Игнатий Иванов: Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă


Игнатий Иванов çинчен… Тĕплĕнрех→


Çынна Мулшăн Туман, Мула Çыншăн Тунă

Мула ху чунăнтан ытларах юратма кирлĕ мар, укçа çынна тумасть, çын укçана тăвать.

Çирĕм пилĕк çул ĕлĕк пĕр Йĕçтук ятлă пуян çын пулнă. Вăл имсĕр-сумсăр хытă çын пулнă, çине-пуçне юрăхлă тумтир тăхăнман, нихăçан та çын пек юрăхлă апат çимен, вăл чыслă вырăнта выртса хăй чунне кантарман, ăçта килчĕ унта кăшт выртса каннă та часрах ĕçе кайнă, хăй ялан çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Вăл нихăçан та пуçне лайăх çĕлĕк илсе тăхăнман, тăла татăкĕсенчен хăй çĕлекелесе тăхăннă, алса та пасартан илмен, кĕрĕк татăкĕсенчен çĕлесе тăхăннă.

Пилĕкне пиçиххи вырăнне ăçта кантра, ăçта пăяв татăкĕ çыхкаласа çÿренĕ. Апатне, çăкăр нумай пĕтет тесе, юриех чĕрĕ çăкăр пĕçерттернĕ, ăна та икшер кăмака, пĕр çÿлĕк, пĕçерттерсе хунă. Лайăх çăкăра нумай çисе нумай пĕтет тенĕ, çаплах хытнă, кăвакарнă çăкăр çисе пурăннă. Пĕрре пиçнĕ ашпа икшер яшка пĕçерттернĕ: пĕр яшкара ашне çинĕ, тепĕр яшкара тути тухсан юрать тесе шăммине пĕçерттернĕ. Икшер-виçшер ĕне суса та çуне çимен, ялан сутнă, хамăр сĕтне-турăхне çисен те юрĕ, çуне сутса укçа тăвас тенĕ.

Пасара-мĕне кайсан, тырă сутма-мĕне кайсан нихăçан та кулач илсе çимен, çынсем кулач çинĕ чух вăл хытнă, шăннă çăкăрне кăшласа ларнă. Вăл çук çынсене, ыйткалакансене нихăçан та пĕр турам çăкăр та паман, ыйткалакансем пынине курсан часрах хапхине питĕрсе хунă. Унăн хăйĕн анкарти тулли тырă пулнă. Праçник вăхăтĕнче çынсем ĕçкĕ туса пĕр-пĕринпе ĕçнĕ чух вăл ниçта тухмасăр хапхине питĕрсе ларнă, хăй те никам патне те кайман, ун патне те никам та пыман. Тарçисем те ун патĕнче ниепле çын та тÿсеймен. Çулла вăл, хир ĕçĕ вăхăтĕнче, çутăличченех тухса кайса куç курми тĕттĕм пуличченех ĕçленĕ. Ĕç вăхăтĕнче вăл кăнтăрла нихăçан та выртса канман, суха вăхăтĕнче вăл пĕр лашине тăварса тепĕр лашине кÿлсе, чарăнмасăр, канмасăр сухаланă. Унта епле тарçă тÿссе пурăнтăр. Çавăнпа ун патĕнче ниепле тарçă та тÿсеймен. Унăн ывăл пулман, хĕрĕсем анчах пулнă, пилĕк хĕр. Вĕсене те каланă: «Эсир усăллă çынсем мар, сирĕн анăр-çаранăр çук, сире тăрантарни те харам, сирĕншĕн çăкăр ахаль сая каять»,— тенĕ. Тата хăй тĕллĕн тарăхса каланă: «Ку турă мĕншĕн ухмах-ши? Çук çынсен çиме çăкри те çук, тумланмалăх тумтирĕсем те çук, çапах пилĕкшер-ултшар ывăл пур, манăн ĕнтĕ мĕн тенĕ вăл пур, çапах та пĕр ывăл та çук. Турă ухмах çав,— тенĕ.— Кама епле кирлине пама пĕлмест»,— тенĕ. Йĕçтук çапла пурăннă, вăл хăй чунне хăй хĕрхенмесĕр йĕпе-сапара та, сурса сурчăк ÿкми сивĕре те юрăхлă тумтир тăхăнмасăр, юрăхлă вырăна выртса вăхăтлă ыйхине çывăрмасăр, тутлă апатне çимесĕр, çамрăклах, пĕр хĕрĕх çултах, вилнĕ.

Акă! Камшăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула хăй чунне хĕрхенмесĕр камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? «Хам вилсен хампа пĕрле илсе кайăп»,— тенĕ-ши? Пур япала пурте виçеллĕ, хисеплĕ кирлĕ çав; хытă пулни те пăсăк мар, анчах пĕлсе, хисеплĕ хытă пулма кирлĕ. Хытă пулма та, ĕçме-çиме те, тумланма та, юсанма та, вăхăтра выртса çывăрма та—пурте хисеплĕ, виçеллĕ кирлĕ. Çав Йĕçтук вилсен арăмĕ хĕрĕсемпе анчах юлнă. Ĕçлекен çук тесе вара аслă хĕрĕ патне пĕр çынна киле кĕрÿлĕхе кĕртнĕ. Вăл килне кĕртнĕ кĕрÿшĕ Микулай ятлă, вăл Микулай тăлăх ача пулнă, унта кĕриччен çын патĕнче тарçăра çÿренĕ. Унта кĕрсен вара Микулай хăй хуçа пулнă. Карчăкĕ ĕлĕк тунă укçисене анчах Микулай аллине паман, хăй аллинче усранă, тыррине, выльăх-чĕрлĕхне — пурне те Микулая ирĕк панă. Çав карчăк укçине хăшне хĕрĕсене панă, хăшне çынсене кивçен паркаланă, хăй вара нумаях пурăнман, вилнĕ. Вăл вилсен укçасем ăçта панă, унтах пулнă, вĕсене кĕрÿшĕ илеймен. Кĕрÿшĕ хăй те пур çине пур тума пултарайман. Йĕçтукран юлнă тыррисене сута-сута пĕтернĕ. Вăл тырă сутнă укçине чипер тытса пурăннă пулсан ăна пурăнмалăх пурччĕ-мĕн, анчах Микулай хăй тыта пĕлмен, вăл укçине алса ăшне чиксе кĕлете, çÿле, хуп хушшине хĕстерсе хунă та ăна унта шăши çинĕ. Вăл укçасем пурте хут пулнă иккен. Çавăнтан вара Микулайăн укçи те пулман, тырă та ĕлĕкхи пек тăвайман тата хăй ăçта сутă тума хăтланса, ăçта çип пĕвеме, хăй пĕлмен ĕçе тытăнса, хăй меле пĕлмен пирки юлашкине те салатса пĕтернĕ, вара хăй те парăма кĕнĕ. Çапла вара Микулай вĕçне тухнă. Халĕ ĕнтĕ пит начар пурăнать, çиме те хăй çăкри çитмест.

Акă! йĕçтук хăй ĕмĕрне укçана парăнсах вилнĕ. Хăй чунĕнчен ытларах укçана хĕрхеннĕ.

Укçана та чухлама кирлĕ, ху чунна тата ытларах чухлама кирлĕ. Укçа вырăнне укçа тата пулать, çын вырăнне çын пулмалла мар. Çыншăн сывлăхран хаклă япала çук.

1872—1875

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.