Гаврил Кореньков: Ăслă Иван Петĕрĕ


Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


Ăслă Иван Петĕрĕ

Ăслă Иван Петĕрĕ
Акă менле ÿснĕ вăл?
Унăн ашшĕ авлансан
(Кам плет, тепле тÿснĕ вăл),
Матки патне пырайман.
Ик çул, виç çул иртсессĕн,
Вăл кăшт хăя пуçланă.

Вара типпе кĕрсессĕн,
Унăн ачи çуралнă.
Ывăл ачи ÿсиччен
Ăна вăхăт парăр-ха,
Ана кăшт ăн кĕриччен
Ашшĕ çинчен çырар-ха.
Ятран калас тесессĕн.
Ăна «Иван» тейĕпĕр,
Хушаматран чĕнсессĕн,
«Ăслă» тесе чĕнĕпĕр.
Ăслă Иван, чăнах та,
Питĕ ăслă çын пулнă.
Çамрăклах вăл Хусанта
Хут вĕренсе пурăннă.
Çынна хирĕç пĕр сăмах
Чĕнсе курман çав Иван.
Ĕç пекки-мĕн хушсанах
«Айю» тесе каламан.
Ăна пурте юратнă.
Ăслă ача ку, тенĕ.
Вал кашнине юранă,
Кашни çынна итленĕ.
Хут панче те пит ăста
Пулнă, теççĕ, çак Иван.
Вулама та, çырма та
Пит аптраса вăл тăман.
Анчах ăна турриех
Хут еннелле яман пуль –
Кам плет, тен, вăл юриех
Научный çын туман пуль.
Самай чухне çул майăн
Унăн ашшĕ пынă та
(Ватта хиреç мĕн тейĕн?):
—Ачам, атя! Хусанта
Текех усраймăп сана,
Тем чир пулчĕ амуна –
Куçĕ пăсла пуçларĕ,
Хăлхи илтме пăрахрĕ.
Ху та пĕлен, маткасăр
Пит аван мар пурăнма.
Апат тавраш тулăксăр, –
Ни ятлама, ни вăрçма!
Суккăр çынпа мĕн вăрçан?!
Эсĕ киле таврăнсан,
Сана юлташ тупăпăр,
Туххăм хĕр туй тăвăпăр.
Вара аму вырăнне
Матку «ответ» парĕччĕ.
Пирĕн пурнăç хайхине
Тин малалла кайĕччĕ.
Атя, ачам! —тенĕ-мĕн.
Иван, кăна илтсессĕн,
Ним тума та аптранă, –
Вĕренес те килнĕ кун,
Ашшĕнчен те хăранă, –
Хаяр пулнă ашшĕ ун.
Вара: —Юрать, —тенĕ те,
Вĕсем киле таврăннă…
Хусанĕ те, школĕ те
Юлашки хут курăннă.
Ĕлĕк ансат авланнă;
Ашшĕ-амăш ачинчен
Ыйтмасăрах хĕр тупнă,
«Юрататни эс?» темен.
Хĕрпе каччи пĕр-пĕрне
Краулккара тин курнă.
Çавăнпа та хăш чухне
Ĕмĕр вăрçса пурăннă.
Ивана та ашшĕсем
Пĕр хĕрлескер тупнă та, –
Айван пуçлă мĕскĕнсем,
Ар-арăмлă пулнă та.
Иван ашшĕ ĕлĕкех
Чухăн пулнă, хĕн курнă.
Çавăнпа вăл çав хĕллех
Ывлĕ валли ĕç тупнă.
Иван ашшĕ хушнипе
Вăрман, ката, сыхланă.
Унтан ашшĕ «ыйтнипе»
Почтовойра пурăннă.
Уншăн ăна хуçисем
Укçа пекки тÿленĕ.
Ăна çапах та хăйсем
Уйрăм пит хисепленĕ.
Унта та вăл лери пек
Шăп хастарлă çын пулнă.
Вĕсем ăна, ачи пек,
Шанса пăхса усранă.
Ăна шанма та пулнă.
Вăл çыннăнне ним илмен,
Вырсарникун кĕлĕрен
Май пулман чух çеç юлнă.
Çĕртен укçа тупăнсан.
Хуçисене систернĕ;
Хуçан укçа пулмасан.
Çук çынсене валеçнĕ…
Çапла вара Иванăн
Ывăл ачи çуралнă.
Ăна вĕсем çăмăллăн
Петĕр тесе ят хунă.
Ик-виç çулччен Петĕре,
Çыврас килсен —сăпкара,
Ларас килсен —сивĕре
Шутланнă вăл пурăкра,
Пăха-пăха усранă.
Хăш чух ăна култарнă,
Макăртнă та хăш чухне,
«Яртарнă» та хăн айне.

Ĕмме пăрахтарни

Пĕрре Петĕр амăшĕ
Ута тухса кайнă-мĕн.
Пăхать аслă амăшĕ –
Петĕр питĕ çиесшĕн:
Макăрса та пăхать ку,
Юптарса та пăхать ку,
Чĕчĕ памаç те кăна –
Чăмламсем çех хыптараç.
Чăмлак кирл-и куштана?
Эккей! Пĕртте чухламаç!
Чăмламсене ман Петĕр…
Луччĕ куçне ан лектĕр!
Пит пăхмасть те уйламасть.
Амăш чĕчĕ хыптармасть.
— Анне! —тет ку аптраса.
Асламăшĕ: —Çук вăл, —тет.
Кайран хайхи аптраса
Асламăшне ĕмет, тет.
Асламăшĕ ĕмтерместь:
—Манăн мумму пур ав! —тет.
Петĕр пĕртте ĕненместь:
—Чĕчĕ, чĕчĕ, чĕчĕ! —тет.
Асламăшĕ чĕччине
Хура çăмпа аврать те:
—Курмастна-мĕн муммуне?

Ан тыт, асту, тухать те
Çиет сана халех, —тет.
Петри каллах ĕненместь;
—Чĕчĕ, чĕчĕ, чĕчĕ! —тет,
Муммуран та шикленмест.
Асламăшĕ чăмласа
Сухан хурса тухать те:
—Анне, чĕчĕ хуртланса
Кайнă, — тесе калать те
Пĕрех сурать чĕччине.
Петĕр, кăна илтсессĕн,
Тин чĕчĕрен хăпать-мĕн…
1906

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.