
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Каçхи пĕлĕт тап-таса
Каçхи пĕлĕт тап-таса,
Кирек ăçта çăлтăрсем.
Уйăх тухать çутăлса,
Шăп çеç тăраç йывăçсем.
Таçта ялăн вĕçĕнче
Алкупăссем выляççĕ.
Вĕсем мужик алинче
Чисти çын пек калаççĕ.
Савăнăç та пур унта,
Хуйхи тата ытларах.,.
Тата таçта хыçалта
Ал купăсрăн шалккăрах:
«Тиек йытти тил тытать,-
Тил тытса та юраймасть.
Пуп кушакĕ пул тытать,-
Пул тытса та юраймасть…»
Тенĕ юрă илтĕнет.
Шухăшласа пăхап та –
Куççуль тухать, чун йĕрет,
Чĕре выртмасть вырăнта.
Чăнах хресчен пурнăçĕ
Ытла-ытла пит йÿçĕ.
1907
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