
Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →
Кивĕ Сăмахсарти Чăваш Сăмахĕсем
«Словарь языков разных народов в Нижегородской Епархии обитающих…» ал çырăвĕнчен çырса илнĕ тĕслĕхсем, 1785 çул
1. Мун тора! Мун тора амыш! Тора! И тора амыш тувагане… Сяндалакан сиорадагане Эдем, заман, снрлахсамар, осразамар, анбрахсамар перя. «Боже великий! Великаго Бога матерь! Боже! И божин матерь! Творцы и хранители вселенныя, создатели человеков, помилуйте, сохраиите и не оставьте нас».
2. Пюлюхся тора! Пюлюхся амыже! Сюдал дарзамар бор халах сама, тазалазамар еяндалакан, иохтарзамар хизепля сиомар, буйдарзамар пера, пĕрин вылихь чирлихь сама, бор ирлах ба. «Небесный Боже! И небеснаго Бога матерь! Просветите всех людей, очистите воздух, излейте вовремя дождь и обогатите нас, наших скотов, и прочих животных всяким изобилием».
3. Херлесир: осра перин тыра, бор серден тохны ябала зама пур ба, силь ба озаллах ба ан сюмюрьза яр: пери тюбях ан тув. «Херлесир: сохрани наши нивы, и всякие плоды, от земли произшедшие, не побей градом, не поломай ветром, и всякого губительства поврежденнем не приведи нас к разорению».
4. Сирь аше! Сирь амыже! Сириплетьсамар сирь барар она выя сидендерма боре, минь халаха вылихь ба керле болать. «Отец земли! Матерь земли! Укрепите землю и дайте ей силу производить все то, что людям и скоту полезно и потребно».
5. Тора! Сирлах тора! Ан брах мана, тора! Осра мана, тора, хирь, ивул бар мана. Бар тыра клеть сама толдармалах. Толдар бакча манăн бор вылях ба хотштар лаша, иня, сорах сама. «Боже! Помилуй, Боже! Не откинь меня, Боже! Сохрани меня. Боже! Дочерей и сыновей дай мне. Умножи хлеба до наполнения житниц. Наполни двор мой всяким скотом. Умножи лошадей, коров, овец и проч.»
Кĕске Катехизис (1788 Çул)
Сыпăкĕ
Краткий катехизис, переведенный на чувашский язык с наблюдением Российского и Чувашского просторечия, ради удобнейшаго онаго познания восприявших
Святое крещение. 1788 года.
Катехизис — грек сăмахĕ, вĕрентни, ăс пани тенине пĕлтерет. Католиксен, протестантссн, православи христианĕсен катехизисĕсем пĕр пек мар. Вырăс тĕнĕн катехизисĕсем XVII ĕмĕрте пичетленме пуçланă, вĕсем пурте ыйтусемпе хуравсенчен тăраççĕ. Катехизиссем Пысăккисем (1627 çулта Лаврентий Зизаний ăславçă пичетленĕ), Пĕчĕккисем е Кĕскисем (вырăсла 1645 çулта пичетленнĕ) тата Анлисем (пространный) пулаççĕ.
Чулхулари тĕн шкулĕнчи чăвашсем Е. И. Рожанский ертсе пынипе катехизиссене пуçласа чăвашла куçарнă. Кивĕ çырулăх пуçламăшĕнче чăваш сăмахне хут çине ÿкерме юрăхлă алфавит та, пичетленĕ чухне чăвашла пĕлекен çын та пулман пирки куçарусене вулама кансĕр. Апла пулсан та чăваш сăмахне ун чухнех кĕнекене кĕртсе хăварни — пысăк ĕç.
Куçарăва ăнланас тесен кашни сăмаха вырăслипе танлаштарса пăхма тивет. Тĕслĕхе çак сыпăка илĕпĕр:
Идю. Сидьди ира болза аса бря анчах юла ира ись сар?
Вопрос. Довольна ли ко спаеению одна только вера без добрых дел?
Ыйту. Çитĕ-и ырă пуласса пĕрре анчах йăла ырă ĕçсĕр?
Хорве. Сиок: бичень юла ись сар вилим ла болать.
Ответ. Нет: одна вера без дел есть мертва.
Хурав. Çук: пĕччен йăла ĕçсĕр вилĕмле пулать.
Çапла çырнинчен тĕлĕнмелли çук. Чăвашла вĕренмен çĕрте (Самар, Пенза, Саратов облаçĕсенче, Пушкăрт, Тутар хутлăхĕсенче) чăваш ачисем халĕ те тăван чĕлхепе çакăн пекех çыраççĕ. Ватăсем ĕлĕкех: «Вĕренмесĕр тăрăшмасан тăван çырулăх пулмĕ сан»,— тесе тĕрĕсех каланă.
