлаттар!
Пĕри: Сĕрен! Сĕрен!
Ушкăнпа: Пире укçа памасан Киремечĕ тапăнтăр!
Пĕри: Сĕрен! Сĕрен!
Ушкăнпа: «Пире пăрçа памасан Шĕпĕнпеле аптратăр!
Пĕри: Сĕрен! Сĕрен!
Ушкăнпа: Пире çмарта памасан Йĕрĕх çырлахма ан пĕлтĕр!
Пĕри: Сĕрен! Сĕрен!
Ушкăнпа: Пире сĕт-çу памасан Ĕне сĕтне типĕттер!
Пĕри: Сĕрен! Сĕрен!
Ушкăнпа: Кăна эпир ыйтмастăр,— Пирĕн ачасем ыйтаççĕ.
Пурте: Сĕрен! Сĕрен!

* * *

Сĕрен те сĕрен тееççĕ,
Ыран та мун кун тееççĕ.
Вун икĕ чăрăш пĕр кутран:
Тăрринчен татас, шан тăвас,
Çурринчен çурас, çурт тăвас.
Тăмана тытрăм, хуплу турăм —
Шăнтарай умне кучченеç.

Сĕрен Кĕлли

Эй, пÿртен, ан пăрахсамах пире, сана асăнатпăр, сан çине пур сĕрен халăхпе витĕнетпĕр, сана кĕл тăватпăр, çырлах пире, пÿртен. Ак сана, пÿртен, пур ял-йышпа хисеплесе икерч-кукăльпе, çăмартапа тата сăрапа асăнатпăр; эсĕ ĕнтĕ çакăн чухлĕ хисепленипе ырă пул, кун çути кăтарт пире.

Пÿртенĕн амăшĕ, çак ял-йыша чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра; çырлах пире. Эсĕ пÿртентен те аслă, вĕсем эсĕ ирĕк панипе пирĕн пата килеççĕ; эсĕ вĕсене чарса тăр. Эсир пире, пÿртен пулккисем, час-часах килсе ан аптратăр хăвăр час выçнипелен. Çак икерч-кукăльпе, çăмартасемпе хăвăр килĕрсенче куннĕн лăпланса пурăнăрах килес çулччен.

Пÿртене виçĕ кукăль, виçĕ икерч, виçĕ çăмарта паратпăр. Пÿртенĕн амăшне те виçĕ кукăль, виçĕ икерч, виçĕ çăмарта паратпăр. Тата пÿртен тăванĕсене пурне те пĕрле виçĕ кукăль, виçĕ икерч, виçĕ çăмарта паратпăр, эсир хăвăр йышпала валеçсе çийĕрех.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.