Гаврил Кореньков: Мĕншĕн пирĕн маларах


Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


Мĕншĕн пирĕн маларах
Ăслă çынсам пулман-ши?
Мĕншĕн халь те майлăрах
Ăссем пĕртте тухмаç-ши?

Мĕншĕн пирĕн çул йĕрсĕр,
Кăтрашкаллă, хуп-хура?
Сулланан ним пĕлмесĕр,
Тĕттĕм карнă йĕр тавра.

Суккăр çын пек такăнса,
Урлă-марлă çÿретпĕр;
Ÿсĕр çын пек анраса,
Пĕр пуссанах ÿкетпĕр.

Килтĕрччĕ хуть пĕр этем
Çÿллĕ çутă çуртипе, —
Палăрĕччеç алăксем
Унăн лăпкă çутипе.

Тÿрех тимĕр алăкран
Уçăччĕç те тухăччĕç.
Çут çанталăк курнăран
Темĕн тĕрлĕ савнăччĕç.

Пурăнăç та çĕнĕрен
Шыв пек тăрă юхĕччĕ,
Çĕнĕленнĕ çынсенчен
Пысăк ăста тухĕччĕ.

Тăрăшар-ха çапах та,
Тухăпăр, тен, çутталла.
Хутте йывăртарах та –
Ним тума… ут малалла!

1907

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.