Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ.


Раштавăн 25-мĕшĕ

Çакăнта пухăннă йуратнă тăванăмсем! Çĕр ĕçлекен çын вăрлăхне акас умĕн анине малтан тислĕк тăкса çем­çетет, унтан сухалат̌, сÿрет, вара тин хăйĕн вăрлăхне илсе тухат̌, ани çине пĕрђĕн пĕрђĕн сапат̌. Нумайах та вăхăт иртмест, ана симĕсленсе ларат̌; тата пăртак тăрсан, ÿссе çитнĕ тырă тулли пуçахĕсемпе çĕрелле усăнса тăра­кан пулат̌. Хуçи ани çине савăнса кайат̌, ăна вырат̌, ва­ра çапса илсе тыррине пÿлмене кÿртсе хурат̌.

Йуратнă тăванăмсем! Турă та çыннăн ђĕрине Хăйĕн сăмахне вырăнаçтарас тĕлĕшрен, çынна Хăй йенне çавăрас тĕлĕшрен çаплах тăват̌.

Пирĕн тĕп-атте, Адам, çылăха кĕрсе ђĕрине хытар­сах Турăран уйăрăлса усал çумне çыпçăннă. Вара ђĕри тĕттĕмленнĕ майĕпе, хытса çитнĕ пирки, Турă сăмахне хăй ăшне вырăнаçтарайми пулнă.

Адам çылăхлă пулни унтан çуралнă çынсем çине пурин çине те куçнă. Адам урлă пур те çылăха кĕнĕ. Пурне те пĕлекен Турă çын çапла çылăха кĕрсе пырса йепле пулассине малтанах пĕлнĕ. Хăй пултарнă çынсем райран ђунтан-вартан хурланса, ĕсĕкле-ĕсĕкле йĕрсе, хăй­сем пыракан çула куç-çулĕпе йĕпетсе пынине курсан, хĕрхеннĕ. Адам, çылăха кĕнĕ пирки, унтан çуралас çынсем пур те çак Адам пек райа ĕмĕр ĕмĕрех кураймалла мар пулнине пĕлсе, çылăхлă çынна райа кĕме, çав çухатнă ырăлăха илме май тупса панă. Вăл вĕсене каланă: хĕртен Çураласси шуйттанăн пуçне çĕмĕрĕ, тенĕ. Апла ка­лани: акă, хĕртен Çураласси шуйтана çĕнтерĕ, тени пу­лат̌. Çапла каласа çĕр çине Христос килессине кăтартат̌. Хуйхăллă çынсем çакна илтсен пит савăннă: хăçан та пулин çухатнă ырăлăха тупăпăр, шуйтан аллинђен, çылăх танатинђен хăтăлса ырăпа пĕрлешĕпĕр тесе шухăш­ласа хăйсене лăплантарнă. Адампа Ева çав ĕç ђас пулĕ тесе шухăшланă. Хăйсен ывăл ађа çуралсанах: акă Хай Турă калани çуралђĕ, пирĕн çăлăнас вăхăт çитрĕ, тесе савăнса ăна Каин йатлă хунă. Каин тени Турă каланине тупрăмăр тени пулат̌. Анђах Каин ăсне пĕлсе çитсен, вĕсем кĕтни вăл маррине пĕлнĕ. Турă йама пулнине урăххине кĕте пуçланă. Çавăнтан вара Адамран çуралнă çынсем пур те çĕр çине Çăлакан килессине кĕтсе тăнă. Турă Хăйĕн пĕртен пĕр Ывăлĕ çĕр çине килессине çын­сем ан манђђăр тесе ђас-ђасах вĕсене Хăй суйласа илнĕ çынсем урлă, тата паллăсем урлă кăтартнă: Хăй каланă сăмах ђăнах пулассине астутарса тăнă.

Çын хăй патне аслă, пит ђаплă хăнана кĕтнĕ ђухне, çуртне-йĕрне тасатат̌, пуçне-куçне йакатат̌, таса тумтирсем тăхăнат̌, ђаплă хăнана ăна тивĕçлĕ ђиспа хирĕç тух­са илме тăрăшат̌.

Турă та Хăйĕн пĕртен пĕр Ывăлне çынсем тивĕçлипе йышăнђђăр тесе вĕсене Хăй Ывăлĕ килессине кала-калах тăнă, вĕсен ăшĕсене, пусарах тăнă.

