Алексей Милли: Сад пахчинче лартрăм панулми


Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→


Сад пахчине лартрăм панулми,
Улмишĕн мар, шурă çеçкишĕн!
Шăвартăм эп ăна ирхине,
Шăвартăм эп ăна каçхине!

«Кашла, кашла, тусăм, эх кашла!
Сана эп юратса суйларăм,
Пулах мана савăнтармалла,
Шăрăх кун сан айна эй ларам!»

Ÿсрĕ манăн йывăç сарăлса.
Сарлака çулçипе калаçса;
Çиччĕмĕш çул ларчĕ çеçкене.
Тепĕр çултан кÿчĕ улмине.

Иртсе çÿрекенсем курчĕç çеçкине.
Ял ачисем курчĕç улмине;
Чăтаймарĕç мĕскĕн ачисем –
Чечен улма çине уртăнчĕç.

Çеçки çине пăхни юрĕччĕ.
Уртăннипе йăлтах хупларĕç;
Улман турачĕсем хуçăлчĕç,
Ман куçăмсем ăна курайрĕç…

Çемçе чĕрем лаштах çурăлчĕ,
Пуçăм ăнран кайса çаврăнчĕ.
Куçăмсем те тĕтреленчĕçĕ –
Хуйхă мана пусса антарчĕ.

Пĕчĕкрен пĕр хĕре юратрăм,
ÿссен хамăн тăвасах терĕм –
Хурлăх чухне унпа калаçса
Мĕскĕн чуна пусарас тесе.

Ялти ачасем те ун çине
Хăйсен çамрăк куçне янине
Туяймарăм пулать, – ун çумне
Вĕсем çыпçăнмашкăн тытăнчĕç.

Ял ачисем кула пуçларĕç,
Тĕрлĕ усал халап илтĕнчĕ.
Чĕре çумне çавсем çыпçăнчĕç,
Пит-куçăма ват сăн çапăнчĕ.

Панулмишсн асапланни те,
Тус туни те ахалех пулчĕ,
Шăрăхланчĕ çанталăкĕ те,
Ăшчик йăлтах хурлăхпа тулчĕ.

Мĕншĕн панулмине хуçрĕç-ши?
Ун сулхăнне ларса канăттăм;
Мĕншĕн савнă хĕре илчĕç-ши?
Ăшăма пусарнă пулăттăм.

1917, çĕртме уйăхĕ

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


30% чăвашла

WordPress.com-а тăван чĕлхене куçаратпăр.
VulaCV.com – ку платформăри чи анлă сайт. Чăвашла сайтсем валли çул уçса пыратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.