Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ.

Кăрлачăн 6-мĕшĕ

Іисус Христос халăха вĕрентме тухиђђен Ун çинђен, Вăл çĕр çине килни çинђен, шыва кÿртекен Іоанн халăха каласа вĕренте пуçланă. Вăл вĕсене: ÿкĕнĕр, çÿлти патшалăх çывăхарђĕ ĕнтĕ, тесе вĕрентнĕ. Шыва кÿртекен Іоанн Христос умĕн килсе халăха вĕрентесси çинђен Исаія пророк малтанах каласа хунă. Вăл каланă: пушă хирте: Турă валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ туса хурăр, тесе ђĕнекенĕн сасси илтĕнет, тенĕ. Исаія пророк калани çитнĕ: шыва кÿртекен Іоанн çĕр çине килнĕ. Вăл пушă хирте халăха вĕрентнĕ, унăн сасси пушă хирте илтĕннĕ. Вăл çынсене Турă валли çул хатĕрлеме хушнă, Ун валли сукмаксене тÿрĕ туса хума каласа вĕрентнĕ. Хамăр патăра пĕр-пĕр аслă, ђаплă çын килес-тăвас пулсан, çулсене тÿрлетеççĕ, шыв çурăксене тăпра тултарса тасатаççĕ. Шыва кÿртекен Іоанн та Іисус Христос валли çулсене çавăн пек тÿрлетме хушат̌-ши? Çук, тăванăмсем! Вăл епир çÿрекен çул çинђен каламаст̌. Вăл çав çула тÿрлетме хушмаст̌. Вăл каласа вĕрентнĕ сăмаха урăхларах ăнланас пулат̌. Іоанн çул тесе çыннăн ĕçĕсене калат̌. Çынсем хăшĕ ĕçĕсене куккăр туса пурăнаççĕ: Турă хушнă пек пурăнмаççĕ, Турă хушнă çул çинђен тухса урăх çулпа кайаççĕ. Çавăнпа Іоанн çулсене тÿрлетме хушат̌: çынна Турă çулĕпе пыма вĕрентет. Унтан тата вăл сукмаксене, утма çулсене, тÿрĕ туса хума хушат̌. Сукмакпа çуран çÿреççĕ. Вăл вăрттăнтарах çул. Сукмаксене тÿрĕ туса хурăр тени вăрттăн çĕрте, улах ђухне тăвакан усал йăлăрсене те пăрахăр, тени пулат̌. Турра хăвăр ăшăра йышăнма, кÿртме пĕтĕм йĕркесĕрлĕхе пĕтерсе, ђунăрсене тасатса хурăр, тесе вĕрентни пулат̌.

Шыва кÿртекен Іоанн халăха вĕрентнине илтсен пур те ун патне пухăна пуçланă. Вăл халиђђен çынсем илтмен тилхепе вĕрентнĕ: вăл вĕрентнинђен пур те тĕлĕнсе тăнă, вăл вĕрентни çынсен ђĕрине кĕрсе вырăнаçнă. Ун патне пынă çынсем, вăл вĕрентнине илтсе, нумайĕшĕ çы-лăхĕсенђен ÿкĕннĕ. Вăл вара вĕсене Іордан шывĕнђе шыва кÿртнĕ.

Іисус Христос та Хăй халăха вĕрентме тухиђђен Іоанн патне шыва кĕме пынă. Анђах пире, çылăхлăскерсене, акă йепле шухăш кĕрет. Іоанн патне çынсем шыва кĕме, çылăхĕсенђен тасалма пынă. Іисус Христосăн çылăхĕ пулман. Вăл тата мĕншĕн Іоанн патне шыва кĕме пынă-ши? Іисус Христос Іоанн патне мĕншĕн шыва кĕме пыни çинђен пире святой аттесем лайăх каласа параççĕ.

Святой Епифаній калат̌: Іисус Христос шыва кĕрсе ăна Хăй çуттипе çутатнă; ĕненсе тĕне кĕрекен çынсенĕн çылăхĕсене çуса тасатма хăват панă, тет.

Святой Амвросій калат̌: Іисус Христос шыва кĕрсе, шыва Хăй ÿђĕ çумне пĕрĕнтерсе тасатман пулсан, вăл тĕне кĕрекен çынсенĕн çылăхĕсене çуса тасатма вăй-хăват нихăçан та илес çук-ђĕ. Іисус Христос шыва кĕрсе пур çĕрти шывсене, тĕрлĕ çырмари шывсене пурне те тасатнă, тет.

Тата Іоанн Златоуст калат̌: Іисус Христос шыва кĕр­се ÿлĕмĕнђен Хăйне ĕненекен çынсен пуринĕн те тĕне кĕ­мелле пулнине кăтартса хăварнă, тет. Святой аттесем Іи­сус Христос Іоанн патне мĕншĕн шыва кĕме пыни çин­ђен çапла калаççĕ.

