
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Ан выля
А-НА
Ир. Ик сехет. Чан çапать
Эпĕ тăтăм. Вăл выртать…
Чăтаймарăм! Юратса
Пĕтĕм чунтан чуптуса
Илтем ăна. «Ан выля», –
Терĕ мана вăл çемçен.
Эй мăнтарăн «Ан выля»!..
Ун пек сасса эп илтмен.
Этем чунне саракан
Кайăк юрри, мусăк та,
Шăнкăртатса юхакан
Шыв сасси те пур унта!
Вăл темрен те хаклăрах;
Манма хал çук вăл сасса!
Эх «Ан выля» – ик сăмах!
Пĕрмай тăрать янăраса.
Чарна пĕлми чан çапать,
Таçта çити сас парать, –
Вăл каланă ик сăмах
Янрать тата хытăрах!
Урам тулли çын сĕрлет,
Çурхи шыв пек çĕмĕрлет, –
Вал каланă ик сăмах
Шавлать тата хытăрах!
Илтеле-ха; йĕри-тавра
Купăс çурлать урамра, –
Вăл каланă ик сăмах
Вылять тата хытăрах!
Авă çамрăк хĕрупраç
Петĕм яла ян! яраç.
Вăл каланă ик сăмах
Юрлать тата хытăрах!
Пăх-ха; хĕвел çутатать,
Пĕтем чуна ăшăтать, –
Çук, çав ылтăн ик сăмах
Ăшши тата ытларах!
1917
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