
Иван Яковлев – çĕнĕ çырулăха пуçарса йĕркеленĕ вĕрентÿçĕ – сĕм тăлăх ÿснĕ. Усрава илнĕ кил-йыш ăна нумай ĕçе хăнăхтарнă, çавăнпах ĕнтĕ вăл та нумай çынна пулăшма тăрăшнă: чăваш ачисем валли шкул уçнă, учебниксем кăларнă… Тĕплĕнрех→
Аса илнисем
(Кĕске сыпăксем)
I
Кăнна Кушки ялĕн (каярахпа — салин) çыннисем çиелтен пăхсан православи христианĕсем шутланнă, чăннипе вара хăйсем халăх тĕнĕпех пурăннă. Православи священникĕ патĕнче вĕсем ача ят хунă е ытти ĕçсене ирĕксĕртен кăна ирттернĕ. Тĕслĕхрен, пĕрлешнĕ чухне, çынна пытарнă е ытти чухне хăйсен йăлинех тунă, çавăнпа та христианство Кăнна Кушкинче те, çывăхри ытти ялсенчете ячĕшĕн, хут çинче, çиелте çеç пулнă.
Пÿртсенчи кĕтессенче турăшсем çакăнса тăнă пулсан та, тĕсĕшĕн кăна упраннă — тусанлă, хăрăмлă, эрешмен карриллĕ, лампадăсăр. Пÿртсенче авалхи йĕрĕхсене пытарса усратчĕç. Çапла, Пахомовсен кивĕ çуртĕнче йĕрĕх кĕлетки пурччĕ —турă мар, хаяр хăват. Кил-çурта хаваслăх илсе килтĕр те хуйхăпа инкек-синкекрен хăтартăр тесе чÿк паратчĕç ăна. Кунтăка çĕтĕкпе витсе лартнăччĕ. Ку йĕрĕхе эпĕ нихăçан та курман. Çавăн пек усал вăй паллисем ытти çуртсенче те пурччĕ. Вĕсене курнă вара. Вĕсем этем кĕлетки пек марччĕ, ахаль кăна тăхлан, йывăç татăкĕсемччĕ. Вĕсене хисеплетчĕç, чÿклетчĕç. Кăнна Кушки çыннисем священника нуша ĕçĕшĕн укçа, çăмарта тата ытти çимĕçсем панă, çулталăкра лешĕ темиçе хут та çапла пухса çаврăннă. Пĕчĕк чăваш ачисене чиркĕве илсе çÿремен, мăн кун чухне кайнă пулсан кăна. Пысăккисем те чиркĕве нуша килсен çеç кайнă… Мăн кун хыççăн священник ял тăрăх чăх, çăмарта, сĕлĕ тата ыттине пухса çÿретчĕ. Унпа пĕрле чиркÿ ялавне (хоругвьне) илсе килетчĕç, ăна чăваш ачисем, вăл шутра эпĕ те, йăтса çÿреттĕмĕр. Çакă пире, ачасене, савăнтаратчĕ. Ялава урама тăрăнтарса лартаттăмăр, ун патне парне йăтса пыратчĕç, ыраш, сĕлĕ, тулă, çăмарта тата ытти те. Чăвашсем пачăшкăна хăйсен пÿртне кĕртетчĕç, анчах тĕн çыннисене ним чухлĕ те хисеплеместчĕç.
Эпĕ Кушкăри пĕр вăййа ас тăватăп, 6—7 çулта чухне ăна хам та вылянă. Ачасем килсенчен православи турăшĕсене илсе тухатчĕç те (вĕсем тăваткал, йывăçран, çăмăл) пысăккисем умĕнчех урам тăрăх ярăнтарса яратчĕç: кам турăшĕ инçерех вĕçсе каять, çавă çĕнтеретчĕ. Ку вăл 1854 е 1855 çулхине çулла пулнăччĕ.
IV
Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕн должноçне 1867 çулта Н. И. Ильминский пуçарнипе, округ попечителĕ П. Д. Шестаков пулăшнипе туса хунă. 1875 çулхи августăн 26-мĕшĕнче вăл ĕçе мана çирĕплетрĕç. Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсенчен ман алла 1875 çулта пĕтĕмпех Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ кăна лекрĕ. 1877 çулта тин округра ытти чăваш шкулĕсем чăннипех мана куçрĕç, унччен вĕсене халăх училищисен инспекторĕсем (каярахпа — директорĕсем) сăнаса тăнă.