Катехизисăн вырăсла сыпăкĕ
Вопрос. Как должно родителям с детьми поступать?
Ответ. Родителям детей своих должно воспитывать в страхе Божиим, и обучать закону: с малых лет приучать их к трудолюбию, домостроительству и к честному с людьми обхождению, остерегать их от дурных содружеств: ныче же самим пред ними ни чего не говорили и не делать соблазнительнаго: исправлять их или больше кротостию, и крепко вкоренять в мысли их добродетель, делающуи людей щестными и щастливыми, а порой всегда человеку — пагубен. А детям должно родителей своих любить, почитать и им повиновагься: во время же скудости и престарелости их — питать и покоить, и темь платить долг справедливой благодарности.
Вопрос. Как должно поступать Господам с рабами?
Ответ. Господа должны содержать рабов своих как отцы, а рабы должны Господам повиноваться, и быть трудолюбивыми, верными и почтительными.
Вопрос. Как должно жить мужам с женами?
Ответ. Мужу должно жену свою любить, не свирепо с нею поступать, но разумным наставлением исправлять ея слабости, в общем хозяйстве и воспитании детей почитать ее за вернейшую свою помощницу. А женам должно любить и почитать своих мужей, нравы свой к их угождению склонять, и самыя их оскорбления сносить в кротости Духа. Кроме же того обоим им должно хранить непорочно друг другу данное уверение.
Вопрос. Какову должно быть всякому человеку для всех во обще?
Ответ. Всякий человек обязан со всеми обходиться ласково, учтиво, снисходительно: алчущаго накормить, жаждущаго напоить, нагаго одеть, больнаго посетить, грешнаго от греха отвести, невежу закону научить, сумнящемуся доброй совет подать, и о исправлении всякаго молиться милосердному Богу…
Е. И. Рожанский куçарнине 1788 çулта пичетленĕ тĕслĕх
Идю. Епле керле ашин амышин да туван ачазама ба хытланас?
Хоров. Ати амыш сама да туван ачазама керле турандас Тора хруже ба, вирендяс та юлана: кисинь день вирендяс — ислясы не иоратма, киль сиорт постярма, син зам бала да варла бурнма, сыхлас вул зама озал иолдашлах ран: питьтин вара хузамаран вул зам унче ниминь да калазяс мар тувас та мар кильшмесса: тюрледяс та вул зама итларах ериба, сирип тымарладас вул заман шокша ирлага тувагана син зама ирлахса телейла да, аип вара эдома вести тюпля болать. Ача зама вара керле туван аше амыш не иорадас, кардас вул зама да итьляс: иорна больны чохне вара вадалза пютны бада вул зама сидарас истеряс, каньля тувас та он ба да тюляс хире хирсь тюрь ирлаган.
Идю. Епле керле хытланас Олбут саман чоры зам бала?
Хоров. Олбут саман керле чоры зама орама туван аше вышкал, чоры заман вара керле олбут сама итьляс, болас та ислены ба, тюрьле ба кардаган зам ба да.
Идю. Епле керле бурнма опушкыин аврум зам ба?
Хоров. Опушкана керле ху аврум не иорадас хыттан зар онаба хытланас, усла вирене туран ба да тюрледяс онан самзяш сана, берли киль сиорт бахныра турандарныра да ачазама кардас она шанны хуван болыш туваган бек. Аврум заман керле иорадас кардас та хузамар опушкы зама, ус сене хуван вул зама иораттарза таяльдарас, хараберь да вул заман юварлах сама чидас сывлиш тюсьри ба. Ондан посне иксамары да осрас керле аип сар перь перне банны шана туран не.
Идю. Мине вышкал хараберь эдем болас керле син шин берлешса?
Хорве. Хараберь эдем сиханны боре ба бурнма варла, тирьбелле, конĕ: вызи не турандарас, исьма килегена истеряс, сярамаса томландарас, чирь ба вырдагана бырза корас, силахлана силах ран ойряс, айвана юлая вирендяс, тюльнегена ира шокш барас, тюрьленясшин да харабере поссябас милисьля Торана…
1788 çулхи кĕске катехизисăн чăвашла хальтерех куçарнă тĕслĕхĕ
Ыйту. Епле ашшĕ-амăшĕсен тăван ачисемпе пулмалла?
