Никифоръ Соленцовъ
Раштав 26-мĕшĕ
Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.
Тăвансем! Пайанхи кун епир Турă Амăшĕ пĕлĕт çинђе пит аслă, пит мухтавлă пулса тăнине асăнса праçник тăватпăр.
Таса Хĕр Марія çĕр çинђе пит сăваплă пурăннă. Çавăнпа вăл Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă: унтан Турă Ывăлĕ Іисус Христос ÿтленсе çуралнă. Вăл ĕнтĕ херувимсемсенђен те аслă, Серафимсенђен те мухтавлă. Халĕ анă пур ангелсем те, пур пророксем те, пур святойсем те аслăласа мухтаса йурлаççĕ. Турă Амăшийĕн мухтавĕ пĕлĕт çинђе те, çĕр çинђе те. Христоса ĕненсе тăракан халăх кирек хăçан та унăн йатне асăнат̌, ăна шанса унтан хăйне пулăшу ыйтат̌, мĕншĕн тесен вăл пирĕншĕн йаланах тăрăшат̌, Хăй Ывăлĕ—пирĕн Туррăмăр Іисус Христос умĕнђе хута кĕрет. Ăна ђăн тĕне тытса тăракансем: Есĕ Херувимсенђен те аслă, Серафимсенђен те мухтавлă тесе хисеплесе йурлаççĕ.
Йуратнă тăвансем! Епир те Турă Амăшне мухтар, епир те унăн таса йатне аслăласа йурлар. Епир ăна сăмахпа кăна мар, пĕр йурăсемпе-çеç мар, мĕн пур шухăшăмăрпа, пĕтĕм ĕçĕмĕрпе мухтар. Çавăнпа епир кĕлле çÿресе ырă ĕçсем тума тăрăшар. Пуринђен ытла çак таса праçниксем аван ирттерер. Пиртен нуммайĕшĕ çак кунсенђе праçник тесе ерех ĕçеççĕ, ÿсĕрĕлсен кирлĕ мар йапаласем çинђен калаçаççĕ; йе тата пĕр пĕринпе вăрçса илеççĕ, пĕр пĕрне кăмăлсăр тăваççĕ. Вара вĕсен хăйсен савăнас тенĕ савăнăçĕ пĕтет. Çапла туни вăл—нађар ĕç. Вăл пурăнăçа пăсни пулат̌. Епир çапла праçник туса Турра хисеплес вырăнне Ăна кÿрентеретпĕр кăна. Тата çак кунсенђе Христос тĕнне тытакан çынсене кирлĕ мар тумланса ташласа çÿрени те килĕшмест. Ăна суйа тĕнлĕ çынсем кăна çапла тăваççĕ. Ку кунсене Раштав кунĕнђен пуçласа Крещеніе кунне çитиђђен вырăсла святки теççĕ, ђăвашла вăл таса кунсем тени пулат̌. Çавăнпа çак кунсенђе кĕлле ђасах çÿрер. Кил-çуртри ĕçсенђен пушансанах Турă кĕнекисене вулăр. Вĕсенђен пуринђен усăлăраххи—Святое Евангеліе. Вăл кĕнекере пирĕн пурăнăç çулне кăтартса панă. Пĕр пĕринпе лайăх, ăшă кăмăлпа калаçар. Пĕлмен çынна Турă çинђен вĕрентер, хамăр мĕн пĕлменнине пĕлме тăрăшар. Çапла тусан пирĕн шухăш Турă çинђе пулĕ, кирлĕ мар ĕçсем тума вăхăт та пулмĕ. Пирĕн пурăнăç вара Турра йурăхлă пулĕ; Турă Амăшĕ пирĕншĕн пит савăнĕ, унăн йађĕ пирĕн пурăнăç урлă та мухтавлăпăр. Çак сăмахсене ан манăр, тăвансем.
Ей Туррăн таса Амăшĕ! Санăн йату ĕмĕр ĕмĕрех мухтавлă тăтăр. Амин.