
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
А.Н.
Тин çеç кайăк вăрмантан
Вĕçе-вĕçе килетчĕ;
Тип çеç сасси кантăкран
Манăн пÿрте кĕретчĕ…
Ун юррипе ман чĕре
Хуйхăсене манатчĕ;
Ку асаплă тĕнчере
Асап çук пек туйнатчĕ…
Анчах сив çил кĕрчĕ те –
Ешĕл тĕнче саралчĕ;
Кайăк сивве сисрĕ те –
Ăшă çĕре каяйчĕ.
Мĕншĕн эсĕ, çанталăк,
Час улшăнса, час шăнтăн?
Мĕншĕн эсĕ, саркайăк,
Час пăрахса, час кайрăн?
Юрăсемпе кам ĕнтĕ
Хуйхăсене пусарĕ?
Хĕн-хур килес-мĕн тĕлте
Кам йăпатма пултарĕ?..
Мĕншĕн тăран, сивĕ юр?
Мĕншĕн часрах каймастăн?
Кунта санăн мĕн ĕç пур?
Мĕншĕн нумай шăнтатăн?
Кил хăвăртрах, çуркунне!
Илсе кил вăл кайăка.
Каллех илтем юррине,
Уçам каллех кантăка!
Кайăк вĕçсе кайрĕ те –
Ваксалĕ те, ялĕ те,
Ман чĕрем те пушанчĕ,
Куçран куççуль тумланчĕ.
Нумай пăхса тăтăм та –
Кайăк кутăн килмерĕ;
Çухăрса та пăхрăм та –
Сасса кайăк илтмерĕ.
1907
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