Гаврил Кореньков: В.П.


Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


В.П.
Санăн сăнна пăхсассăн –
Клеопатра темелле!
Патша ачи курсассăн –
Вăл та качча илмелле!

Эсĕ хитре ташлатан.
Пит типтерлĕ ларатăн,
Калаçма та пĕлетĕн, –
Пит кăмăла килетĕн.

Анчах пăртак куштанрах,
Хăш чух кулса илетĕн;
Тата хăш чух туххăмрах
Сăлтавсăрах питлетĕн.

Эс çаксене пăрахсан,
Ытла ырă пулăттăн.
Пиртен кулма чарăнсан –
Нумай хисеп курăттăн.

1906

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.