Чăваш шкулĕсем ку вăхăта икĕ тĕслисем уçăлнă — пĕр класлисем тата икĕ класлисем. Вĕсем пурте Хусан, Чĕмпĕр, Самар кĕпĕрнисене кĕнĕ. Халăх çут ĕç министерствине пăхăнса тăнă чăваш шкулĕсене учительсемпе учительницăсене ĕçе вырнаçтарасси тата ĕçрен кăларасси ман алла куçрĕ. Халăх училищисен инспекторĕсен, мана шанса панă виçĕ кĕпĕрне шкулĕсене çитсе курма тивĕçлĕ çынсен, ман патра — чăвашсемпе ытти ют халăх ыйтăвĕсен специалисчĕ патĕнче — вĕренмелле пулса тăчĕ. Анчах та вĕсем мана пăхăнса тăман пирки тата эпĕ хушнисене хăйсем тĕрĕслеме пултарнăран мана час-часах чăрмантарнă çеç мар, чăваш çутлăх ĕçне сиен те кÿнĕ — пĕрисем пĕлменнипе, теприсем пачах урăх сăлтавсемпе, вĕрентÿ ĕçĕпе пачах çыхăнманнисене пулах. Инспекторсен ют халăхсен (чăвашсен) шкулĕсене çитсе курмаллаччĕ, вĕсен тĕслĕхне Хусан кĕпĕрнинчи ытти вак халăхсен шкулĕсене сармаллаччĕ. Анчах инспекторсем ют халăх шкулĕсене çитсе курмастчĕç, вĕсенчен тĕслĕх илме шутламастчĕç те. Хусан вĕренÿ округĕнчи тутар, пушкăрт, кăркăс шкулĕсен ииспекторĕн вырăнне лартнă Илиодор Александрович Износков, Хусан кĕпĕрнинчи мĕн пур шкулсен директорĕ пулнăскер, Н. И. Ильминский пĕтĕмĕшле ертсе пынипе пĕрле килĕштерсе ĕçлекенскер, Ильминский системине ман пекех çирĕп тытса пыраканскер, ыттисенчен савăнмалла уйрăлса тăратчĕ.
1875 çулччен кашни кĕпĕрнерех халăх шкулĕсен пĕр инспекторĕ пулнă. Хусан кĕпĕрнинче Износков çавăн пеккисенчен пĕрремĕшĕ шутланнă. 1875 çулта ăна инспектор вырăнне Хусан кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ туса хунă, эпĕ ăна çак ĕçре чухне тĕл пултăм. Çав 1875 çулхинех кашни кĕпĕрнере халăх училищисен темиçе (3 е 4-шар таранах) инспекторне çирĕплетрĕç, çавна май малтанхи инспекторсенчен ытларахăшне, Износков пек, Директора куçарчĕç.
Мана Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ туса хунă чухне училищĕсем калама та çук сахалччĕ. Халăх училищисен дирекцийĕ, тĕрĕссипе каласан, пăхса тăма çак чăваш шкулĕсене (училищисене) пачĕ:
I. Хусан кĕпĕрни тăрăх: а) Шупашкар уесĕнче —Шĕнерпуçĕнчи икĕ класли, ă) Етĕрне уесĕнче — Элĕкри икĕ класли, Турайĕн чи пĕр класли.
П. Чĕмпĕр кĕпĕрни тăрăх: а) Пăва уесĕнче—Кăнна Кушки ялĕнчи пĕр класли (эпĕ çуралнă ялта, унччен хамах уçнă шкул) тата Çĕн Чукалти пĕр класлă шкул; ă) Кăрмăш уесĕнче —Хутăрти пĕр класли.
Ш. Самар кĕпĕрни тăрăх: Пĕкĕлме уесĕнче —Девлезерти пĕр класлă шкул.
Çак сахал шкулсем пĕр-пĕринчен питĕ аякраччĕ. Вĕсем япăхса кайнăччĕ ĕнтĕ. Манăн вара малалла каяс вырăнне вĕсене çĕнĕрен ура çине тăратмалла пулса тухрĕ. Хама инспектора лартиччен эпĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулне кăна ертсе пынă, ку шкула çитмĕлмĕш çулсенче «Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулĕ» тесе ят панăччĕ (шкулта вĕренекенсене çар хĕсмечĕ енчен ытти вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекен ачасемпе танлаштарас тесе). Шкул ятне улăштарасси эпĕ ыйтмасăрах, ахăртнех, ун чухне Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ пулнă Ульянов ыйтнипе пулчĕ пулас. 1877 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне учительсем хатĕрлеме ирĕк пачĕç (унччен вăл чăвашсемпе вырăс çамрăкĕсене вĕрентсе-пăхса ÿстерекен вĕренÿ заведенийĕ çеç шутланнă).
