Алексей Милли: Чĕлхе çинчен


Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→


Чĕлхе çинчен 

Кам вĕт халăхсен чĕлхи тата ытти хальччен вĕренмен халăхсен те чĕлхи лайăхлатма пултараймасть, тет, çавă начар филолог (ăнлантарса пани пур хаçатра: филолог тесе тĕрлĕ чĕлхесене тĕпĕ-йĕрĕпе вĕреннине калаççĕ. – А.Д.) тĕнчери прогреса (ăнлантарни пур: прогресс тесе пурнăç йĕрки, ăслăлăхсем малалла уçăлса, аванланса пынине калаççĕ) ĕненмен çын пулать. Прогреса ĕненмен çынна урăхла обскурант теççĕ, вăл тĕттĕм çын тени пулать. Тĕлĕнмелле! Епле чĕрĕ, ăслă çын калаçакан чĕлхе лайăхлатма пултараймасть-ши? Унпа çын шухăшлать! Шухăшлакан чĕлхе лайăхланма пултараймасть тени – вăл этем шухăшĕ малалла каймасть тенипе пĕрех пулса тăрать. Çапла никам та калас çук тетĕп эпĕ.

Этем шухăшĕ малалла каять, уçăлнăçем уçăлать, çавăн пекех чĕлхе те унăн уçăлса пырать. Пĕр вилнĕ чĕлхесем çинчен анчах вăл малалла каймасть тесе калама пулать (латинпа грек чĕлхисем). Вĕсем мал ш ша меншĕн каймаççĕ-ши? Вĕсемпе шухăшлакан çынсем пĕтнĕ, вилнĕ. Çавăнпа вĕсем малалла каяймаççĕ.

Нихçан та хăш чĕлхепе те пулсан калаçакан, шухăшлакан, хуйхăракан, савăнакан, юрлакан пĕр-ик çемье пулсан та, ун пек чĕлхене пĕтет тесе калама çук! Çавăн пек чĕлхе çинчен те пĕтет тесе калама май килмест пулсан, унта вара пинлĕ, мĕльюнлă халăх чĕлхи пĕтет тесе калама тивĕç килет-ши? Нимĕнпе тивĕç те, нимле никĕс те ун пек калакансен хăйсене тÿрре кăлармалли çук! Пинлĕ, мĕльюнлă халăх çинчен çапла калаççĕ пулсан, вăл çав халăхран йĕрĕнсе калани, е мăшкăласа кураймасăр калани анчах пулса тăрать. Урăх нимпе те çакна ăнлантарса пама çук!

Çак сăмахсене вĕренмен çынсем каланă пулсан, эпĕ ана урăхла анлантарса пама та пултараттăм: вĕренмен çын хăй мĕн каланине те лайăх çавăрса илеймест, кăна вĕреннисем калаччĕç-çке! Пит аван филологсемех калатчĕç! Вĕсен сăмахĕсем «пушă хирте сас чĕнни» пек юлмастчĕ, вĕсене ĕненсе тăратчĕç. Весен сăмахĕсем пирĕн вĕреннисене йалтах çĕтерсе илнĕччĕ! Вĕсенчен те нумайăшĕ чăваш малалла кайма, уçăлма пултараймасть, чăваш чĕлхи пĕтсех ларать, тесе калатчĕç!

Çав сăмахсене илтме прогреса, чăнлăха ĕненекен çынна калама çук йывăрччĕ! Хăй халăхне, унăн чĕлхине хытă юратаканшăн вăл вилĕмпе пĕрĕхчĕ: «чăваш халăхĕн чĕлхи пĕтет» тенине илтсенех ун пек çыншăн «мĕльюнлă чăваш халăхне» çĕçĕпе пусса (чиксе) пăрахнă пекех туйăнатчĕ! Эпĕ хам уншăн куççуль юхтарнă вăхăтсем пур. Ун чухне чанахах хуйхăрмасан та хуйхăрмалли пурччех, йĕмесен те йĕмеллехчĕ! Йĕри-тавра кашкăр пек пире çăтса ярасса пăхса анчах тăраççĕ.

