Василий Магницкий: Тĕне хирĕçле ĕçсем


Василий Магницкий — … Тĕплĕнрех→


Тĕне хирĕçле ĕçсем

Шупашкар уесĕн 2-мĕш следстви участокĕнче чăвашсем, çармăссем, тутарсемпе вырăссем пурăнаççĕ. Вĕсем пурте, тутарсен пĕр пайне шутламасан, православи христианĕсем шутланаççĕ, анчах тĕрĕссипе вара чăвашсемпе çармăссем паянчченех чăн-чăн чĕлхеçĕсем, тĕне кĕнĕ тутарĕсем — магометансем. Тутарĕсем 1866 çулта шăкăрин Магомет тĕнне куçни те çакна витĕрех кăтартса пачĕ.

Чăвашсемпе çармăссем те çаплах иккенне пĕлме йывăр мар, кирек хăш чăваш е çармăс ялне йăпăртлăха çеç кайса курмалла. Чăн та, çармăссемпе чăвашсен шаманла авалхи тĕнĕ ĕлĕкхи пекех сыхланса юлман ĕнтĕ, тĕн ĕненĕвĕн чи кирлĕ ыйтăвĕсене халĕ те вĕсем ансатла сÿтсе явнăн туйăнать: анчах сапаланчăк та тĕттĕмре пурăннă пирки тĕнĕ çирĕппĕнех тытăнса тăрать.

Йĕрлев ĕçĕнче тĕл пулнă темиçе тĕслĕх илсе кăтартам. Ырашпулăх (Бишево) прихутĕнчи Кĕнерте (Еметкинăра) лаша вăрланă пулнă. Лаша хуçи каçхине хапха чĕриклетнĕрен кил картине тухнă та вăрă кĕнине сиссе пунеттейсем патне чупнă. Лешсем укăлчара чарăнса тăнă чăваша — Çатăрка (Малов Карачево) çыннине тата кÿршĕри Елчĕк (Карамышево) прихутĕнчи Кăрмăш (Янгильдино) тутарне çĕрле мĕн туса çÿретĕр тесе ярса илнĕ. Чăвашĕпе тутарĕ вара вăрлаканни эпĕр мар, хăвăр ялсемех тесе каланă. Вăрă текенĕ çырма урлă вĕсен куçĕ умĕнчех таçта вăрттăн каçса кайнă-мĕн. Хăйсен ял çыннине туххăмрах тĕрĕсленĕ. Лешĕ чăнах та ачи-пăчи чирлĕ пирки киремете чÿк тума кайса килнĕ. Мĕншĕн çĕрле кайни те паллă: ют çын куçĕ умне пулас темен. Кĕнерпе Елчĕк çыннисем те вĕсене йĕркипе ухтарса тĕрĕсленĕ чухне çапла пулнă тесе тупа тусах çирĕплетнĕ.

1867 çулхи юпа уйăхĕнче Шĕнерпуç (Бичурино) прихутĕнчи Ахчур чăвашĕ вăрмана мулкач хăвалама пăшалпа кайнă пулнă. Сасартăк ун куçне кашкăр курăннă та кĕрĕслеттернĕ кăна пăшалпа! Персе ÿкерни кашкăр мар, хăйсен ял çынни пулнине курсан вăл шутсăр хăраса ÿкнĕ. Лешĕ, тĕрĕслев кăтартса панă тăрăх, Çĕрпĕве Тихвин турă амăшне пуç çапма кайнă пулнă, таврăннă чухне вăрманта киремет юманне чÿклесе хăварас тесе пĕшкĕннĕ…

Чăвашсем те, çармăссем те чиркÿре çурта çутаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, вĕсем чиркĕве те çурта лартма кăна пыраççĕ. Чăвашсемпе çармăссем çурта çутма ăçтан вĕреннĕ — пĕлместĕп, анчах вĕсем Киреметре те çурта çутаççĕ. Киремете кĕмĕл е пăхăр укçа параççĕ, вĕсем вырăнне нухрат текен тăхлан е тимĕр вак укçа сапаççĕ, шурă тата хура çăкăр татăкĕ, урхамах-пĕремĕк, çăмарта хураççĕ, чĕрĕ кайăк-кĕшĕк — хур, кăвакал, чăх-чĕп яраççĕ. Чăвашсем чиркÿ ĕçĕпе пачах кăсăкланмаççĕ пулсан та киремет пурлăхне куç пек упраççĕ. Чăваша укçа тем пекех кирлĕ пулсан та илмест — киреметрен кайса иличчен вăл вилсе выртма хатĕр. Хирте киремете панă хур, кăвакал, автан тĕл пулсан чăваш ăна тивме мар, çухрăм таран çаврăнса каять, анчах тĕкĕнмест. Киремет тытасран та, хăйсен ял çыннисем хĕнесрен те хăрать вăл.

Часанисенчен илни те вăрланиех шутланать. Часанисене вырăссем тĕрлĕ сăлтавпа ăçта май пур лартса тултараççĕ, кашни утăмра тенĕ пекех, Хисепĕ-мĕнĕ вара иртсе кайнă чухне çĕлĕке хывса пуçне тайни кăна. Юлашки çулсенче сайрара пĕрре чăвашсемпе çармăссем те чысланă пекех чыслаççĕ. Унта Микул турă сăнĕ пулсан – пушшех те.

Çĕре çити авăнса пуç таяççĕ. Хĕрес хывмаççĕ пулсан та киремете мĕн панине часание те параççĕ. Çимелли таврашне, паллах, туххăмрах чана, курак, йытă хыпса каять, укçипе çуртисене чăвашра пурăнакан вырăссем илсе чикеççĕ. Кусем турă хăярăнчен хăрамаççĕ, мĕншĕн тесен чÿкĕ — чăвашсен тата часанире турăш та çук-çке-ха…

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.