Инспектора лартсан манăн чăваш шкулĕсем çĕнĕрен уçмалли майсем пысăкланчĕç, ĕнтĕ ку ыйтупа земствăсемпе тÿрех калаçма пултараттăм. Ун чухне эпĕ çамрăкчĕ, ĕçлес килсе тăратчĕ. Анчах та ĕç майлашса кайиччен икĕ çул иртсе (кайрĕ, манăн пĕтĕм вăй-хăвата Чĕмпĕрти чăваш шкулне анчах пама тиврĕ.
Шестаковпа Масленников попечительте ĕçленĕ чухне мана пулăшатчĕç, каярахпа вара ыттисем чăрмантарма пуçларĕç. Пулăшу пулман. Ăнланакан та пулман. Лайăх учительсем çитместчĕç… Çавăн пек лару-тăрура тепĕр чухне ĕçлеме те йывăрччĕ. Çапах та кăштах мĕн те пулин тума пултартăм.
Хусан кĕпĕрнинчи чăваш шкулĕсен инспекторĕнче ĕçленĕ вăхăтра эпĕ вырăна çитсе хутшăннине, хам пуçарнипе çĕнĕрен уçнă е пысăклатнă шкулсем çаксем:
I. Хусан кĕпĕрни тăрăх: а) Шупашкар уесĕнче: 1) Иккасинчи пĕр класлă шкул; 2) Анат Кĕнерти икĕ класли; 3) Пушкăртри икĕ класли; ă) Етĕрне уесĕнче: 1) Пĕрçырланти пĕр класлă училище; 2) Хучашри ар ачасен икĕ класлă училищи; 3) унтиех — хĕр ачасен пĕр класли; 4) Хапăсри икĕ класли; 5) Иртеменкассинчи пĕр класли; 6) Турайри икĕ класли; 7) Элĕкри хĕр ачасен икĕ класли; б) Çĕрпÿ уесĕнче: 1) Нăрваш Енĕшри пĕр класлинчен икĕ класли туни; 2) Тăвайенчи икĕ класли; 3) Шăхасанти пĕр класли; в) Теччĕ уесĕнче: 1) Елчĕкри икĕ класли; 2) Кивĕ Эйпеçри пĕр класли; г) Спас уесĕнче: Сиктĕрмери пер класлă шкула эпĕ икĕ класлă турăм.
II. Чĕмпĕр кĕпĕрни тăрăх: а) Пăва уесĕнче: 1) Аслă Аксури пĕр класлă шкул; 2) Кив Чакăри пĕр класли; 3) Кушкăрн (манăн тăван çĕрти) хĕр ачасен пĕр класли; 4) унтах —ар ачасен икĕ класли; 5) Чураппанри пĕр класли, 6) Элшелĕнчи пĕр класли; 7) Пÿркелĕнчи пĕр класли; 8) Рункăри пĕр класли; 9) Арапуçĕнчи икĕ класли; 10) Нăрваш-Шăхалĕнчи пĕр класли; 11) Тукайри пĕр класли; ă) Чĕмпĕр уесĕнче: 1) Кашари пĕр класли, 2) Вăтам Улхашри миссионерсен пĕр класли; 3) Çĕнĕ Улхашри (Чăвашкассинчи) хĕр ачасен пĕр класли; 4) Пухтелĕнчи пĕр класли; 5) Ирçелĕнчи пĕр класли; б) Сызрань уесĕнче: Мулеккелти пĕр класли; в) Кăрмăш уесĕнче: Юманайри пĕр класлă шкул.
Ш. Самар кĕпĕрни тăрăх: Кив Ганькинăри пĕр класли (каярах мансăрах икĕ класлă тунă).
Эпĕ пуçарнипе, пулăшнипе уçнă çак училищĕсен списки туллиех мар пулма пултарать, мĕншĕн тесен йăлтах асра тытма йывăр, эпĕ ĕнтĕ хам сисмесĕрех манса хăварма та пултарнă. Манчченех тума пуçланă училищĕсене асăнмарăм. Питтукасси училищи (Хусан кĕпĕрнинчи Чикме уесĕнче) питĕ япăхса кайнăччĕ, ăна хупнă та пулнă. Эпĕ ăна чĕртес тесе хытă тăрăшрăм, ĕç тухмарĕ.
Пĕр класлă шкулсене яланах икĕ класлă тума, шкулсем çапла пысăкланса пырассине йăлана кĕртме тăрăшрăм.