Чăваш вĕреннĕ çыннисенчен чăвашшăн ырă шухăшлакансем, хамăр чĕлхене вĕренес текенсем çукчĕ! Йĕри-тавра чăнласан «пĕтет» тени кăначчĕ! Чиркÿсенче чăвашла кĕл тума, чăвашла юрлама пăраха пуçланăччĕ: чăвашла кĕл тăвас, юрлас текенсене ăçта кирлĕ унта хĕстеретчĕç.

Акă çĕнĕ самана пуçланса кайрĕ. Халăхсене хăйсен чĕлхине ирĕккĕн калаçма, çырма ирĕклĕх пачĕç. Чăвашсем валли эпир тĕ чăвашла хаçат кăларса патăмăр. Анчах ку хаçата кăларнипе кăна пирĕн чăваш пурнăçĕ, чăваш чĕлхи çиеле тухрĕ теме çук-ха. Халĕ эпир «Хыпарта» çырни – вăл чăваш чĕлхипе атапши анчах-ха, малашне пирĕн чăваш чĕлхи аташма кăна мар, вăл тĕрĕссипех лайăх чĕлхе пултăр тесен, – пирĕн, чăваш вĕреннĕ çыннисен, нумай тăрăшас пулать-ха. Асапланасси малалла, вĕçĕ те курăнмасть. Халĕ пирĕн чăвашсенчен хамăр чĕлхене лайăх пĕлекен пер çын та çук темелле. Пухусенче калаçатпăр, шуйăхатпăр, пĕринчен пĕри маттуртарах калаçасшăн. Хăшĕ хытăрах кăшкăрнипе çынсен чĕрине хăйсем май çавăрасшăн. Анчах чĕлхен хăвачĕ кăшкăрнинче мар. Урăххинче. Унăн илемне пĕлес пулать. Çав пухусенче калаçакансенчен, ахаль калаçакансенчен те чăваш чĕлхин илемне пĕлсе калаçакансем пирĕн çук. Тен, мана калĕç, халĕ илемлĕх çинчен шухăшлас вăхăт мар, тумалли вăхăт, тейĕç. Кана та эпĕ пит лайăх пĕлетĕп. Пирĕн калаçакансем чăваш чĕлхин илемне пĕлмеççĕ тесе малашне пирĕн ун çинчен шухăшлама питех кирлине систерсе анчах калатăп. Çакна эпĕ малашне тенĕрен, ун çинчен шухăшлама вăхат çитмен-ха теме юрамасть. Эпĕ кун çинчен: пирĕн чăваш вĕреннĕ çыннисем хамăр чĕлхе çинчен тĕплесе шухăшласа халех çитнĕ, тетĕп. Çитĕ ĕнтĕ халиччен хамăр чĕлхене ним вырăнне те хуманни. Нумай «чăваш чĕлхи сысма кайма анчах» теççĕ (çак сăмаха кунта çырнăшăн мана ан айăплăр – ку халăх сăмахĕ). Çакна вĕренмен чăвашсем калаççĕ тейĕр, анчах чăваш чĕлхине хурлас тĕлĕшĕнчен чăвашăн вĕреннĕ çыннисем те каях юлмастчĕç, халĕ те юлмаççĕ пулмалла. Хисеплемесен кирек мĕнле лайăх япала та нумая пымасть! Лайăх тумтире упрамасăр: хăнана кайнă чух та, кил хушшинче те, ĕçре те тăхăнсан, вăл часах çĕтĕлсе пĕтет. Пирĕн чăваш чĕлхи те чăвашсем хăйсем ăна упраманнипе пĕтсе килчĕ. Пухусенче калаçма тухакан аратăрсен сăмахĕсенчен çурри вырăсла тухать. «Хыпара» статьясем çырса яраççĕ, весене «Хыпар» çине çапиччен тÿрлетсе шалт асапланса пĕтес пулать. Çыракансем пĕр майлăрах çырсан та юрĕччĕ, анчах кашни хăйсем патĕнче мĕнле калаçаççĕ, çапла çырма хытланаççĕ (хăтланаççĕ). Çавăнпа пушшех тÿрлетме йăвăр килет.

