
Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→
Шурут Нурăсран – Хусана
(Милли Элекçейĕ хăй ачалăхĕ çинчен)
Эпĕ пин те сакăрçĕр тăхăрвунтăваттăмĕш çулта, нарăс уйăхĕн вун иккĕмĕш числинче çуралнă. Манăн атте Прокопий ятлă; хамăр ялта, халăх хушшинче Милли Праки теççĕ. Анне манăн Екатерина ятлă; унпа тантăшла хĕрарăмсем ăна Кĕтерне теççĕ. Майăн атте тăлăха юлса ÿснĕ, анне те çавăн пекех тăлăх пулнă.
Эпĕ тăххăра çитсен шкула кайма шухăш тытрăм, ман мĕн пĕчĕкренех шкула пит каяс килетчĕ. Малтанах, шкула каяс умĕн, эпĕ пер ачаран шкула хăçан каймаллине ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана: «Авăн уйăхĕн вун тăваттăмĕш числинче каймалла», – терĕ. Эпе вара çав числара шкула кайса çырăнтăм.
Вĕрентекен пире (эпир) мĕн ятлине ыйтса пĕлчĕ те пирĕн ятсене хут çине çырса хучĕ. Унтан вара тепĕр кун шкула пыма хушрĕ, çÿçсене илтерме (кастарма) хушрĕ. Эпĕ киле пит савăнса, чупса таврăнтăм, унтан вара часрах хыпаланса çÿçе илтерме кайрăм. Манăн çÿçе пĕр ача, Ехвин ятлăскер, илсе ячĕ. Киле таврăнтăм та килтисем манран кула пуçларĕç, мĕншĕн тесен ман çÿçе Ехвин тикĕс илеймен. Каçхине эпĕ, выртнă чухне, аннене ирхине ир тăратма хушрăм.
Эпе ирхине вăрантăм та йĕри-тавра пăхкала пуçларăм. Куратăп: хĕвел тухса вырăсла апата çитнĕ. Тула часрах хыпаланса тухрăм та аннене: «Эсĕ мана мĕншĕн тăратмарăн?» – тесе, йĕре-йĕре вăрçа пуçларăм. Унтан часрах урана сыртăм та шкула чупрăм.
Шкула ачасем пуçтарăннă. Вĕрентекен тенкел çинче лара парать. Мана, эп шкула пырса кĕрсенех: «Эсĕ çырăнма килтĕн-им?» – терĕ. Эпĕ ăна хăраса: «Ĕнер çырнă», – терĕм. Вăл вара манран ята ыйтса пĕлчĕ те вырăн тупса пачĕ. Малтан пире тускасем, крихвилсем пачĕ. Унтан вара крихвилсене мĕнле тытмаллине, тускасене епле хумаллине вĕрентрĕ те пире патаксем çыртара пуçларĕ. Кăнтăрла иртсен пирс киле ячĕ. Эпир шкултан кĕпĕрленсе тухрăмăр та пит хавасланса киле таврăнтăмăр. Киле таврăнсан эп тетене крихвил арчи тума хушрăм, аннене кĕнеке хутаççи çĕлеме хушрăм. Мана тете пит шкула ярасшăнччĕ; вăл хăй те тем пек каясшăн пулчĕ, анчах аттепе анне ăна яман.
Тепĕр кунне ман, ирхине, хутаç та, крихвил арчи те хатĕр. Эпĕ ирех тăтăм та анкартине аннесем улма кăларнă çĕре чупрăм. Аннерен эпĕ: «Мĕн ман училнике (шкула) çиме илсе каяс?» – тесе ыйтрăм. Анне мана çур кукăль илсе кайма хушрĕ. Эпĕ вара шкула хыпалансах кайрăм. Пире пĕр эрнерен сас паллисем кăтарта пуçларĕç, унтан вара вулама та вĕрене пуçларăмăр. Виç эрнерен пире чăвашла букварь пачĕç. Чăвашла букварь илсен, эпир çав тери хаваслантăмăр. Эпĕ киле таврăнсан, пÿрте кĕнĕ-кĕменех, мана кĕнеке пани çинчен каласа патăм. Эпĕ лайăх вулама вĕренсен, килтисем те пит савăнма пуçларĕç. Раштавччен эпир чăвашла букварь кĕнекине вуласа тухрăмăр.