Іаков хăйĕн пиђђĕшĕ Исавран Лаван патне тарнă ђух­не çул тăршĕпе хуйхăрса пынă. „Акă мана атте ырă сунса пиллерĕ, ырă курса пурăнма хапăлларĕ. Ăçта ĕнтĕ кунта атте калани пултăр? Йепле вăл вырăна килтĕр? Каç пулса килет. Йĕри тавăра никам та çук. Мана йулташ çак хам тавăра выртакан ђулсем анђах. Çитменнине атте кил çуртĕнђен тухса кайатăп. Çын патĕнђе тепле пурăн­малла пулĕ, темĕн темĕн курмалла пулĕ. Унтан тата та­кам кулли пулмалла. Тискер кайăк-мĕн тухĕ те, мана пĕтерĕ. Çак пушă хирте мана хута кĕрекен никам та пу­лас çук. Çапла шухăшласа хуйхăрса пырса ывăнса çитнĕ Іаков пуç вĕçне ђул хунă та, пушă хиртех çывăрса кайнă *(Возможное предположеніе). Тĕлĕкре çертен пĕлĕте çитиђђен пусма курнă. Пусми тă­рăх ангелсем çÿренĕ: хăшĕ хăпарнă, хăшĕ аннă. Ђăн çÿлте Турă Хăй ларнă. Турă Іакова каланă: ан хăра, ан хуйхăр: епĕ Авраам Турри, Исаак Турри… çак есĕ выр­такан çĕре санăн йăхна парăп, тенĕ. Çав Іакова Турă пусма кăтартса пĕлĕтпе çĕр, Турă çынтан, пĕтĕмпех уйăрăлманнине кăтартат̌. Çĕр çине пĕлĕт çинђен Çăлакан килессине пĕлтерет.

Пророксем те çĕр çине Çăлакан килессине кала кала тăнă. Акă сан патна санăн Патшу килет… Сіона Çăлакан килет… Сана Çăлакан Сіон патне пырат̌… тенĕ вĕсем. (Зах. 9, 9; Ис. 59, 20; 60, 11). Пророксем Турă Ывăлĕ ки­лесси çинђен çапла каласа тăнă майпа іудейсем Христос килессине темĕн пек кĕтнĕ, темĕн пек шанса тăнă. Пĕђĕк ађа çутта курсан çутă йенелле кармашнă пек, пĕре ун­талла туртăннă пек, іудейсем пур те пĕтĕм шухăшне килес Христос çинђе тытнă, пур те ђунĕсемпе ун йенелле сулăнса тăнă.

Пророксем Христос хăçан килессине каласа тăнă вă­хăтсем çывăхарса пынă. Давид патша йăхĕ (Ун йăхĕнђен Христос çуралмалла пулнă) пĕтсе пынă. Малтанах каласа хунă асапсем, хĕнсем çитсе пынă: іудей халăхĕ, хăйĕн патшипе пурăнаканскер, кĕлеткесене пуççапакан халăх аллине кĕнĕ, вăл халăха куланай парса пăхăнса пурăннă. Даніил пророк каласа хунă вăхăт çывăхарса çитнĕ.

Çав пророксем каласа хунă сăмахсем, паллăсем пур те çывăхарса çитнине пĕлсе іудейсем: акă Христос килĕ, Вăл килђĕ пулĕ, тесе темĕн пек кĕтсе тăнă. Христоса шыва кÿртекен Іоанн пророк килсенех, вăл халăха вĕрентсе çÿреме пуçласанах, іудейсем васкаса, ун патне: епир кĕтекен есĕ мар-и? тесе ыйтма йанă. Вăл каланă: ман хыçран манран Асли килет, çавăнпа ÿкĕнĕр: çÿлти патшăлăх çывăхарђĕ, тенĕ. Унăн сăмахне итлесе халăх Іоанн патне ушкăн ушкăнĕпе тухса çылăхсене каçарттарса тĕне кĕнĕ: пур те тахăçантанпа кĕтсе тăнă Христоса тивĕçлипе хирĕç тухса илме хатĕрленнĕ.