Çакна эпĕ тÿрлетме йăвăрришĕн анчах каламастăп, пуринчен ытла çаксене курнине манăн чун чăваш чĕлхине пĕлекенсем çук, тесе хуйхăрать. Малашне те пирĕн çаплах пулсан, пирĕн чăваш чĕлхи лайăхланмĕ, тата начарланĕ, тесе шухăшлатăп эпĕ. Çапла ан пултăрччĕ тесен пирĕн мĕн тумалла-ши? Чăваш чĕлхине вĕренме частарах тăрăшмалла. Лайăх чĕлхепе çырнă чăвашла кĕнекесене вулама тăрăшас пулать, чăвашла грамматика вĕренмелле. Пуринчен ытла чăвашла вуламалла. Чăваш чĕлхине пĕлес тесен грамматика вĕреннипе чăвашла вулани те çитеймест. Тата мĕн кирлĕ-ши? Чăваш чĕлхи мĕнлине пĕлме тăрăшас пулать, унăн илемне чухлас пулать. Çапла хамăр чĕлхене хисеплеме тытăнсан тин эиир чăваш чĕлхи лайăхланма пуçланине курăпăр: ун чухне чăваш чĕлхинчен тĕрлĕ ют халăхсен сăмахĕсем тухса кайма тăрăшĕç.

Юлашкинчен, чăваш чĕлхине лайахлантарас тесен, пирĕн чăвашла шухăшлама хăнăхас пулать. Халиччен эиир вырăсла шухăшлама вĕреннĕ, çавăнпа та калаçма тапрансан пирĕн çурри чăвашла, çурри вырăсла тухать. Мана, тен, чăвашла шухăшлама чăваш чĕлхинче сăмахсем çитмеççĕ, тейĕç. Вĕсем çитеççĕ, анчах пиртен кам та пулсан, çапла каланисенчен, хăйне хăй чăвашла шухăшлама пурнăçĕнче пĕрре те пулсан хистенĕ-ши? Хистемен пулсан, айăп вара чăваш сăмахĕсем шухăшлама çитменнинче мар, хăйсене хăйсем чăвашла шухăшлама хистеменнинче айăп, урăхла каласан, хăйсем айăплă, хăйсем шухăшлас тĕлĕшрен наян. Пирĕн чăваш вĕреннисенчен чăвашла шухăшлакансем пур-ши? Эпĕ, чăвашла шухăшлакан пĕр-ик-виç çын пулмасан, пĕр çын та çук тейĕттĕм, анчах вĕсем те пысăк вĕреннĕ çынсемех мар. Пысăк вĕрениисенчен чăвашла шухăшлакансем час çуралĕç-ши? Хăçан пирĕн чăвашсенчен хамăрăн поэтсем, художниксем, архитекторсем, чăваш музыканчĕсем çуралĕç, – çавсем пире чăваш халăхĕн чунне, унăн иртнĕ, хальхи, малашне пулас пурнăçне пĕр картинка пек кăтартса парĕç – çавăн чухне пирĕн чăваш вĕреннĕ çыннисем чăвашла шухăшлама тытăнĕç. Ун чухне вара пирĕн чăваш чĕлхи те лайăхланса тĕнчери чи пуян, илемлĕ чĕлхесемпе танлашĕ. Ун чухне пирĕн чăваш чĕлхинчен тĕлĕнмелли питĕ нумай пулĕ! Иисус Христос каланă чăнлăх; «кайрисем мала тухĕç, малтисем кая юлĕç» тени вырăнлă пулнине курăпăр, е эпир кураймасан, пирĕн ачасем курĕç. Халĕ пирĕн, пĕр ÿлĕме хурса тăмасăр, эпĕ маларах каланисене часрах тума тăрăшас пулать. Вĕсене эпĕ юлашкинчен каллех калатăп:

1) халех чăвашла грамматикăпа вĕренме тăрăшмалла, 2) чăвашла кĕнекесем, хаçата пĕр сăмахне хăвармасăр тăнласа вуламалла, 3) чăваш чĕлхине хисеплеме, е юратма тытăнас пулать унтан 4) чăвашла шухăшлама хăнăхас пулать.

Çаксене тусан эпир чăваш чĕлхине лайăхлантарма тин пуçлăпăр. Малашне чăвашсен пурнăçне чĕртес поэтсем валли çул хатĕрлесе хурăпăр. Хальхи вăхăт пирĕн ăраснах хатĕрлес вăхăт. Çакна кашни чăваш çыннин ăшĕнче тытса тăрас пулать.

А. Милли.

Хыпар. 1997. Юпа уйăхĕн 4-мĕш кунĕ. 40№

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.