Раштав иртсен, вырăсла та вулама вĕрене пуçларăмăр. Малтан эпĕ, килте вулама вĕренменскер, начартарах пĕлеттĕм. Кайран вара ыттисенчен те ирте пуçларăм. Пире вĕрентекен – вĕрентекен (учитель) арăмĕччĕ. Хай, вĕрентекен, ун чухне Хусанта пачăшка тухма вĕренетчĕ. Вĕрентекен арăмĕ пит хаярччĕ: пĕлменшĕн вара вăл питĕ çилленетчĕ, хăш чухне линейкăпа пуçран шаккама та ÿркенместчĕ. Çапла пĕр ачана линейкăпа çапса юн кăларчĕ. Çавăнпа вара çав ача шкула çÿреме пăрахрĕ. Пĕлекен ачана вара вăл питĕ юрататчĕ: ăна вăл хутсем паратчĕ. Алхаснашăн вăл лайăх пĕлекен ачана та шеллеместчĕ. Кĕлле пыманшăн вăл питĕ вăрçатчĕ. Улаха кайнине пĕлсен, вăл вара кăнтăрла апатсăр хăваратчĕ.
Эпĕ пĕчĕк чухне улаха кайма питĕ юрататтăм. Мана атте улаха кайнăшăн питĕ вăрçатчĕ. Çавăнпа эпĕ вăрттăн та пулин улаха тараттăм. Ман пĕр юлташ пурччĕ, Иван ятлă, вăл йывăç купăспа питĕ аван калатчĕ. Эпир вара çавăнпа пĕрле çÿреттĕмĕр. Мана улахра пит ташлаттарасшăн çунатчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ ташлама аван пĕлеттĕм. Çапла эпĕ училнике (шкула) кайиччен çÿреттĕм. Училнике кайсан вара, эпĕ ун пек вăйă йĕркине йăлтах пăрахрăм. Иккĕмĕш çул (та) пире священная история чăвашла панăччĕ. Эпе вăл кĕнекене питĕ вулама юрататтăм – çавăнтанпах вара эпе вăйă йĕркисене прахрам, хам та менле прахнике сисеймерĕм.
Кĕлле çÿреме эпĕ питĕ юрата пуçларăм. Ун чухне пирĕн Шурут чиркÿнче вырăсла кĕл тăватчĕç, юрлама та начар юрлатчĕç. Пирĕн Нурăс ялĕнчен ултă çухрăмра Тукай ятлă чиркÿллĕ ял пур. Ун чухне çав ялта чиркÿ кĕллисене чăвашла кĕл тăватчĕç, чăвашла юрлатчĕç. Пирĕн ял çыннисем нумайăшĕ пĕрмаях унта, ултă çухрăма, кĕлле каятчĕç. Вĕсенчен илтсе, эпĕ те хам юлташпа, Иванпа Тукая çÿре пуçларăмăр. Чи малтанах эпĕ, хамăр чăваш чĕлхипеле пачăшкă кĕл тунине илтсессĕн, – çав тĕрлĕ хитре чăвашла юрланине илтсессĕн, – эпĕ чăтма çук савăнса карăм, çавăнтанпала вара эпĕ Тукая тăтăшах кĕлле çÿре пуçларăм. Ун чухне Тукайри тиечук хут пĕлмен, (анчах) ялти хĕрсене пухса хор тунăччĕ, вĕсем çав тĕрлĕ хитре юрлатчĕç, вара вĕсем çинчен таврари ялсенче питĕ чаплă хыпар сарăлнăччĕ; халь те пулин çав тиечука асăнаççĕ,
Çапла мана училнике кайни йăлтах улăштарчĕ. Эпе вара йăлтах урăх çын пултăм. Ун чухне чăвашла кĕнекесем те нумайрах туха пуçларĕç. Священнăй историе эпир вара чăвашла вĕренме пуçларăмăр, чăвашла кĕнеке тăрăх.
Пире, Нурăс ачисене, Шурута шкула çÿреме пĕр çухрăм çурă ирĕккĕнех пулать. Эпир шкула икĕ çулпа çÿреттĕмĕр: кĕркунне, йĕпе вăхăтра, çуркунне, шыв кайнă чухне, эпир Шурут урамĕ тăрăх çÿреттĕмĕр. Кĕркунне, шыв шăнсан, хĕлле çырма тăрăх çÿреттĕмĕр. Кĕркунне вара пăр шăннине тем пекех кĕтеттĕмĕр. Пăр шăнсан вара, эпир çырма тăрăх çав тери хавасланса çÿреттĕмĕр. Шкултан тухсан, пăр çине анаттăмăр, мĕн киле çитичченех пăр тăрăх выляса таврăнаттăмăр. Ун чухне пуринчен ытла çÿхе пăр çинче чупса çÿреме юрататтăмăр. Мен чухлĕ савăнăçчĕ! Малтанах эпир, пăр чăтассипе чăтмассине пĕлесшĕн, пĕр çăмăл ачана чупса кастараттăмăр; ăна пăр чăтсан, пурте вара тытăнаттăмăр пăр тăрăх чупса çÿреме. Пăр çинче выляса ирттереттĕмĕр каç пуличчен. Пирĕн кĕркунне иртни сисĕнместчĕ.
