Федор Павлов: Экспромт (В.П.)


Федор Павлов — драматург, музыка преподавателĕ. Литературăра сăввисемпе тата драмисемпе палăрнă. Вăрăм ĕмĕр пурнаймасăр туберкулеза пула Сочире вилнĕ… Тĕплĕнрех→


Экспромт

В.П.

Пит хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —
Куç-пуç çуталать.
Çÿхе тути йăл кулать,
Яштак пилĕк авăнать.
Чăмăр кăкри хумханать…

Шет хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —
Маншăн куçĕ çуталмасть,
Çÿхе тути йăл кулмасть,
Яштак пилĕк авăнмасть.
Чăмăр кăкри хумханмасть.


Шет хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —
Ман еннелле çавăрнмасгь,
Ылтăн пуçне каçăртать,
Мăн кăмăлне палăртать —
Май чĕрене çунтарать…

1910

В.П. — Варвара Петровна Эхмер. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче Ф.П.Павловпа пĕрле вĕреннĕ. [Геннадий Юмарт]

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.