Хурав. Ашшĕ-амăшĕсен тăван ачисене Турăран хăрама вĕрентмелле тата хăнăхтармалла: мĕн кĕçĕнтен ĕçе юратма, килçурт пуçтарма-çавăрма, çынсемпеле варлă пурăнма, усал юлташлăхран сыхланма: хăйсен вара вĕсен умĕнче килĕшÿсĕррине нимĕн те калаçмалла та, тумалла та мар: вĕсене ытларах, ерипе сăпайлăхпа, йăвашлăхпа тÿрлетме, вĕсенче этеме телейлĕх тата тÿрĕлĕх паракан ырă ĕç тăвас шухăша вăйлатма; айăп вара çынна тĕп тăвать. Ачасен вара ашшĕ-амăшне юратмалла, картмалла тата итлемелле, юрлă пурăннă чухне, ватăлса çитсен — вĕсене ĕçтермелле-çитермелле, канлĕх памалла, унпа ырлăхпа тав туса тавăрмалла, тÿлемелле…
Ыйту. Епле кирлĕ пурăнма упăшкин арăмĕпе?
Хурав. Упăшкин арăмне юратмалла, унпа хыттăн, усаллăн калаçмалла мар, ăслă вĕрентÿпе тÿрлетмелле ун çитменлĕхĕсене, кил-çурт пăхнă, ачасене тумлантарнă чух ăна хăйĕн пулăшаканĕ пек шанмалла тата картмалла. Арăмсен кирлĕ хăйсен упăшкисене картма тата юратма, хăйсене юраттарма тăрăшма. Унран пуçне иккĕшне те кирлĕ пĕр-пĕрин умĕнче хăйсене айăпсăр тытма, пĕр-пĕрне панă сăмаха пурнăçлама.
Ыйту. Мĕнле пурăнмалла пур çыннăн та ытти çынсемпе?
Хурав. Пур çыннăн та ыттисемпе кунĕ, тирпейлĕ, варлă пурăнмалла, выççине тăрантармалла, ăш хыпнине ĕçтермелле, çарамассине тумлантармалла, чирпе выртакана пырса курмалла, çылăхлине çылăхран пăрмалла, айвана вĕрентмелле, иккĕленекене ырă канаш памалла, каçаракан Турра пурне те тÿрлетме ыйтса пуç çапмалла.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Ермей Рожанский Куçарнă Кĕске Калавсем
Этем
Сăмса питре, вăта çĕрте. Пирте икĕ ора, харăпăр алăра пилĕкшер порня. Çÿçсам çитĕнеççĕ поç çинче. Чĕлхе, шăлсампа, çăварта.
Кайăк
Çакă кайăк холян вĕçет. Вăл ларкалать çĕр çинче. Онăн çонатсам хора, сăмси çивчĕ, хÿри вара кĕтĕк. Онăн йăвара шорă çăмартасам.
Йывăç
Йывăç çинче симĕс çăвăлчăсам, пысăк та торатсам.
Пĕррĕмĕш Павăл Чулхулана Килнĕ Ятпа Калама Çырнă Сăмах
Савса санăн çак Чолхола[на] килни каламалла мар хĕпĕртеттерчĕ пире. Чиперрĕн корнать хĕвел çутти, нăмай çомăр çуса чарăнсассăн. Лайăхăн тойнать пăхма ашшĕ[не] ывăлсам çине, хăнча вăлсам ойрăмăн нăмай çÿресе каллах тавăрнса пĕр-пĕрне корсан пит хĕпĕртеççĕ. Онтан та ытларах эпĕр халь сана корсан хĕпĕртетпĕр. Эсĕ, пысăк ĕмпÿлĕх, пире, хĕвел çут тĕнчене [ăшăтнă пек], санăн хитре, тÿрĕ чорасене ăшăтатăн, чĕртетĕн, ăслă тăватăн. Эсĕ ăшăрах тăван çынсамчен, пор çынна, пĕрне те хăвармасăр, варлă пăхатăн. Эсĕ, нимĕн вырăнне картмасăр санăн хитре порнăçне, сăвап таса çÿретĕн çынсане, самай ашшĕ [ăшă] коçпала пăхатăн холасене, саласене, ялсане. Мĕскерле порĕ çакĕ хĕпĕртеттерет пирн варсане — топаймастăпăр çитес сăмах каласа кăтартмашкăн.
Мĕн парăпăр сана, сăваплă патша, пире ати пек пăхнăшăн? Нимĕн орăх [çок], анчах вар панчи ывăл[ăн] пекки кăмăлне сана пирĕн кăтартма кирлĕ.
Илсем, сăваплă ĕмпÿлĕх, çак вар пеккине пиртен, сана каласа кăтартнине. Мол пирĕн сана кирлĕ мар.
1797
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