Турă Іоанна çĕр çине йанă ђух каланă: есĕ шыва кÿртнĕ ђухне Святой Сывлăш анса Кам çинђе тăнине ку­рăн, тĕнђене Çăлакан çавă пулĕ, тенĕ (Іоан. 1, 33). Іо­анн хăй патне Іисус Христос çывăхара пуçласанах Вăл камне пĕлнĕ; унăн ђунĕ ун патне кам шыва кĕме пыни­не сиснĕ. Вăл вара; ку хам патăма килекен Турра епĕ йепле шыва кÿртме пултарăп? тесе шухăшланă. Вăл Іи­сус Христоса каланă: Санăн Хăвăн мана шыва кÿртмелле, Есĕ манран аслă, епĕ Санран кĕçĕнскер, çылăхлă çынтан çуралнăскер, йепле Сана шыва кÿртме пултарăп, тени пулат̌.

Вара Іисус Христос Іоанна каланă: Есĕ Мана ђарса ан тăр, закон мĕн тума хушнине тăвас пулат̌, тенĕ. Іо­анн Ăна ђарман, шыва кÿртнĕ.

Калаççĕ: Іисус Христос ĕлĕк Іисус Навин Іордан шыв­не икĕ йенелле уйăрса еврей халăхне типĕ çĕртен каçар­нă вырăнта кĕнĕ, теççĕ. Іисус Христос шыва кĕнĕ вырăна çухатас мар тесе ĕлĕкех унта пысăк хĕрес лартса хунă. Çав хĕрес нумайђђен ларнă. Çынсем Іисус Христос шыва кĕнĕ ђух тумтирне хывса хунă вырăна та пĕлсе тăнă. Вăл вырăна пĕр пĕђĕк ђиркÿ туса лартнă. Іисус Христос шыва кĕнĕ вырăнта Іордан пит хытă йухат̌. Çавăнпа

Палестинана Турра пуççапма кайакансем çав тĕлте шыва кĕнĕ ђух ђăркуççи тарăнăшĕнђен ытла шала кайаймаççĕ.

Іисус Христос шыва кĕнĕ ђух Турра кĕл-тунă. Вăл Хăй шыва кĕнипе пур етемсен çылăхне çуса тасатма Тур­ра тархасланă. Унтан çынсене çăлас ĕçне туса ђипер пĕ­терме унтан вăй-хăват ыйтнă.

Іисус Христос шыва кĕнĕ ђухне пит тĕлĕнмелле ĕç пулнă. Вăл шывран тухсанах, ун тĕлĕнђи пĕлĕт уçăлса кайнă. Çав тĕлтен Святой Сывлăш кăвакарђăн пек пулса ун çине аннă. Туррăн хăвађĕ унпа пĕтмен-ха! Пĕлĕт çин­ђен сасă илтĕннĕ. Вăл сасă: „çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм ун çинђе“, тенĕ.

Çавăнпа, тăванăмсем, Христоса асăнса тĕне кĕрекен­сен çылăхĕсем каçарăнаççĕ. Вĕсем ђун тĕлĕшĕнђен çĕнĕ­рен çуралаççĕ. Çын ÿђĕпе ашшĕ амăшĕнчен çуралат̌, ђун­па шыва кĕрсен çуралат̌. Çын ашшĕпе амăшĕ урлă çук çĕртен пур пулат̌. Шыва кĕрсен çыннăн ђунĕ çылăхпа вилнĕскер, çукскер, ђĕрĕлсе тăрса пур пулат̌. Тĕне кĕре­кене виçĕ хутђен шыва ђиксе кăлараççĕ. Вăл Христос Туррăмăр çĕрте виç кун выртнине пĕлтерет. Святой Кирилл Іерусалимскій калат̌: есир виçĕ хÿтђен шыва кĕтĕр, виçĕ хутђен шывран тухрăр. Çапла туса Христос çĕрте виçĕ кун, виçĕ çĕр выртнине кăтартрăр. Есир виçĕ хут шыва кĕни Христос виçĕ çĕр çĕрте пулнине пĕлтерет, виçĕ хут шывран тухни Вăл виçĕ кун хушши çĕрте выртнине кă­тартат̌, тет. Тĕне кĕрсе çын Христоспа пĕрле вилет пул­сан, ђĕрĕлсе тăрас тĕлĕшрен те унăн Христос йевĕрлĕ пул­малла. Çапла çыннăн шыва кĕни çылăхшăн вилни, шыв­ран тухни вилĕмрен ђĕрĕлсе тăни пулат̌. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.