Н. И. Ильминский системипе ĕçлекен шкулсене (училищĕсене), чиркÿсене чи тĕттĕм кĕтессенче лартма йывăрччĕ, ял çыннисем кун пек çĕнĕлĕхсене хапăлламастчĕç, чăрмантаратчĕç. Ильминский каланисене асра тытма тиветчĕ: вырăнти çынсене май пур таран сахалтарах тÿлемелле тăвас пулать; укçа-тенкĕ аякран тупма тăрăшмалла. Малтан хресченсене шкул е чиркÿ уçма килĕштермеллеччĕ, унтан вĕсене уçма хут тутармаллаччĕ. Кам хресчен обществисемпе тĕл пулса курнă, вăл пĕлет: ялта çакăн йышши тĕллевсене пурнăçлама питех те йывăр. Кунта ятарлă пултару, вăр-варлăх, хастарлăх, пуçарулăх, хресчен пухăвĕнче калаçма пĕлни тата ытти те кирлĕ. Эпĕ хам, хресчен хушшинчен тухнăскер, инспектора лартиччен тăтăшах хура халăхпа пĕрле пулнă, çавăнпа çулсем иртнĕçемĕн манăн ку енĕпе ăсталăхăм пысăклансах пычĕ, чăваш хресченĕсен иккĕленĕвне, шиклĕхне сирсе яма пултараттăм, çурт лартма çĕр уйăрса пама, вăрман тата ытти материалсене кăларас ĕçре пулăшма пуçларĕç… Вырăна тухса çÿреме, вăрах вăхăт ялсенче выçăллă-тутăллă пурăнма, пухусенче нумай хут калаçма тиветчĕ.
Шкул çурчĕсене туса лартни, унта ĕçлеме юрăхлă учительсем тупни кăна çителĕксĕр. Н. И. Ильминский программине, халалĕсене пурнăçлас тесен учительсен пурнăçне май пур таран хăтлăрах, культурăллăрах тумаллаччĕ, вĕсене хăйсен хĕсметне хисеплеме, таврари халăха ырă тĕслĕх пама хăнăхтармаллаччĕ.
Çавăнпа эпĕ вĕсемшĕн тăрăшман мар. Учительсем пурăнакан çурт-йĕр тавра садсем, пахчасем, утарсем тума хистеттĕм, вĕсене май пур таран курăмлăрах йĕркелеме хушаттăм. Пĕр класлă шкулсенче учительсем вĕренмелли çуртрах пурăнатчĕç, ку, паллах, çемьеллĕ учительсене юрăхлă марччĕ. Икĕ класлă шкулсенче учительсене пурăнма çурт-йĕр уйрăм лартма юратчĕ, çавăнпа эпĕ вĕрентÿçĕсене лайăх пултăр тесех пĕр класлисене икĕ класлă тума вăй хураттăм. Чăваш ялĕсенчи икĕ класлă шкулсем çумĕнче атă-пушмак çĕлекен тата сĕтел-пукан тăвакан мастерскойсем (ытти йышши ал ĕçĕсем майлашса каяймарĕç) йĕркелеме хистеттĕм, пулăшса тăраттăм. Çапла вара хама шанса панă вĕренÿ заведенийĕсем хăйсене валли те, хуласемпе промышленность центрĕсенчен аякра вырнаçнă ялсенчи чухăн çынсен нушисене те тивĕçтерме пултарччăр теттĕм.
Чăвашсем пурăнакан тĕттĕм кĕтессенче ял хуçалăх ĕçĕсене тума вĕрентекен шкулсем уçнине те ырлаттăм. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнисем ку енĕпе хăйсем те шкулта ăсталăх пухнине кура пуçарулăх кăтартатчĕç. Шкул пурнăçĕпе, йăла-йĕркепе, вĕренÿпе, сапăрлăхпа çыхăннă тата ытти лару-тăрăва, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен нушисене лайăхрах пĕлес, вĕрентекенсен йышĕпе çывăхрах паллашас тесе пĕр е кÿршĕллĕ икĕ уесри учительсен съезчĕсене йĕркелеттĕмĕр.
Хама шанса панă чăваш шкулĕсен аталанăвĕпе, пурнăçĕпе çыхăннă ĕçсене, пĕр енчен — пурнăç хăй вăл вăхăтра кăларса тăратнăскерсене, тепĕр енчен — хамăн асран кайми аслă вĕрентекенĕн Н. И. Ильминский хушса хăварнă шкулпа çутлăх ĕçĕн идеалĕсене пурнăçа туллинрех те анлăрах кĕртме ăнтăлнинчен килнĕскерсене кĕске тĕрленчĕкре йăлтах каласа хăварма та йывăр.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