Турă Хăйĕн пĕртен пĕр Ывăлне тивĕçлипе йышăнма іудей халăхне анђах мар, ытти халăхсене те хатĕрленĕ. Кĕлеткесене пуççапса пурăнакан çынсен хушшинђе ырă, ăслă çынсем, халăх пит пăсăлса кайса усал пурăнăçпа пурăннине курса, çÿлтен пулăшу килсен, анђах çынсем пăртак тÿрленĕç тесе кĕтнĕ. Пит ăслă, нумай вĕреннĕ Платон йатлă çын: пур те вăл вăхăтра „çынсем пĕлмен Турă“ пулăшĕ тесе кĕтнĕ, тет. Цицерон йатлă ăслă çын та: çак çылăхпа пăсăлса çитнĕ халăха пĕр Турă анђах тÿрлетме пултарат̌, тет. Христос çĕр çине килес вăхăта ытти çынсем те çÿлтен пулăшу килессине пит ĕмĕтленсе тăра пуçланă. Тацит, Светоній тата Саллюстій йатлă çын­сем калаççĕ: хĕвел тухăç йенђине хĕвел анăç йенђи ха­лăхсем пур те тĕнђе улăшăнассине, урăхланассине кĕтсе тăнă, теççĕ. Светоній калат̌: хĕвел тухăçĕнђе пурăнакан çынсем пур те Іудеяра тĕнђене Хăй аллинђе тытакан çуралмала тесе кĕтсе тăнă, тет. Китай çĕрĕнђен те Іудеяна йури йанă çынсем: пĕлĕт йанă çын çуралђĕ-и? Тесе ыйтма пынă. Ун çинђен Китайра мĕн-мĕн пулнине çырса пыракан çынсем калаççĕ. Христос çĕр çине килессине: Персія çĕрĕнђе пит кĕтсе тăнă. Вĕсем йаланах пĕлĕт çин­ђе пысăк çăлтăр тухассине кĕтнĕ. Вара çав çăлтăр пĕлĕт çинђе курăнсанах, вĕсем хăйсен кил-çуртне хăварса, ĕçлес ĕçне пăрахса Іудеяна пынă; пĕр йăнăшмасăр: ăçта кунта халĕ çуралнă Іудей патши? епир ăна пуççапма килтĕмĕр, тенĕ.

Йуратнă тăванăмсем! Турă çынсене: еврей халăхне те, ытти тĕнпе пурăнакан çынсене те, Хăйĕн пĕртен пĕр Ывăлне, çĕр çинђи çынсем тивĕçлипе хирĕç тухса илђђĕр тесе, вĕсене 4 пин çул çурă ытла хатĕрленĕ.

Вара çапла хатĕрлесе çитерсен, çыннăн ђĕрине Хри­стоса йышăнма çемçетсен, çĕр çине пĕртен пĕр Ывăлне йанă.

Анђах вăл Турă пулса, çумăр пĕлĕђĕ çине ларса, аслати авăтарса, çиçĕм çиçтерсе, хĕвелтен те çутă çутăпа витĕнсе пĕлĕт çинђен çĕр çине анмаст̌. Вăл… Вăл, йурат­нă тăванăмсем, çуралма ниçта вырăн тупаймасăр, выљăхсене хупакан витере çуралат̌.

Астăвăр-ха, тăванăмсем! Патшасенĕн таçта асли, та­са, илемлĕ, çутă çуртра çуралманст̌, çĕр витере çуралат̌. Пĕтĕм тĕнђене, епир пурăнакан çĕре, пирĕн куçа курăна­кан йапаласене Пултаракан ăçта шăнăçса выртат̌? Выљăхсене апат паракан вырăнта выртат̌. Çак курăнакан тĕнђен пĕтĕмпе витсе Тăракан хăй ађа кипкипе ђăрканат̌. Пурне те Тăрантаракан, пурне те кирлĕ вăхăтра çимĕç Паракан, амăшĕ кăкăр сĕтне ĕмет.

Йепле тĕлĕнес мар çав пысăк ĕçрен? Йепле хăраса кайас мар çав пысăк хăватран? Іаков тĕлĕкре курнă пусма тăрăх Турă Хăй çĕр çине аннă!

Мĕншĕн, тăванăмсем, çав тĕрлĕ ĕç, çав тĕрлĕ хăват пул­малла пулнă-ши? Мĕншĕн Турă Ывăлĕ çĕр çине килмелле пул­нă-ши? Пирĕншĕн. тăванăмсем! Пире, çылăхлă çынсене, ырă тăвас тесе, çÿлти патшалăха кÿртес тесе, Турăпа пĕрлештерес тесе, пире çухалнă сурăхсене, хул-пуççи çине хурса Турă патне илсе пырас тесе килнĕ.

Пайанхи кун çав тĕрлĕ пысăк ĕçе асăнса праçник тăватпăр. Çав тĕрлĕ пысăк хăвата курса ђунпа та ÿтпе те савăнатпăр: Христос çуралат̌ мухтав йурри йурлар….  тетпĕр.

Йурлар, тăванăмсем, Туррăмăра йурлар; йурлар, ђĕлхĕпе анђах мар, ĕçсемпе те Ăна мухтар. Вăл хушнă пек пурăнни, Унăн ирĕкĕнђен тухманни Ăна мухтани пу­лат̌. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.