
Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→
Чĕлхе çинчен
Кам вĕт халăхсен чĕлхи тата ытти хальччен вĕренмен халăхсен те чĕлхи лайăхлатма пултараймасть, тет, çавă начар филолог (ăнлантарса пани пур хаçатра: филолог тесе тĕрлĕ чĕлхесене тĕпĕ-йĕрĕпе вĕреннине калаççĕ. – А.Д.) тĕнчери прогреса (ăнлантарни пур: прогресс тесе пурнăç йĕрки, ăслăлăхсем малалла уçăлса, аванланса пынине калаççĕ) ĕненмен çын пулать. Прогреса ĕненмен çынна урăхла обскурант теççĕ, вăл тĕттĕм çын тени пулать. Тĕлĕнмелле! Епле чĕрĕ, ăслă çын калаçакан чĕлхе лайăхлатма пултараймасть-ши? Унпа çын шухăшлать! Шухăшлакан чĕлхе лайăхланма пултараймасть тени – вăл этем шухăшĕ малалла каймасть тенипе пĕрех пулса тăрать. Çапла никам та калас çук тетĕп эпĕ.
Малаллине вулас