Хĕлле пулсан, эпир çав çырма тăрăхах çÿреттĕмĕр. Хĕлле кĕртсем хÿсе каятчĕç, сивĕ пулатчĕ. Ун чухне эпир шкула часрах çитмешкĕн тăрăшаттăмăр… Кăнтăрла эпир пĕр çÿллĕ кĕрт тупаттăмăр та хула вăрçса илмелле выляттăмăр. Çулла лапталла выляттăмăр.
Çапла пирĕн тăватă çул иртсе пырать. Экзамен çывхарса киле пуçларĕ. Ун чухне пирĕн вĕрентекен Кирилл Еремеевччĕ. Пĕрре çапла, экзамен умĕн, вĕрентекен (класа) кĕчĕ те каларĕ пире: «Ыран, 15-мĕш числора, экзамен пулать». Тепĕр кун ирех тăтăм та часрах шкула хыпалантăм. Пирĕн экзамена земский начальник килмеллеччĕ. Класс варринче эпĕ пынă çĕре пысăк сĕтел ларать, сĕтел панче – виç тенкел: пĕри, варринчи, земский начальник валли, тепри пачăшкă валли тата тепри вĕрентекен валли. Эпир шкула пурте пуçтарăнса кĕтсе тăратпăр земский начальник килессине. Пурте мĕнле экзамен парассинчен хăранă. Кирилл Еремеев пире вĕрентсе çÿрет экзаменра мĕнле тăмаллине. Кăнтăрла умĕн хăш-хăш ачасем Тимешкасси (Тимĕрчкасси. – Ред.) çулĕпе парпа (мăшăр кÿлнĕ лашапа) тусан питĕ хытă кăларса аннине курнă. Ачасем часрах хăшăлтатса чупса кĕрсе: «Земский начальник килет!» – тесе каларĕç. Пурте вара часрах класа пуçтарăнтăмăр; вĕрентекен те, пачăшкă та часрах шкула пычĕç.
Земский начальник часах çитрĕ шăнкăравпа шăнкăртаттарса. Вăл кĕрсен, эпир ура çине тăтăмăр. Унтан молитва юрларăмăр та пирĕн вара диктовка пулчĕ. Диктовка хыççăн экзамен божий пулчĕ, унтан – руский язык, юлашкинчен – арифметика. Экзамен пĕтсен пире (вĕрентекен) кам мĕнле панине каласа пачĕ. Эпир киле пит савăнса таврăнтăмăр.
Шурутран тухсан, эпĕ пĕр çул килте пурăнсан, Хурăнвара (унти шкула) кайса кĕтĕм. Унта виç çул вĕренсен, эпе, экзамен парса, пин те тăхăрçĕр вунпĕрмĕш çулта çĕртме уйăхĕн 14-мĕш числинче тухрăм. (Асăрхаттарни: Хурăнвар шкулĕ икĕ класлă шкул пулнă. Виçĕ çул вĕренекен вара учитель çумĕ пулма, шкулта ĕçлеме пултарнă. Учителе тухма ăна семинари программине ятарлă экзамен тытма тивнĕ). Пĕр çул иртсен, 1912 çулта, Хусанти духовнăй семинарие кĕтĕм. Халĕ эпĕ унта вĕренеп. Мана аннесем, Хурăнвартан тухсан, Хусана питĕ ярасшăн марччĕ: мана учителе е тиечука ярасшăнччĕ. Эпĕ вĕсен сăмахне пăхмасăр çапах та пулин Хусана асапланса çитрĕм, мĕншĕн тесен манăн питĕ малалла вĕренес килетчĕ…
Тата манăн ку шкула кĕнипе тепĕр шухăш пулчĕ: вăл шухăш манăн – лайăх вĕреннĕ çын пулса, хамăр чăваш халăхне çутăлтарас шухăш.
Алексей Прокопьев.
1912 çул, авăн уйăхĕ.
Гуманитари наукисен Чăваш патшалăх институчĕ. Н. В. Никольский фончĕ, 233-мĕш том, 275-279 листасем.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