Гаврил Кореньков: Самай лайăх вырăнта


Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


Самай лайăх вырăнта

Самай лайăх вырăнта
Шап-шур чечек ларатчĕ.
Пĕтĕм кайăк вăрманта
Ăна курса савнатчĕ.

Ăна курса çынсем те
Таптамасăр иртетчĕç.
«Пулать кам вут чечек те!
Ай-ай чипер ку!» – тетчĕç.

Анчах ырă чечекĕн
Ырă курса пулмарĕ:
Çурма çăва çитсессĕн,
Унтан ним те юлмарĕ.

Ним усăсăр чечекки
Çаран çине тăкăнчĕ.
Тăрса юлчĕ патакки,
Вăл та çĕре тăрăнчĕ…

Ун çумĕнчех ним марри
Ларса юлчĕ, сарăлчĕ.
Пулса çитсе, ун вăрри
Çĕре кĕрсе варăнчĕ.

Кĕркуннене, сивĕтсен,
Çаран çине юр ÿксен,
Тин пытанчĕç, тин пĕтрĕç,
Сивĕ юрпа витĕнчеç.

Каллех килĕ çуркунне,
Каллех тухĕç чечексем;
Хăйсем пĕтнĕ вырăнне
Шăтса тухĕç вăррисем.

А сан, мĕскĕн шур чечек,
Мĕскер ÿсĕ сан тĕлте?
Камшăн, иртнĕ çури пек,
Юрлĕ шăпчăк çурçĕрте?

Ним те юлмĕ, ним лармĕ.
Вырăну та пĕтĕ сан!
Ни шăпчăк та юрламĕ
Саншăн, уйăх хăпарсан.

Тепле, тепле тĕлĕкре
Çуркуннепе кĕлетре
Çамрăк куçа курăнăн,
Курăнсанах – çук пулăн.

1908

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.